Çĕмĕрлере кăларнă трансформаторсене чикĕ леш енче те туянаççĕ

31 Июл, 2020

Шанчăклă, хăрушсăр, перекетлĕ — шăпах çапла хаклаççĕ Çĕмĕрлери «Проектэлектротехника» предприяти кăларакан трансформаторсене. Вăл вунă çул ĕнтĕ хăйĕн продукцине Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесне сутать, чикĕ леш енне те ăсатать.

Çулталăк экспортерĕ 

«Проектэлектротехника» — Раççейри машинăсем тăвакан «Проект-техника» пысăк компанин пайĕ. Виçĕ фазăллă типĕ трансформаторсем кăларакан линие Çĕмĕрлери специализациленĕ автомобильсен заводĕнче /вăл асăннă корпорацин тытăмне кĕрет/ 2009 çулта уçнă. Икĕ çултан производствăна анлăлатнă, çапла уйрăм предприяти — «Проектэлектротехника» — йĕркеленнĕ.
Паянхи кун трансформаторсен рынокĕнче темиçе тĕрлĕ технологи пур. Шăратса тунă трансформаторсем — çĕнĕ тренд, «Проектэлектротехника» шăпах çавăн пеккисене хатĕрлет. Компанин управляющи директорĕ Анатолий Хрулев каланă тăрăх, çакнашкал изделисем хăрушсăртарах, перекетлĕрех, çавăнпа вĕсене ыйтакан нумай. Раççейре 3 предприятин çеç трансформаторсен производствин тулли технологи циклĕ пур, çав шутрах — Çĕмĕрлере вырнаçнă тулли мар яваплă обществăн та. Ĕç тăвакан директор Сергей Майков пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем кăларакан продукципе промышленноçăн пĕтĕм отраслĕнче, предприятисенче, социаллă тата суту-илÿ объекчĕсенче, уйрăм çуртсенче усă кураççĕ. Компани 10 кВтран пуçласа 6300 кВт таран хăватлă трансформаторсем хатĕрлет, çак электроэнерги коттеджа çеç мар, микрорайона е пысăках мар завода тивĕçтерме те çитет.
Кунне вăтамран икĕ трансформатор хатĕрлеççĕ. Çапах предприятире çулталăкра пĕр пин ытла таран трансформатор туса кăларма майсем пур. Продукцие тĕпрен илсен саккаспа çеç хатĕрлеççĕ, çавăнпа вăл складра выртмасть. «Проектэлектротехника» — пысăках мар компани, унта 56 çын тăрăшать. Малалла вулас...

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.