Тăваттăри хĕр ача куравĕ
Çĕнĕ Шупашкарти Ÿнер музейĕнче хăйне евĕр курав уçăлнă. Унăн авторĕ - тăватă çулти Варвара Гусельщикова.
Пултаруллă хĕр ачан амăшĕ пĕлтернĕ тăрăх - Варвара çулталăк çурăра чухнех ÿкерме тытăннă. Чăн малтан вăл асамат кĕперне ÿкернĕ-мĕн. Çамрăк сăрă ăстин кашни картини пурнăçĕнчи савăнăçлă та илĕртÿллĕ самантсемпе, ĕмĕчĕсемпе çыхăннă.
«Эпир çемьепе час-часах концерта, театра, культурăллă ытти мероприятие çÿретпĕр. Варьăна ачаранах пысăк искусствăна юратма вĕрентетпĕр»,- каласа панă выставкăра çамрăк ăстан амăшĕ Наталья. Варвара ÿнер шкулне пĕрре те çÿремен-мĕн. Турă парнеленĕ талант ку. «Тăваттăри ачашăн çакă - тĕлĕнмелле лайăх пуçламăш утăм. Хĕр пĕрчине аталантарма ашшĕ-амăшĕ нумай тăрăшать, маттурсем вĕсем»,- шухăшне палăртнă ачасен ÿнер шкулĕн директорĕ Михаил Глушаченков. Варвара хăйĕн куравĕпе хула çыннисене илеме асăрхама, пурнăçпа киленме чĕнет. Хĕр ача ачалăхра смартфонпа, планшетпа, айфонпа ытлашши айкашмалла мар тесе шухăшлать. Кашни пушă саманта çемьене, юлташсене, юратнă ĕçе халалламалла. Паллах, Варя ÿссен художник пулма ĕмĕтленет.
Р.ИВАНОВА.
Комментировать