Трак енсем туризма аталантарасшăн

30 Июл, 2020

Паян ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Красноармейски районĕнче пулчĕ. «Таябинка» агрофирмăра ĕç вĕресе тăрать. Ку тăрăхра çак хуçалăх вырмана пĕрремĕш тухнă. Кăçал тухăç савăнтарать — 1 гектартан 60 центнер тырă вырса илеççĕ. Çапах савăнма иртерех, йĕпе-сапа пуçланиччен тыр-пула пухса кĕртмелле.

Трак тăрăхĕнче кăçал 15 пин гектар тырă акнă. Ку, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 1 пин гектар ытларах. «Таябинка» — районта чи лайăх ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Трак енре ял хуçалăхĕсем усă куракан 20 пин гектартан 5 пинĕшĕ — шăпах çак агрофирмăн. Анчах тыр-пула пухса кĕртни кăна çителĕксĕр, ăна упрамашкăн вырăн та кирлĕ. Агрофирмăра ку енĕпе йывăрлăхсем çук. Районта ытти хуçалăх та вырмана тухма хатĕр, тыр-пул пулса çитессе кĕтеççĕ.

Олег Николаев «Композит 21» тулли мар яваплă общество ĕçĕ-хĕлĕпе те паллашрĕ. Кунта пластик ПВХ, полимерлă изделисем туса кăлараççĕ.

Красноармейски салине кĕрсенех тротуар сарас ĕç кăл-кал пыни курăнать. Кунта культура çурчĕ, ача сачĕсем, шкул, социаллă пĕлтерĕшлĕ объект вырнаçнă. Çĕнĕ тротуар вара вĕсене пурне те çыхăнтарĕ. «Халăха çӳреме меллĕ, хăрушлăх тухса тăмасть», — палăртрĕ Олег Алексеевич. Вăл ку енĕпе тăрăшма пур района пĕр пек майсем туса панине, Трак ен чи лайăх ĕçлекеннисенчен пĕри пулнине палăртрĕ. Çынсем çĕнĕ тротуар сарса пĕтерессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, хăйсем те пулăшма ӳркенмеççĕ.

Эсир Красноармейски салинче юпа, карта çине пĕлтерӳсем çыпăçтарнине курнă-и? Шырасан та тупаймастăр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Кузнецов кун валли ятарлă хăмасем вырнаçтарнине пĕлтерчĕ. Вăл укçа мĕнле перекетленин вăрттăнлăхне те уçрĕ. 30 пин тенкĕ тăракан велопарковкăсене туянмаççĕ, хăйсем тăваççĕ. Сварщик пур, материал туянса 2 пин тенкĕ çеç тăкакланать. Сăрланă урнă илме 3 пин тенкĕ кирлĕ. Вĕсем вара 1100 тенкĕпе туянса укçа самаях перекетлеççĕ, ăна хăйсем сăрлаççĕ. Юлашки вăхăтра сала палăрмаллах улшăннине вырăнти çынсем савăнсах пĕлтерчĕç. Парк çĕнелнĕ, искусственнăй сийлĕ футбол уйĕ хута яраççĕ /укçа-тенке Чăваш Ен бюджетĕнчен «Физкультурăна тата спорта аталантарасси» программăпа килĕшӳллĕн уйăрнă/. «Сала питĕ хăтлăланчĕ, çапах пире бассейн кирлĕ. Республикăра пирĕн районта кăна çук пуль…» — терĕç парка пухăннă çынсем. «Проектне хатĕрленĕ, вырăнне уйăрнă. Кĕçех сирĕн те бассейн пулĕ», — хуравларĕ Олег Алексеевич. Вăл Трак шкулĕ çумĕнче вырнаçĕ, унтах парковка тăвасшăн. Трак ен илемленнине, хăтлăланнине кура вырăнти халăх туризма аталантарма сĕнчĕ. Районта пĕртен-пĕр шыв арманĕ пур. «Шалти туризма аталантарас тĕлĕшпе çанă тавăрса ĕçлĕпĕр. Çитес çулталăка Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Сăр юхан шывĕ хĕррипе окоп чавнă паттăрсене халаллăпăр. Шупашкарти 13 шкул ушкăн йĕркелени, вĕсем Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле, Пăрачкав районĕсене тухса çав вырăнсене тĕпчени савăнтарать. Сирĕн те хăвăрăн тăрăхра туристсемшĕн интереслĕ вырăнсем тупмалла», — палăртрĕ Олег Николаев. Олег Алексеевич ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе калаçнă май кăçал ĕне усракансене укçан пулăшни çинче чарăнса тăчĕ: «Халь укçа паратăр та кайран налук илетĕр», — тенине илтрĕм. Сирĕн шухăшпа, ку ĕçре мĕн улăштармалла? Эпир халĕ вăтамран тенĕ пек пурне те пулăшрăмăр. Халăх сĕт хакĕ пĕчĕк пулнăшăн пăшăрханать, çакна тепĕр енĕпе саплаштартăмăр. Анчах хăшĕ-пĕри сĕте усламçăсене памасть». Кашни литр пуçне дотаци тума сĕнчĕç. Анчах хăш хуçалăх мĕн чухлĕ сĕт сутни пирки статистика çук. Тата сĕт пахалăхне те пăхмалла. «Ку сирĕн валли килти ĕç пулать», — терĕ Олег Николаев ял тăрăхĕн пуçлăхĕсене. Ку ыйту патне кĕркунне таврăнĕç.

www.hypar.ru Ирина АЛЕКСЕЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем кунта.

 

Рубрика: 

Комментировать