Кашкăр вăрманаллах пăхать

5 Авг, 2014

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх - маларах саккунпа урлă пулнă çынсем татах преступлени тунă тĕслĕх ытла та нумай. Рецидив текен пулăм вăй илни те вăрттăнлăх мар. Çавна май преступлени тунă хыççăн ирĕкрех хăварнисене, условнăй майпа айăпланнисене кирлĕ пек сăнаса тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Район прокуратури ку ыйтăва куçран вĕçертмест.

Тăвай районĕнче уголовлă айăплава пурнăçлакан инспекцире 2014 çулăн пĕрремĕш çурринче судпа айăпланнă 54 çын шутра тăнă. Вĕсем - вăл е ку должноçра е ĕçре ĕçлеме чарнисем, обязательнăй майпа ĕçлемелле тата ирĕклĕхне виçеллĕ тунисем, условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнисем. Шел те, саккуна пăснă тĕслĕхсем пур.

Калăпăр, ют çурта саккуна пăсса кĕнĕшĕн айăпланă Н.Васильевăн обязательнăй майпа ял тăрăхĕн администрацийĕнче ĕçлемелле пулнă. Анчах вăл темиçе кун ĕçе тухман. Çав вăхăтрах администрацин ăна ĕçлеттерессишĕн яваплă должноçри çынни кун пирки инспекцие пĕлтермен. Çакă эпир тĕрĕслев ирттернĕ май кăна паллă пулчĕ. Обязательнăй майпа ĕçлессине ирĕклĕхсĕр хăварассипе улăштарма пултарасси пирки асăрхаттарсан та темиçе кунран арçын каллех ĕçе тухман, кун пирки те инспекцие вăхăтра евитлемен. Васильев ĕçсе кайнă иккен, йĕркене пăснă.

Çак тĕслĕхпе администрацин яваплă çынни тĕлĕшпе представлени çырма тиврĕ. Уголовлă айăплава пурнăçлакан инспекци пуçлăхĕ вара ăна ирĕклĕхсĕр хăварма представлени тăратнă. Районăн пĕрремĕш суд участокĕн миравай судйи çав ыйтăва тивĕçтерменнине кура прокуратурăн хушша кĕме тиврĕ - пирĕн апелляци представленине тишкернĕ май миравай судья йышăнăвне пăрахăçланă.

Рецидив шутланакан преступленисенчен сыхланас тĕллевпе асăннă инспекцире шутра тăракансене, йĕркене сĕмсĕррĕн пăсаканскерсене, колонисене ăсатас тĕллевпе çине тăратпăр - ку ĕçе уголовлă айăплава пурнăçлакан инспекци пуçлăхĕпе пĕрле ирттеретпĕр. Суд хыççăн ирĕкрех юлнă тăватă çынна юсанмалли учрежденисене ăсатрăмăр.

Сăмахран, 42 çулти В.Емельянов çĕçĕпе хăратса амăшĕнчен эрех туянма укçа ыйтнă. Çакăншăн ăна икĕ çуллăха условнăй майпа ирĕклĕхсĕр хăварнă. Çук, ку уншăн урок пулман. Арçын час-часах йĕркене пăснă, 2014 çулта общество вырăнĕсенче ÿсĕр пулнăшăн ăна виçĕ хут административлă майпа явап тыттарнă. Суд йышăнăвĕнче "ĕçе вырнаçмалла" тени пулнă - ăна та пурнăçламан. Çавна май суд условнăй айăплава пăрахăçласа арçынна икĕ çуллăха колони-поселение ăсатма йышăнчĕ.

Полицин экс-сотрудникĕ те, хулиганла тĕллевпе виçĕ гражданина хĕненĕшĕн çулталăклăха ирĕклĕхне чикĕленĕскер, тăван енпе сыв пуллашрĕ - халĕ колони-поселенире. Унăн айăплавне йăтса çÿремелли тĕрĕслев хатĕрĕпе усă курма тата электрон-сулă тăхăнма килĕшменшĕн улăштарнă.

Суд приговорĕсенче палăртнă тивĕçе пурнăçламаншăн саккунсенче витĕм кÿмелли мерăсемпе усă курассине çирĕплетнĕ. Кунашкаллишĕн тата общество йĕркелĕхне пăснăшăн айăпланнă пилĕк çыннăн тĕрĕслев вăхăтне тăснă, тăваттăшĕ тĕлĕшпе суд хушма тивĕçсем палăртнă.

Калăпăр, 36 çулти Ю.Кирилловăн ирĕклĕхне 11 уйăхлăха чикĕленĕ. Анчах вăл çакăн çине алă сулнă - тусĕсемпе кафене кайнă. Унта вара электрон-сулла ватнă - унпа сĕтеле çапнă. Кăштахран ĕçлеме те пăрахнă. Çакăншăн ăна административлă майпа 5 талăклăха арестленĕ. Çийĕнчен хушма тивĕçсем палăртнă: эрех сутакан вырăнсенче, халăх йышлă хутшăнакан мероприятисенче пулма юрамасть, çĕрле 22-рен пуçласа ирхи 6 сехетчен килтен тухмалла мар.

Район полицийĕн сотрудникĕсем айăпланнисем хăйсене мĕнле тытнине сăнаса тăнине, профилактика ĕçне мĕнле йĕркеленине тĕрĕсленĕ май вĕсем татах преступлени тунă тĕслĕхсене те тупса палăртнă. Сăмахран, А.Шарапов Шупашкарта влаç представителĕ тĕлĕшпе вăйпа усă курнă. Тĕп хулари Ленин районĕн сучĕ ăна икĕ çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Çак тĕслĕхпе ШĔМĕн "Урмарский" пайĕн пуçлăхĕн ячĕпе представлени çырма тиврĕ - айăплисене дисциплина енĕпе явап тыттарнă. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем айăпланнисемпе профилактика ĕçне кирлĕ пек йĕркелеменни те палăрать. Вĕсене ку енĕпе çине тăрарах ĕçлеме хистетпĕр.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.