Çĕнĕ тепĕр ФАП

18 Дек, 2013

Раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Кăшавăш ялĕнче савăнăçлă лару-тăрура фельдшер-акушер çуртне уçрĕç.

- Ăна тума хыснаран 5,6 миллион тенкĕ уйăрчĕç, - терĕ район больницин тĕп врачĕ Михаил Алексеев. - Строительсем еплерех ĕçленине пĕрмай тĕрĕслесе тăтăмăр. Çурт проектне кăштах улшăну кĕртрĕмĕр. ФАПра вăй хуракансемшĕн, пациентсемшĕн çурт меллĕрех пултăр терĕмĕр. Чăн та, ял шайĕнчен пăхсан вăл пысăккăн курăнать. Хальлĕхе кун пекки Кăшавăшра тата Патăрьел районĕнчи пĕр ялта çеç. Вăл Кăрмăш, Кăшавăш, Вăрăмту, Котяк, Сопаккасси ялĕсенчи 1603 пациента йышăнать. Пункт заведующийĕ - Анна Степановна Карамаева акушерка. Вăл сывлăх, сыхлавĕнче 42 çул ĕçлет.

Тултан та, шалтан та хăтлăлатнăскер, ФАП çуталса тăрать. Районти ФАПсен заведующийĕсем пациентсене, уйрăммăн илсен ача амăшĕсемпе ачисене, йывăр тата ача çуратас кăмăллă хĕрарăмсене йышăнмалли, прививка-укол тумалли, суран-юхана сиплемелли, хывăнса тăхăнмалли, апатланмалли, çăвăнса тасалмалли пÿлĕмсене кĕрсе курчĕç. Пуринче те çутă, ăшă. Сивĕ, вĕри шывпа, холодильникпа, телефонпа тивĕçтернĕ, медицина оборудованийĕ, сĕтел-пукан вырнаçтарнă.

Йăмшакланнисене, ал-урана ĕç хатĕрĕпе суранлатнисене васкавлăн пулăшаççĕ. Лидия Трубина медсестра ФАПра кăçал çеç ĕçлеме тытăннă пулин те ял тăрăхĕнчи пациентсемпе хăвăрт пĕр чĕлхе тупнă. Кÿршĕ ялта çуралса ÿснĕскер медицинăра 1986 çултанпа, ĕç опычĕ пысăк. Пунктра пулăшайманнисене çийĕнчех е Кÿкеçе, районăн тĕп больницине, е Шупашкара ăсатаççĕ. Ял тăрăхĕнчи ача-пăча сывлăхне тĕрĕслеме, сусăррисене сиплеме ФАПа Маргарита Мускаринова врач-педиатр килсе çÿрет. Сăмах май, вăл пăхса тăракан ялсенче кăçал пĕлтĕрхинчен 10 ача нумайрах çуралнă. Галина Иванова санитарка хăйĕн тивĕçне тăрăшса пурнăçлать.

- Хăш-пĕр пациент эмел туянма Шупашкара е Кÿкеçе каяймасть. Ăна кунтах сутаççĕ, - терĕ районăн тĕп больницин аслă фельдшерĕ Алевтина Окликова журналистсене кашни пÿлĕме кăтартнă май.

Алевтина Павловна - тĕп врач пулăшуçи. Кăшавăшра ФАП хута ярас тĕлĕшпе нумай вăй хунине ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Мульдияров уява хутшăннисен умĕнче пайăрласах палăртрĕ.

ЧР медицинăри вăтам специалистсен ассоциацийĕн президенчĕ Ванда Викторова, ЧР фельдшерсен канашĕн председателĕ Татьяна Игнатьева Кăшавăшра паянхи пурнăç ыйтнипе килĕшсе тăракан ФАП уçнăшăн савăннине пĕлтерчĕç, пĕчĕк коллектива çынсен сывлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлеме вăй-хал сунчĕç. ФАПпа юнашарах - вăтам пĕлÿ паракан шкул.

- Пуян оборудованиллĕ, ĕçлеме пур услови те çителĕклĕ. Врачсем графикпа килсе çÿрекен пункт ĕçлеме пуçланăранпа ачасен сывлăхне тĕрĕслеме, çирĕплетме çăмăлланчĕ, - терĕ шкул директорĕ Геннадий Васильев. - Икĕ учреждени хушшинчи çыхăну çирĕпленессе шанатăп.

Районăн тĕп больницин тĕп врачĕ Михаил Алексеев хăйĕн умне кашни çул евроюсав ирттерсе хăтлăлатнă е пĕр вĕр çĕнĕ ФАПран сахал мар уçма тĕллев лартнă. Сăмаха çилпе вĕçтермест Михаил Николаевич. Палăртнине пурнăçлама ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви çеç мар, район администрацийĕ те укçа уйăрнине палăртмалла.

 

Юрий МИХАЙЛОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.