Тарса килнисене пулăшмашкăн

2 Авг, 2014

Утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительстви Украинăран тарса килекен çынсене çĕр-шывăн регионĕсене куçарасси пирки постановлени кăларнă. Ку документпа килĕшÿллĕн регионсем валли Украина гражданĕсене йышăнмалли квотăсем çирĕплетнĕ. Ăна тĕпе хурса Чăваш Енĕн тепĕр 390 çынна йышăнмалла /хăй тĕллĕн килекенсене шутламасăр/.

Çак ыйтăва ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви йĕркеленĕ брифингра пăхса тухнă. Чăваш Ене Украинăн 523 гражданинĕ килнĕ /утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне/, çав шутра 137 ача. Вăхăтлăх хÿтлĕхпе тивĕçтерме ыйтса 306 çын заявлени çырнă, вĕсенчен 54-шĕ тивĕçлĕ статус илнĕ. 403 çын тăванĕсем патĕнче пурăнать. Ыттисем - "Контур" тата "Чăваш Ен-курорт" комплекссенче.

Раççей Правительстви Украинăран тарса килекенсем валли вăхăтлăх пунктсем йĕркелемешкĕн регионсене трансфертсем парасси çинчен калакан правилăсене те çирĕплетнĕ. Унпа килĕшÿллĕн регионсене федераци бюджетĕнчен нухрат - пĕр çын пуçне талăкра 800 тенкĕ - куçарса парĕç. Чăваш Ен иртнĕ эрнере РФ Регионсен аталанăвĕн министерствине хăйсем пурăннă вырăна пăрахса хăварнисене вăхăтлăх икĕ пунктра усранипе пулакан тăкаксене саплаштарасси пирки заявка тăратнă. Хальлĕхе асăннă тĕллевпе федераци бюджетĕнчен кĕмĕл куçарман-ха. Украинăран тарса килнисем çÿлерех асăннă квотăпа пирĕн республикăна паян-ыран çитмелле. Чăваш Ен талăкра 45 çын таран йышăнĕ тесе калаçса татăлнă. Украина гражданĕсене чукун çулпа е МЧСăн ятарлă борчĕпе илсе килĕç.

Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче федерацин Чăваш Республикинчи тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров ирттернĕ координаци канашлăвĕнче те Украина территорийĕнчен тарса килнисене пулăшассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. "Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич тĕллев лартнă - округри регионсенче Украинăри кил-çуртне пăрахса хăварнисем валли кирлĕ пĕтĕм условие туса хумалла, çав çынсем хăйсене хăрушсăрлăхра туйччăр тесе тăрăшмалла. Чăваш Енре Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе ĕç ушкăнĕ туса хунă, - тенĕ тĕп инспектор. - Пирĕн пата куçса килекенсен шучĕ улшăнма пултарнине асра тытмалла. Çавна май хамăрăн майсене, çав шутра бюджет тивĕçтерĕвĕпе çыхăннисене те, тепĕр хут тишкермелле, кирлĕ хушма мерăсене палăртмалла."

Чăваш Енри халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби вакансисен банкне хатĕрленĕ, унта 1700 ĕç вырăнĕ. Украинăран тарса килнисене республикăри 68 организаци йышăнма хатĕр. "Пирĕн пĕрлехи тĕллев - куçса килнĕ çынсене обществăна май килнĕ таран хăвăртрах явăçтарасси", - тенĕ Г.Федоров.

И.НИКОЛАЕВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.