Çĕннине - «симĕс çутă»

2 Авг, 2014

Эпир - Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕн Валерий Павловăн ĕç пÿлĕмĕнче. Пирĕн калаçăва çине-çинех телефон шăнкăравĕ татать. Валерий Михайлович черетлĕ хут каçару ыйтса телефон кĕпçине тытать. Ăнланатăп: пурне те кирлĕ çын.

Валерий Михайлович хăйĕн кашни ĕç кунне çирĕп палăртнă планпа пуçлать. Унсăрăн мĕнле-ха? Вăл Чăвашпотребсоюз канашĕн председателĕ, нумай отрасльлĕ хуçалăх ертÿçи кăна мар-çке, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ те - парламентăн темиçе комитечĕн членĕ. Çийĕнчен - РФ Центросоюзĕн канашĕн членĕ. Тиев чăннипех пысăк.

Потребительсен кооперацийĕ тĕрлĕ конкурс-куравра çĕнсе илнĕ йышлă дипломпа награда куç тĕлне пулчĕç - вĕсене сентресем çине тирпейлĕн вырнаçтарнă. «Сирĕншĕн хăшĕсем чи хаклисем?» - ыйтатăп пÿлĕм хуçинчен.

- Пурте хаклă. Вĕсене темиçе пин çынран тăракан коллектив тар тăкса çĕнсе илнĕ вĕт, - хуравлать Валерий Михайлович. - Ĕç-хĕлĕн мĕн пур сферин ĕçченĕсен профессионализмне, вĕсем ĕçе парăннине пула Чăвашпотребсоюз 20 çула яхăн ĕнтĕ Раççей потребкооперацийĕн тытăмĕнче чи лайăххисен шутĕнче.

- Чакмасăр малаллах ăнтăлма йывăр мар-и?

- Ансат тени тĕрĕс пулмĕччĕ. Пысăк мĕн пур кăтарту - районсен потребительсен обществисен тата Чăвашпотребсоюзăн пĕрлехи, çакна пусăм тусах палăртам, командин туслă ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ. Хамăр ума темле пысăк тĕллевсем лартсан та çакна лайăх ăнланатпăр: пĕрле, алла-аллăн ĕçлесен кăна вăйлă пулăпăр, çавăн чухне çеç çĕнтерÿсем пулĕç. Ахальтен мар пирĕн лозунг та çапларах - «Пĕрлĕхре - вăй». Потребительсен кооперацине çĕнетĕвĕн 90-мĕш çулĕсенче шăпах çакă арканасран упраса хăварчĕ.

Чăваш Енĕн паянхи потребительсен кооперацийĕ - мĕн вăл?

Вăл ĕç-хĕлĕн йăлана кĕнĕ енĕсене аталантарать: суту-илÿ, производство, хатĕрлев, общество апатланăвĕ. Аптека ĕç-хĕлне вăй парать, йăлари пулăшу ĕçĕсем кÿрет. Республикăри ялсенче пурăнакансен 60% ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Республикăра туса кăларакан кăлпассин пиллĕкмĕш пайĕ, çăкăрăн кашни пиллĕкмĕш буханки, алкогольсĕр шĕвексен 70%, консервланă продукцин 100% яхăн пайĕ - Чăвашпотребсоюзăн производство предприятийĕсен тÿпи. Потребкоопераци çуллен тĕрлĕ шайри бюджетсене 600 млн тенкĕ ытла хывать, сутнă ял хуçалăх продукцийĕпе чĕр таваршăн халăха 600 млн тенкĕ ытла тÿлет.

Валерий Павлов:

- Ял çыннисен ырлăхĕ, пурнăç хăтлăхĕ, республика экономикин ăнăçлăхĕ пирĕн ĕçрен те килнине питĕ лайăх ăнланатпăр. Эпир отрасльсене пĕлтерĕшлĕреххисем тата ырана хăварма юраканнисем çине пайламастпăр. Резервсем пур, вĕсемпе çине тăрса усă курмалла. Модернизаци, кÿрекен пулăшу ĕçĕсен пахалăхне ÿстернин никĕсĕ çинче ĕç-хĕлĕн мĕн пур енĕ кал-кал аталанать.

Темиçе çул ăнăçлă пурнăçлакан программăсенчен пĕри - суту-илÿпе общество апатланăвĕн предприятийĕсен реконструкцийĕ. Çине-çинех калатăп: лавккасăр пĕр ял та аталанаймĕ. Çавăнпах пысăк мар ялсенче те /вĕсенчен 300-шĕнчи лавккасем тăкаклă/ суту-илÿ вырăнĕсене упраса хăварма, вĕсене реконструкцилеме, сутуçăсем валли хăтлă условисем йĕркелеме тăрăшатпăр. Инçетри ялсенче те чылай лавккара кану пÿлĕмĕ, санузел, вĕри тата сивĕ шыв пур. Интерьер та - çĕнĕ йышши. Пĕр сăмахпа, çынсен ыйтăвĕсене татса парассин культури ÿсет. Ку сутуçăсене кăна мар, тавар туянакансене те пырса тивет. Çакнашкал ÿкерчĕк асра: урамра çумăр çăвать, лавккана тирпейлĕ тумланнă кинемей кĕчĕ. Ĕненместĕр те пуль - калушне хыврĕ те прилавок патне нускипе кăна пычĕ. Кунта питĕ таса та - варалас марччĕ тет.

Реконструкципе модернизаци - кооператорсем суту-илÿ предприятийĕсенче кăна мар, производство предприятийĕсенче те пурнăçлакан планпа пăхнă ĕç. Тĕслĕхрен, Етĕрнери аш-какай комбинатĕнче çурма фабрикатсен çĕнĕ цехне хута янă. Нумаях пулмасть унта «Чувашские» пельмень кăларма пуçларĕç.

Çăкăр пĕçерекен предприятисенче çĕнĕ оборудовани вырнаçтарас ĕçе малалла тăсатпăр.

«Кооператор» ОООн çут çанталăк парнеленĕ ĕçмелли минерал шывĕ тата Етĕрнери аш-какай комбиначĕн «Праздничный» шăрттанĕ хăйсен пысăк пахалăхне, экологи хăрушсăрлăхне тепĕр хут çирĕплетрĕç - республикăра пирвайхисен шутĕнче «Чăваш биопродукчĕ» тавар паллин требованийĕсене тивĕçтернин сертификатне çĕнсе илчĕç.

Валерий Павлов:

- Потребительсен кооперацийĕн лайăх уйрăмлăхĕ - «Уйран пуçласа прилавок таран» ярăм. Урăхла каласан - хатĕрлев, чĕр тавара тирпейлесси, ял хуçалăх продукцине сутасси. Пирĕн тирпейлекен предприятисем улма-çырла консервĕсем, консервланă пахча çимĕç, салатсем, тăварланă çимĕçсем туса кăлараççĕ - хурăн шывĕ таранах.

Пирĕн продукци вырăнти, экологи тĕлĕшĕнчен таса пулнине пĕлнĕ май нумайăшĕ ăна хаваспах туянать. Çапах кунтах, Чăваш Енре туса кăларнă паха тавара, тĕслĕхрен, кăлпассисене, çурма фабрикатсене федерацин суту-илÿ сечĕсем сĕннинчен чылай йÿнĕрехпе туянма май пуррине пĕлменнисем те чылай-ха. Халĕ эпир Чăваш Енĕн потребительсен кооперацийĕн пĕрлехи çĕнĕ брендне тăвас енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Пĕрлехи суту-илÿ марки пире продукцие сутмалли рынока анлăлатма пулăшĕ, ăна палласа илессине ÿстерĕ.

Асăрхарăр пуль, пирĕн лавккасенче «Покупай чувашское» логотиплă хак ярлăкĕ нумай. Унсăр пуçне «Органика» суту-илÿ сетьне тăрăшсах аталантаратпăр, унти сентресем çинче тĕпрен илсен вырăнти, çав шутра хамăрăн производство продукцийĕ. Тавар туянакансен укçи республика тулашне мар, шалу тÿлеме, кунти, хамăрăн республикăри, производствăна аталантарма каять.

Потребительсен кооперацийĕнче юлашки вăхăтра çĕнни тата мĕн пур?

Чи малтанах - çĕнĕ инноваци проекчĕсене ĕçе кĕртни. Етĕрнери аш-какай комбиначĕн франшиза лавккисемпе пайĕсен сечĕ аталанать. Пурнăç кăтартса пачĕ: çакнашкал суту-илÿ объекчĕсем кирлĕ. Шупашкар универбази кооперацин таварпа курттăмăн тивĕçтермелли мелне çине тăрсах аталантарать - апат-çимĕç, йăлара усă курмалли хими тата ытти продукци туса кăларакан пысăк производительсемпе тÿрремĕнех ĕçлет. Инноваци проекчĕсем пурте халех хăйсен тухăçлăхне çирĕплетрĕç.

Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Валерий Павлов хăйĕн 60 çулхи юбилейне паллă тăвать. «Хыпар» хаçат редакцийĕн коллективĕ юбиляра ăшшăн саламлать, çирĕп сывлăх, çăмăл мар ĕçре çитĕнÿсем сунать.

В.НИКОЛАЕВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.