Чăваш Ен пирки манмастăп
РФ Президенчĕ 2014 çулхи нарăсăн 18-мĕшĕнче «Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕсене çирĕплетесси çинчен» Указа алă пуснăччĕ. Çĕр-шыври граждансен пĕрлĕхĕсен тата тĕн организацийĕсен представителĕсенчен тăракан Общество палатинче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра çуралса ÿснĕ Чăваш Республикин, Мускав тата Тĕп регион муфтийĕ, ЧР Общество палатин членĕ Альбир Крганов та пур. Вăл икĕ суйлаври Раççей Общество палатин нацисен хутшăнăвĕсен тата совеç ирĕклĕхĕн комиссийĕн председателĕн çумĕнче ĕçленĕ.
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче муфти ЧР Культура министерствин ĕçченĕсемпе тĕл пулнă, Раççейри тата Чăваш Енри нацисен тата тĕнсен хушшинчи лару-тăрăва малашлăхра мĕнле курни, РФ Общество палатинчи ĕçĕ-хĕлĕ тата тĕллевĕсем пирки каласа кăтартнă.
- Пирĕн çĕр-шывра нацисен тата тĕнсен туслăхне аталантарас, çирĕплетес тĕлĕшпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Раççейре ку енĕпе кăлтăк çук темелле. Патшалăх ку енĕпе пуян опыт пухнине çирĕплетсех калатăп. Нумай нациллĕ Раççей халăхĕ, тĕрлĕ тĕн çынни пĕр территорире туслă пурăнма пултарать. Мăн асаттесем пин-пин çул каялла тĕрлĕ тĕн суйласа илнĕ пулин те пĕтĕмĕшле эпир - Раççей халăхĕ. Çакна пурте ăнланни пĕлтерĕшлĕ.
РФ Президенчĕ Владимир Путин суйлав умĕнхи сăмахĕнче наци ыйтăвне те çĕкленĕччĕ. Вăл хăйĕн шухăш-курăмне тĕрĕс палăртрĕ. Пире, тĕрлĕ тĕн тата наци организацийĕсен представителĕсене, патшалăх ертÿçи этемлĕхĕн кăмăл-сипет пуянлăхне хÿтĕлес çул çине тăни савăнтарать.
XXI ĕмĕрте çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ: ытларах вырăс православийĕн йĕркине тытса пыракан пысăк çĕр-шывра урăх тĕнпе пурăнакан халăхсене хĕсĕрлемеççĕ. Наци автономийĕсене ĕçлеме тивĕçлĕ условисем туса панă.
- Альбир-хазрат, РФ Общество палатинчи ĕç-хĕлпе паллаштарсамăр. Мĕнлерех тĕллевсемпе тăрăшатăр?
- Нацисен шайлашулăхĕ тата конфессисен хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен комисси вырăнсене тухса тĕрлĕ мероприяти ирттерет, социаллă ĕç-хĕл валли нумай вăхăт уйăрать. Эпĕ пуçарнипе вун-вун «çавра сĕтел», конференци, итлев, семинар йĕркеленĕ. Тĕрлĕ вырăна тухса çÿретпĕр. Хальхи вăхăтра палатăра кашни регионăн представителĕ пур. Палата членĕсем Çурçĕр Кавказа, федерацин Атăлçи, Урал округĕсене çитсе унта çивĕч ыйтусене сÿтсе явасшăн.
- Раççейри тата Чăваш Енри конфессисен лару-тăрăвне еплерех куратăр?
- Раççейре халăхсемпе конфессисем пĕр чĕлхе тупнă, тĕн ертÿлĕхĕ шайĕнче çеç мар, халăх шайĕнче те калаçусем пыраççĕ.
Чăваш Енре влаç органĕсемпе, уйрăмах республика Пуçлăхĕпе, министерствăсен ертÿçисемпе лайăх хутшăнусем йĕркеленнĕ. Район пуçлăхĕсем те пире ăнланаççĕ. Эпир сĕнекен социаллă пĕлтерĕшлĕ культура тата çут ĕç проекчĕсене яланах ырласа йышăнаççĕ. Муфти Чăваш Енре çакăн йышши 40 ытла проект пурнăçлать. Ыттисем те пире тĕртсе ямаççĕ. Сăмахран, тутарсен культура центрĕпе пĕрле питĕ нумай мероприяти ирттеретпĕр. Ĕненекен çынсем обществăра ютшăнмасăр пурăнччăр, пĕр тан праваллă граждансем пулнине туйччăр тесе тăрăшатпăр.
Федерацин Общество палатинче мĕн пур конфесси представителĕ пур. Эпĕ - мăсăльман. Çав вăхăтрах тăван регион - Чăваш Ен - пирки те манмастăп.
Комментировать