Велосипедпа ярăнма пĕрле çÿреççĕ
Шупашкарти Турыгинсем 10 çула яхăн пĕрле пурăнаççĕ. Вĕсене юратупа шанчăклăх пĕрлештерсе тăраççĕ. «Çемьере чи кирли — пĕр-пĕрне юратни, шанни, ăнланни. Эпир яланах пĕр-пĕринпе уççăн сăмах ваклатпăр, пăшăрханăва ăшра тытмастпăр. Ачасем те, пире курах пулĕ, нимĕн те пытармаççĕ, хăйсен хуйхи-суйхи пирки каласа параççĕ», — палăртрĕ кил ăшшине упракан Татьяна Владимировна.
Аслисене хисеплени те, пĕр-пĕрне пулăшни те — çемьере тĕпре. «Эпир килти ĕçсене уйăрмастпăр. Упăшка та апат пĕçерме пултарать, кирлех пулсан урай та çăвать. Ывăлсем те пулăшаççĕ. Мĕн хушнине пĕтĕмпех тăваççĕ. Вĕсене мĕн ачаран ĕçе вĕрентсе ӳстеретпĕр. Çулла ачасем ялта аслашшĕ-асламăшĕ патĕнче пурăнаççĕ. Каçхине пурте пĕрле уçăлма тухатпăр. Çулла велосипедпа ярăнма çӳретпĕр, хĕлле коньки çине тăратпăр», — калаçу çăмхине сӳтрĕ Татьяна Владимировна.
Турыгинсен виçĕ ывăл çитĕнет. Асли Дмитрий дзюдо ăсталăхне алла илет, акăлчан чĕлхине тарăннăн вĕренет. Вăтамми Кирилл — ташăçă. Çавăн пекех футболла выляма юратать, 59-мĕш шкулти спорт секцине çӳрет, «Легион» команда чысне хӳтĕлет. «3 çулта чухнех мечĕк тапма юрататчĕ. Ашшĕпе, пиччĕшĕпе пĕрле пĕрмай картишре вылятчĕç, халĕ вĕсенчен те ирттерет. Телекуравпа футбол матчĕсене пăхать. МатчТВ — чи юратнă телеканалĕ. Çавăн пекех вăл хоккейпа, баскетболпа интересленет. Ăна клюшкăпа шайба туянса патăмăр», — пĕлтерчĕ хĕрарăм. Кĕçĕнни çулталăк çурăра кăна-ха.
Татьянăпа Николай пĕр-пĕрне ачаранах пĕлнĕ. Николай Улатăр тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ, Татьяна — Шупашкар хĕрĕ. Унăн кукамăшĕ — Улатăр районĕнчен. Хĕр çуллахи кунсенче яла час-час çӳренĕ. Каччă Шупашкара вĕренме килсен вĕсем çывăхрах паллашнă. Кил хуçи суту-илӳ сферинче тăрă-шать, мăшăрĕ хулари садикре вăй хурать. Нумаях пулмасть çемьене çĕр пайĕ уйăрса панă, ăна та хăтлăх кĕртесшĕн вĕсем. Малалла вулас...
Комментировать