Çĕрпÿ тăрăхĕнче пулă аван кĕрет
Çĕрпÿ районĕнче пурăнакансемшĕн пулă тытасси - вăхăта усăллă ирттерни тата канни кăна мар, хăйне евĕр ăмăрту та, пултарулăхпа ăс-хакăла кăтартма тăрăшни те. Çак кунсенче Метикассинчи культура центрĕнче ав шкул ачисем валли «Маттур пулăçсем» конкурс ирттернĕ. Шăпăрлансем «Пулăçсем» тата «Акулăсем» командăсене пайланса тĕрлĕ номинацире вăй виçнĕ.
Утă уйăхĕн 30-мĕшĕнче вара Тапанар пĕви хĕрринче Çĕрпÿ районĕнчи сусăрсем валли пулă тытас енĕпе спорт ăмăртăвĕ йĕркеленĕ. Унта 30 ытла пулăç хутшăннă. Вĕсенчен чи асли - Анатолий Марков - 72 çулта. Пиллĕкри Костя Ильин вара чи çамрăкки пулнă. Хăйне евĕр çак ăмăртăва Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - вĕрентÿ тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Алла Волчкова, «Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществи» общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн председателĕ Маргарита Кузьминых, районти инвалидсен обществин председателĕ Мария Михайлова хастар хутшăннă. Асăннă мероприятие йĕркелесе ирттерме «Народный кредит» кооператив ертÿçи Ольга Кукарцева, Михайловсен çемйи, Надежда Афанасьевăпа Юрий Федоров усламçăсем, «Очаг надежды» клуб ертÿçи Татьяна Аванская пулăшнă. Чи маттур та пултаруллă пулăçсене парнесемпе хавхалантарнă. Пулă аван кĕни пурин кăмăлне те çĕкленĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле пулă шÿрпи çинĕ.
А.ГРОМОВА
Комментировать