Шупашкара хĕрлĕ косынкăллисене курма килнĕ те...

7 Июл, 2020

Самар облаçĕнчи Клевлĕ районĕнчи Кивьял пики Елизавета Календарева Чăваш Ене килсе курма мĕн пĕчĕкрен ĕмĕтленнĕ. Ашшĕпе пĕртăванĕн хĕрĕ тата Элĕк районĕнче çуралса ӳснĕ, направленипе Самар облаçне чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пынă Валентина Илларионова Шупашкар çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартнине кăсăкланса итленĕ.

Вăхăтлăх — çур ĕмĕр

Ялти çичĕ класлă тата кӳршĕри Хурашыв ялĕнчи вăтам шкулсенчен вĕренсе тухсан тӳрех инçе çула тухма май килмен-ха Лизăн, малтан вырăнти хуçалăхра ĕçленĕ, унтан — клуб заведующийĕнче. 1965 çулта вара ачалăхри ĕмĕтне пурнăçа кĕртме май килнĕ. Валентина Илларионова каланине — пир-авăр комбинатĕнче лайăх ĕçлекенсене хĕрлĕ косынка параççĕ, вĕсем ăна хыçалалла çыхса çӳреççĕ — тенине хăй курса ĕненесшĕн пулнă. Çавăнпа Шупашкара килсенех пир-авăр комбинатне ĕçе вырнаçнă. Унта пĕр тапхăр вăй хунă хыççăн шăпа Чăваш патшалăх академи драма театрне илсе çитернĕ. Тĕрĕссипе, çапла пулса тухнă: кил хуçи хĕрарăмĕн кӳрши театрта тирпейлӳçĕре ĕçленĕ. Пушă вăхăтра тата субботниксенче ăна пулăшмалла Лиза та театра çӳренĕ. Шăпах çав вăхăт Чăваш тата Музыка театрĕсем пайланнă саманта лекнĕ, ĕçлеме çынсем кирлĕ пулнă. «Вăхăтлăха кил, килĕшмесен каятăн», — тенĕ Лиза Календаревăна артистсем валли тум çĕлекен тата костюмер цехĕнчи хĕрсем. Вăхăтлăха тенĕ те — театрта çур ĕмĕр ытла тытăнса тăма тивнĕ ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн тата ЧР халăх маçтăрĕн.

Шăрша пĕлни пулăшнă

Мĕнле цех-ха вăл, мĕн тăваççĕ унта? Акă артистсем сцена çине тухса тăнă: капăр тумпа, çыпăçуллă гримпа. Вĕсене кам тумлантарать, хитрелентерет-ха? Сцена хыçĕнче ĕçлекенсем. Çав шутра — костюмерсем те. Вĕсем спектакльсем валли тумсем хатĕрлеççĕ. Театрта иртекен спектакльте тăхăнакан кĕпе-костюма гримеркăсем тăрăх валеçсе çӳреççĕ. Спектакль вăхăтĕнче артиста ăна улăштарма пулăшаççĕ. Елизавета Макаровна шăпах çав цех ертӳçинче вăй хурать.
Эпĕ шăрша питĕ лайăх туяттăм, малтанхи вăхăтра артистсене хăйсене палламан пулсан та тумсене вĕсен шăрши тăрăх парса çӳреттĕм, — аса илет Елизавета Календарева. — Ун чухне цеха Александра Виноградова ертсе пыратчĕ. Пĕрле ĕçлекенсем пулăшса пычĕç, çĕнĕ, хăйне евĕрлĕ ĕçе çапла хăнăхса пытăм. Александра Александровна 1977 çулта тивĕçлĕ канăва кайсан ун вырăнне мана лартрĕç.

Елизавета Макаровнăн театрта такама та — СССР халăх артисчĕсене Борис Алексеева, Алексей Ургалкина, Вера Кузьминана, тĕрĕссипе, пурне те — тумпа тивĕçтерме тивнĕ. Петр Ивановпа Иван Бочаров ăна «Лизетта» тесе чĕннĕ. «Хаярлăхпа юрату» спектакльти манерлĕ ĕнтĕ. Нестор Виноградов, Виктор Родионов, Александра Лукьянова актерсем ăна уйрăмах хисепленĕ: кирек кампа та наччасрах пĕр чĕлхе тупма пултарнишĕн, ырă кăмăлĕшĕн, хитре юрланишĕн. Вĕсенчен хăйсенчен вĕренмелли те, тĕслĕх илмелли те пайтах пулнă. «Ĕлĕкрех ĕçленĕ артистсем çынна хисеплеме пĕлетчĕç, вĕсен çынлăхĕ пысăкчĕ, — тет вăл. — Алексей Ургалкин, эпĕ ывăлăма Алеша ят парсан, çапла каланăччĕ: «Лиза, сана спаççипах ывăлна ман ята панăшăн», — тенĕччĕ. Кашни кун ывăлăн сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлетчĕ. Нестор Виноградов вара пӳлĕме кĕретчĕ те: «Лиза, сан валли паян çĕнĕ ташă вĕрентĕм. Акă кур», — тетчĕ те ташша яратчĕ. Тĕлĕнмелле çынсемччĕ. Лайăх вăхăт пулнă.

Пĕчĕк ача пекех

Мĕнле яваплăх пулнă-ха костюмерăн? Вĕсем çĕнĕ ĕç лартма пуçличчен пьесăна, артистсемпе танах, вуланă. Мĕншĕн-и? Спектакльте мĕн кирлине пĕлме, кашни персонажа мĕнпе пулăшмаллине палăртма. Паллах, художниксемпе пĕрле ĕçленĕ. Сăмахран, Николай Максимов, Владимир Мазанов ӳнерçĕсем кашни артиста мĕн тăхăнтартмаллине çырса, ăнлантарса кăтартнă. Вĕсем тăрăх костюмерсем саппас гардеробра мĕн кирлине шыраса тупнă. Ыттине — çĕленĕ е лавккара туяннă. Елизавета Макаровна цехри çĕвĕçсен ячĕпе ырă сăмах шеллемест, «чăн-чăн маçтăрсем» тет вĕсем пирки.

Хăшне-пĕрне эсир сĕнекен тум килĕшмесен те пултарать, ун пек чухне артист кутăнлашмасть-и?
— Темĕн чухлех пулнă. Пурте хитре пуласшăн, лайăх тум тăхăнасшăн. «Сана çакă питĕ каймалла ку сăнарпа»
, — тесе тархаслама та тиветчĕ. Владимир Мазанов художник сăмахĕнчен иртейместчĕç, мĕн сĕннипе тӳрех килĕшетчĕç. Хăш-пĕр артистка кутăнлашса: «Çакăнта тытать мана, кунта меллĕ мар», — тесе мăкăртаткалатчĕ. Пĕрре майласа паратăн-ха, каллех килĕштерместчĕç. Вара алă сулаттăмăр, никам килĕштермен кĕпе гардеробра пĕр эрне çакăнса тăратчĕ. Унтан каллех тăхăнса пăхма сĕнеттĕмĕр: «Халь лайăх, тахçанах çапла тумалла пулнă», — тетчĕç. Кĕпине çав вăхăтра пӳрнепе те тĕкенсе пăхман-ха. Артистсем вĕт ача пек, пепке пек кутăнлашаççĕ те наччасрах лăпланаççĕ.
— Кашни спектакле пăхма тӳр килет-и?
— Пăхнă паллах, сцена çине кăларма хатĕрленĕ. Тепĕр чухне пысăк ĕçсене кăларнă хыççăн «вăй мĕнле çитернĕ-ха» тесе хаш! сывласа яратăп.
— Мана ку енĕпе театрти юлашки ĕçсенчен «Вĕри юнлă çемçе чун» питĕ килĕшет. Унта тем тĕрлĕ тум пур.
— Художникĕ Валерий Яковлев пулчĕ. «Ĕлĕкхи пек пир кĕпе тупмалла санăн», — терĕ. Халĕ ун пек материал сутмаççĕ. Ăçтан туянмалла? Пĕр лавккара матрас çĕлемеллине суйласа илтĕмĕр. Виçĕ аркăллă кĕпесем хатĕрлерĕмĕр. Питĕ лайăх пулса тухрĕç пек туйăнать.
— Малтанхи спектакльсенче усă курнисем те упранса юлнă пулĕ?
— «Вĕри юнлă çемçе чун» ĕçре те усă курнă вĕсемпе — тăваткаллă кĕпесемпе.
Вĕсене Станислав Кошкин «Тутимĕр» спектакль валли хатĕрленĕ.
Малалла вулас... 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.