Спецназ — служба кăна мар, пурнăç философийĕ
Кăкăр тулли наградисене мĕншĕн пани пирки Павел Никольский сăмах вакламасть. Сăпайлăхĕ çапла тума хистет-ши? Тен, ытлашши калаçма та юрамасть пуль. Павел Владимирович ахаль-махаль подразделенире мар, спецназра служба тивĕçĕсене пурнăçланă вĕт — çав наградăсенчен кашнин хыçĕнче пĕр-пĕр операци пуль, çар вăрттăнлăхĕ тенине вара никам та пăрахăçламан…
Чăн та, пирвайхи наградăна илнинче журналистсен тӳпи пуррине пĕлтерсе тĕлĕнтерчĕ. Ун чухне патшалăх наградисене илесси питĕ вăрах пулнă — вăр-вар тыттарман. Сăртçи Карабаха командировкăна кайнă. Пĕр ялта центрти телеканалăн «Время» кăларăмĕн журналисчĕсем йывăрлăха лекнĕ, Никольскипе унăн юлташĕсем операторпа корреспондента ирĕке кăларнă — хăрушă вырăнтан тухма пулăшнă. Вĕсемпе паллашнă, калаçнă май хайхи наградăсем пирки те сăмах тапратнă: вĕсене илмешкĕн çулталăк çурă каяллах тăратнă — халь те çук… Çавăн хыççăн нумай та вăхăт иртмен — медальсем килнĕ, наградăсем хăйсен паттăрĕсене тупнă. Çапла вара пирвайхи «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальшĕн Павел Владимирович никама та мар, массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене тав тăвать. Ун хыççăнхи наградăсем вара — Çурçĕр Кавказри командировкăсемшĕн. Карабах лăпланнă хыççăн унта лару-тăру çивĕчленнĕ, террористсене хирĕç операцисене хутшăнма тивнĕ. Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕн ятарлă тĕллевлĕ отрячĕн историйĕнче унăн сотрудникĕсем Çурçĕр Кавказра служба командировкисенче пайтах пулнă. Террористсене хирĕç операцисен вăхăтĕнче ятарлă заданисене ăнăçлă пурнăçланăшăн вĕсенчен нумайăшне патшалăх тата ведомство наградисемпе чысланă.
Ятарлă тĕллевлĕ «Страж» отряда 1991 çулхи утă уйăхĕнче Шупашкарти 1-мĕш следстви изоляторĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ. Малтанах йышра 8 çын пулнă, шăпах вĕсем каярахпа подразделени шăнăрĕ пулса тăнă. Çав вăхăтра отрядăн хăйĕн йăлисем йĕркеленнĕ, çирĕп кăмăл, боецсен характерĕ туптаннă. Отряд çуралнăранпах ун йышне боецсене хăйсен ирĕкĕпе илнĕ, паллах, кандидатсем сывлăхлă пулнине, психологи çирĕплĕхне тĕпе хунă. 1995 çулта УИСăн ятарлă тĕллевлĕ отрядне «Страж» ят панă.
Подразделени ветеранĕ Павел Никольский 1993 çулта çак отряд командирĕ пулса тăнă. Шăпах вăл çак должноçа килсен подразделени аталанăвĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланнă. Уралану тапхăрĕ — чăннипех кăткăс. Йĕркелӳ ыйтăвĕсем — мăй таран, кашнинех пĕр тăхтамасăр татса памалла. «Мĕншĕн тесен сан хыçунта — çынсем, вĕсем сана шанаççĕ. Хăвăн çулупа утма çăмăл — енчен те кам та пулин унта маларах çул-йĕр паллисене лартса тухнă тăк…» — çапла каласа Павел Никольский хăйĕн пĕрремĕш командирне Николай Клязьмина тав туса ăшшăн аса илет.
Павел Владимировичăн хăйĕн те службăпа çыхăннă заданисене чрезвычайлă лару-тăрура пĕрре кăна мар пурнăçлама тивнĕ — Чечня Республикинче темиçе хут та пулнă. Обществăри йĕркелĕхе сыхланă чухнехи хăюлăхпа харсăрлăхшăн çӳлерех асăннисĕр пуçне вăл II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне, Суворов медальне, Чăваш Республикин Хисеп грамотине тивĕçнĕ, çавăн пекех ăна ятран паракан хĕç-пăшалпа хавхалантарнă — Макаров пистолечĕпе наградăланă. Тепĕр тесен — юрăри пек: эпир службăна чапшăн, пысăк эполетсемшĕн çунса килмен…
Ятарлă тĕллевлĕ отряд сотрудникĕ пулма çăмăл мар. Спецназ — яланхи хатĕрлĕх, çĕнĕ горизонтсене, хăнăхусене парăнтарма ăнтăлни.
- Спецназ — подразделени ячĕ кăна мар, пурнăç философийĕ, - тет Павел Владимирович. - Кунта сотрудник службăра пулни кăна çителĕксĕр, унăн отряд пурнăçĕпе пурăнмалла. Çав философи пĕлтерĕшĕ мĕнле-ха? Вăл — спецназовец урăх никам та пурнăçламан тĕллевсене пурнăçланинче. Çак отряд сотрудникĕсем служба çине те урăхларах, ыттисем пек мар, пăхаççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ награда илнĕ чухне те «Служу России» тени çумне «…и спецназу!» тесе хушса калаççĕ. Кирек мĕнле хăнăхтарăва пурнăçланă чухне те вĕсем ытти подразделениннинчен чылай кăткăсрах программăна пурнăçлаççĕ. Хĕç-пăшалтан перессинех илер — никам туманнине тăваççĕ. Пур енĕпе те çапла! Спецназ унсăрăн спецназ пулаймĕ.
Хатĕрлĕхе çӳллĕ шайра тытма спорт пулăшать. Спецназ отрячĕн сотрудникĕсен хушшинче спорт мастерĕсем йышлă. Пайăн пĕрлехи командин членĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусене час-часах хутшăнаççĕ, çĕнтерӳсемпе савăнтараççĕ. Вăйлă та чăтăмлă пулнисĕр пуçне ятарлă тĕллевлĕ отряд сотрудникĕн çивĕч лару-тăрура пĕртен-пĕр тĕрĕс йышăну тума пĕлмелле. Кулленхи занятисем, йывăр тренировкăсем, хăйсем тĕллĕн хатĕрленни — çапла тар тăкса кăна…
Ахальтен мар ĕнтĕ сотрудниксем Краснодар крайĕнчи Хĕрлĕ Уçланкă поселокĕнчи альпинизм хатĕрленĕвĕн курсĕсенче çине-çинех пулаççĕ. Çав тренировкăсенчи вĕренӳ, унта туптакан хăнăху боецсене кирек хăш вырăнта тата кирек хăш вăхăтра заданисем пурнăçлама хатĕр пулмашкăн май парать. Отряда килекен çамрăксем пирвайхи кунранах «вĕренӳре йывăр — çапăçура çăмăл» правилăна тĕпе хураççĕ, профессионализмăн пысăк шайне çапла майпа кăна тивĕçтерме пулать.
Халь «Страж» спецназ отрядне Анатолий Скворцов ертсе пырать. Малалла вулас...
Комментировать