Чиркÿре кинотеатр уçнă
«Çынсене хăвна юратнă пек юрат. Чухăнсемпе мĕскĕнсене пулăшни сăваплă», — тенĕ Библире. «Чăваш Енри православи ыркăмăллăхçисем» общество организацийĕн хастарĕсемшĕн те çак халал пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. Унăн ертÿçи Илья Тумаков каланă тăрăх, Святой Татьяна ячĕпе лартнă чиркÿ çумĕнче 2009 çулта çамрăксен «Омофор» клубĕ чăмăртаннă. Ăна Шупашкар тата Чăваш Ен епархийĕн митрополичĕ пулнă Варнава пилленипе, чиркÿ настоятелĕ Николай Иванов пулăшнипе йĕркеленĕ.
Тĕрĕслемесĕр йыша илмеççĕ
— Тĕне ĕненекен çамрăксене хамăр тавра пухрăмăр. Шупашкарти çурçĕр-хĕвел анăç районĕнче çамрăк нумай, вĕренÿ заведенийĕ йышлă. 16-30 çулсенчи яшсемпе хĕрсене малтан тĕлпулусене йыхравларăмăр, унта пачăшкăсем те хутшăнчĕç. Каярахпа проектсем хатĕрлеме тытăнтăмăр. 2015 çулта общество организацийĕ йĕркелерĕмĕр. Ку ĕç Чăваш Ене Мускав тата Пĕтĕм Руç патриархĕ Кирилл килсе кайнă хыççăн пулчĕ. Çак пулăмпа çыхăннă мероприятисене ирттерме 100 яхăн хастар хутшăннăччĕ. Радонежри Сергий ячĕпе хăпартакан чиркĕвĕн никĕсне хунăччĕ ун чухне. Пирĕн организаци православи çамрăкĕсене пĕрлештерекен, вĕсен проекчĕсене пурнăçа кĕртекен лапам пулса тăчĕ. Унăн тĕллевĕ — православин ырă йăлисем пулăшнипе паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа тĕрлĕ енлĕн аталантарасси, обществăна усă кÿрекен çын çитĕнтересси, хамăр çĕршыв историне, тĕне, тавралăха хаклама вĕрентесси, — терĕ Илья Николаевич.
Православи ыркăмăллăхçисем пуçарнипе çамрăксен форумĕсене ирттересси йăлана кĕнĕ. Унта ăсталăх сехечĕсемпе лекцисем, вăйăсем, квестсем йĕркелеççĕ. «Священниксемпе тĕл пуласси ырă йăла пулса тăчĕ, — калаçăва тăсрĕ Илья Тумаков. — Унта хамăр чуна пăшăрхантаракан ыйтусен хуравне тупатпăр. Чăваш Ен епархине туса хунăранпа тепĕр çул 75 çул çитет. Çав уява та хатĕрленетпĕр, программа пуян пулĕ. Епархие 44 çул ертсе пынă Варнава владыкăна та аса илĕпĕр. Çак пулăма халалласа пысăк конференци ирттерме палăртнă. Яланхи пекех паломниксен çул çÿревĕсене йĕркелĕпĕр. Чăваш Енри тата ун тулашĕнчи сăваплă вырăнсене /Муром, Йошкар-Ола, Мускав…/ çитсе килтĕмĕр. Кайса курмалли тата пур-ха», — терĕ ертÿçĕ.
2017 çулта общество организацийĕ социаллă проектсен «Православи пуçарăвĕ» конкурсĕнче грант çĕнсе илнĕ. Унта «Прихутри кинотеатр» проект çĕнтернĕ. Çав грантпа Святой Татьяна ячĕпе лартнă чиркÿре кинотеатр уçнă. Унта историпе, тĕнпе çыхăннă фильмсем кăтартаççĕ. Кинотеатра социаллă реабилитаци центрĕнчи ачасем, ватă çынсемпе сусăрсем çÿреççĕ. Куракансен йышĕнче çамрăк та нумай паллах. Кинотеатрта концертсем те иртеççĕ. Хастарсем уявсенче те унта пухăнаççĕ. Калăпăр, Юратупа шанчăклăх, Амăшĕн, Ватăсен кунĕсене халалланă мероприятисем иртеççĕ. Малалла вулас...
Комментировать