ТИПĔ ÇАНТАЛĂКРА ПУХМАЛЛА

31 Июл, 2014

Шур тăрăллă хыт курăк /тысячелистник/ - тĕлĕнмелле ÿсен-тăран, вăл питĕ нумай чиртен сипленме пулăшать. Унпа ача кĕтекен хĕрарăмсен тата юн кĕвелеслĕх пысăк çынсен кăна усă курмалла мар.

Хатĕрлев

Курăка типĕ çанталăкра кăнтăрлаччен пухмалла, чечеке ларнă тăррине 15 сантиметр тăршшĕ касса илмелле. Хĕвел лекмен вырăнта, анчах лайăх уçăлтарма май пур лупас айĕнче е хуралтăра çÿхен сарса типĕтмелле. Тĕттĕм типĕ вырăнта упрамалла.

Стенокарди

2 апат кашăкĕ курăка 1 стакан шурă эрехе ямалла, сивĕрех тĕттĕм вырăнта 1 эрне лартмалла. Сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 20-шер тумлам ĕçмелле. Сиплев курсĕ - 10 кун. 5 кун тăхтанă хыççăн каллех 10 кун ĕçмелле.

Пÿрлĕ суран

Шур тăрăллă хыт курăкран çу хатĕрлемелле. Чĕрĕ курăкран сĕткен юхтармалла та тÿрех йĕтĕн çăвĕпе /1:5 шайлашупа/ хутăштармалла. Çупа шыçнă, пÿрлĕ суран çине компресс хумалла.

Геморрой

Чĕрĕ е типĕ курăка вĕри шывпа пăшăхласа илмелле те алăпа лÿчĕркесе çемçетмелле. Унтан геморрой мăкăлĕсем çине 10-15 минута хумалла. Процедурăна кашни каç çывăрма выртас умĕн сываличченех тумалла.

 

 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.