ПИРĔН ИККĔМĔШ ÇĂКĂР

31 Июл, 2014

Çĕр улми сывлăха усă кăна кÿтĕр тесен ăна тĕрĕс хатĕрлеме пĕлмелле. Çак йĕркесене пăхăнни вырăнлă.

  • Крахмал нумаййине кура çĕр улми вар-хырăм чирĕсемпе аптракан çынсемшĕн уйрăмах паха. Вăл чирлĕ органăн стенкисене лăплантарать, хăвăртрах çĕнелме пулăшать. Хырăмлăхшăн çĕр улми пĕçернĕ шыв та усăллă. Хырăмлăхпа вун ик пумăклă пыршă язви аптратсан хуппинчен тасатнă çимĕçе тăвар хушмасăр пĕçермелле те шывне эмальленĕ е кĕленче савăта ямалла. Ăна кунне 3 хут апатчен çуршар стакан ĕçмелле.
  • Çĕр улми - чĕре чирлĕ, ÿт тăртаннă чухне питĕ кирлĕ кали çăл куçĕ. Гипертони, чĕре çитменлĕхĕ тертлентерсен кашни кун кăмакана е духовкăна хуппипех пăрахса пĕçернĕ 2-3 çĕр улмине тăварсăр çимелле. Ку чĕрене калипе тивĕçтерме, организмран ытлашши шĕвеке кăларма пулăшать.
  • Çак çимĕç С витаминпа та пуян. Вăл упранса юлтăр тесен çĕр улмине вĕрекен шыва ярса пĕçермелле. Сивĕ шыва тÿрех ярса пĕçерсен С витаминăн 50 проценчĕ çухалать, вĕрекен шыва чăмтарсан - 20 проценчĕ. Тата шывне те нумай ямалла мар. Çĕр улмине пÿлĕм температуриччен сивĕнме памасăр çисен усăллăрах.
  • Çемçе, пĕркеленнĕ, шурăрах сийпе витĕннĕ, хăмăр пăнчăсемлĕ, симĕсленнĕ, вăрăм çеçкеллĕ çĕр улмине çимелле мар - унра пĕвершĕн питĕ сиенлĕ соланин пухăннă.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.