«Ялтах ĕçлеме килĕшет»

17 Июн, 2020

Етĕрне районĕнчи Янăмри Дмитрий Григорьев фермер хуçалăхĕнче хĕрсех утçи пырать. Ĕçченсем ешĕл курăка çулса силос хываççĕ.

Сĕтеклĕ апат сăвăма ÿстерет

— Çанталăк çумăрлă тăнăран утă вырăнне силос хатĕрлетпĕр. Иртнĕ çулсенче ăна тăвар хушса хывнă. «Выльский» хуçалăх ертÿçи Владимир Бобровпа канашланă хыççăн ятарлă концентратпа усă курма тытăнтăмăр. Кун пек тусан выльăхсен сăвăмĕ ÿсет, силос та лайăх упранать-мĕн. Малашне вĕтетнĕ ешĕл массăна пленкăпа чĕркесе упрасси çине те куçасшăн, — ăнлантарчĕ Дмитрий Григорьев. — Козлятник 7 гектар акнă. Вăл пĕтсен клеверпа люцерна çуласшăн. Çанталăк уяртсан утă хатĕрлĕпĕр.

Нÿрĕк çителĕклĕрен курăк çăра та çÿллĕ çитĕннĕ. Чечеке ларнăскере васкавлă çулма тивет. Лаптăк йĕпе пулнăран техника кĕреймен-мĕн. Фермерăн усă куракан çĕр 200 гектар ытла. Çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 150 гектар йышăннă. Ытти — нумай çул ÿсекен курăксем.
— Козлятника çу каçа виçĕ хутчен çуласшăн. Унран выльăх апачĕ те нумай тухать. Силос 200 тонна хывасшăн. Вăл хĕл каçма çителĕклех. Унсăр пуçне тырă, утă та пулĕ. Пирĕн мăйракаллă шултра выльăх 100-е яхăн, çав шутра сăвăнаканнисем — 40. Ĕнесем пăруланă май кĕтÿ татах пысăкланмалла. Сыснасемпе сурăхсем те ĕрчететпĕр, — паллаштарчĕ ĕçĕ-хĕлĕпе Дмитрий Витальевич.
Çу кунĕсем çитнĕ май ĕнесене улăха кăларнă. Юнашарах пысăк кÿлĕ сарăлса выртнине пăхмасăр вĕсене шыв турттарса шăвармалла тăвасшăн. Унсăрăн шăрăхра ĕнесем сивĕ шыва кĕрсе тăнăран маститпа чирлеççĕ-мĕн.
Хуçалăхра техника çителĕклех: икĕ трактор, тырă вырмалли тата выльăх апачĕ хатĕрлемелли комбайнсем...
Фермер хуçалăхĕнче Григорьевсем çемйипех ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне 5 çынна ĕçе йышăннă. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Лариса НИКИТИНА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.