Тарлаттарать пулсан та – маска тăхăнмаллах

16 Июн, 2020

2019 çулта Китайра пуçланнă коронавирус алхасма пăрахмасть. Тĕнчере те, Раççейре те, Чăваш Енре те чирлекенсен йышĕ çав-çавах пысăк.
Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Раççейре усал çак чир пĕтĕмпе 528964 çынна ернĕ. Вĕсенчен 280050- шĕ – сывалнă. 6948 çын пурнăçран уйрăлнă. Сăмах май, тĕнчере çĕнĕ вирус ернисен шучĕ 7 миллион та 890 пин çынран иртнĕ. Ĕнерхи кун тĕлне тĕнчере çак амака пула 433019 пациентăн пурнăçĕ татăлнă.

Чăваш Енре ĕнерхи кун тĕлне 4112 çын коронавируспа чирленĕ. 2097 çын ку амакран сывалнă. 18 çын пурнăçран уйрăлнă. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, медицина сăнавĕнче — 1215 çын. Пандеми пуçланнăранпа çĕнĕ инфекци пуррине тĕрĕслеме 80264 тест тунă. ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, коронавируспа чирлисене сиплеме Чăваш Енре 1613 койка хатĕрленĕ. Вĕсенчен 103-шĕ – ирĕклĕ. ИВЛ аппарат çинче — 33 çын.
Хальхи вăхăтра массăллă мероприятисем ирттерме чараççĕ пулин те Мускавпа Санкт-Петербург хулисенче парад пулать. Çав вăхăтрах тĕп хулан мэрĕ Сергей Собянин хула çыннисене урама питех тухма сĕнмен, уяв мероприятийĕсене телевизорпа пăхма чĕнсе каланă. «Халăх кĕпĕр-кĕпĕр пухăнни кирлех мар, куракансем пулмалла мар. Ку – сирĕншĕн те, сирĕн çывăх çыннăрсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать. Кашнийĕн харпăр хăйне алăра тытмалла», – тенĕ вăл.
Коронавирус тăрук вăйлă сарăлассинчен сыхланас тесе Челябинскпа Якутскра çĕртмен 24-мĕшĕнче Çĕнтерÿ парадне ирттерес мар тенĕ. Ун вырăнне онлайн-акцисем пулаççĕ. Халăха тÿрĕ эфирта вăрçă вăхăтĕнчи техникăна кăтартĕç. Иртнĕ эрнере республикăра оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче, çĕртмен 24-мĕшĕнче, мероприятисене епле ирттересси çинчен каланă. Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертÿçи Надежда Луговская массăллă мероприятисен йышне чакарма, вĕсенчен нумайăшне онлайн режимпа ирттерме сĕннĕ. «Официаллă мероприятисен, паллах, пулмалла. Анчах граждансем йышлăн ан пухăнччăр. Должноçри çынсем кăна пулччăр», — шухăшне пĕлтернĕ республикăри тĕп санитари врачĕ. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствине тата Роспотребнадзора лабораторисен ĕçĕнче йĕрке тума ыйтнă. «Социаллă сетьсенче куратăп: анализсен результачĕсем 7 кунран тин килеççĕ. Çакна ĕçтешĕм Сергей Лекарев та çирĕплетрĕ. Вăл та чирлесе ирттернĕ. 6 кун ытла кĕтнĕ результата», — тенĕ регион Пуçлăхĕ.
Çанталăк палăрмаллах ăшăтрĕ, хăш-пĕр кунсенче 25 градус та тăрать. «Сывлама кансĕр, тарлаттарать», — тесе халăх, уйрăмах çамрăксем, урамра та, транспортра та маскăсемсĕр çÿреççĕ. Çамрăксем коронавируса пула килте ларса йăлăхнă. Халĕ вĕсене чарма çук. Атăл хĕрри, Арбат илĕртет вĕсене. Пĕрле пухăнса уçăлса çÿреççĕ, хăйсене çăмăлттайла тытаççĕ, çут çанталăка, дачăсене шашлăк пĕçерме каяççĕ. Çамрăксене ĕнентерме, итлеттерме, шел те, йывăр. «Маска вируссемпе бактерисене пухать. Çулла ку пушшех чирлеттерет», — теççĕ. Хăшĕсем коронавирус чирĕ пуррине халĕ те ĕненесшĕн мар. Иртнĕ эрнере хĕрĕмĕн юлташĕсене чир пусса антарчĕ. Вĕсенчен килтисене ерчĕ ку амак… Ку эрнере паллакансем, пĕлĕшсем те температурăпа выртни çинчен унтан та кунтан хыпарлаççĕ. Çулла пуçланнăранпа халăх пĕр-пĕринпе ытларах хутшăнма пуçларĕ, чирлеме тытăнчĕ. Кунта Çимĕк витĕмĕ те пурах… Чăваш Енре халĕ, чăнах та, эпидеми анлă сарăлнă тапхăр пуçланчĕ.
Ăнланмалла: урамра çулла, çут çанталăкăн чи хитре вăхăчĕ. Уçăлса çÿрес, юлташсемпе пĕрле пулас, тăвансемпе пуçтарăнса юбилейсемпе уявсене пĕрле ирттерес килет. Анчах чир ерес хăрушлăх пурри çинчен манмалла мар. Хамăра çирĕп тытмалла, чарусен тапхăрĕ тата та вăраха тăсăлма пултарать. Маскăпа çÿремелли йĕркене никам та пăрахăçламан. Температурăпа эрнене яхăн выртакансем чир йывăр пулнине палăртаççĕ. Çавăнпа та хамăра упрама тăрăшмалла. Çÿлерех асăннисем хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ тума пулать. Чи малтан, халăх йышлă пулакан вырăнсене çÿремелле мар. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.