Чул сапалаççĕ, асфальт сараççĕ

26 Июл, 2014

Утă уйăхĕн пуçламăшĕнче «Чăвашавтодор» обществăн Çĕмĕрлери территори производство управленийĕ Сăр юппи - Улатăр юхан шывĕ - урлă иртекен сыпăкне юсаса пĕтерчĕ.

Вăл кĕпертен пуçласа Чĕмпĕр облаçĕ еннелле 3 çухрăма тăсăлать. Ĕçе пурнăçлама ЧР хыснинчен 21 млн тенкĕ уйăрнă. Муркаш районĕнчи Москакасси ялĕнчи Кÿлĕ урамĕнчи çула /338 м/ хытарма бюджетран 1188 пин тенкĕ куçарчĕç. Оринин ял тăрăхĕнчи Чамăш ялĕнчи Иккĕмĕш урама /260 м/, Вăрманкасси ялĕнчи Çурçĕр урамне хăйăр, вĕт чул сарса такăрлатрĕç. Ĕç пахалăхне ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов тĕрĕслерĕ, строительсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине палăртрĕ. Чамăшсем нимелле тăрăшса укăлча хапхине вырăнне лартнă ĕнтĕ. Ку çулсене тума 1278 пин тенкĕ тăкакларĕç.

Муркаш енри пурăнмалли çуртăн 7 картишне асфальт сарса тикĕсленĕ. Çурлатăрри ялĕнче пĕлтĕр çул /1026 м/ хывма пуçларĕç, 4 млн тенкĕ пĕтерчĕç. Кăçал ĕçе 11208 пин тенкĕ явăçтарасшăн. Икĕ эрнерен асфальт хурса пĕтересшĕн. Муркаш-Турай-«Сăр» автоçул /24 км/ çинче юсав пырать. Унпа республика шайĕнчи Автанкасси-Муркаш-Чикме тата «Сăр» автоçулсене тухаççĕ.

2008 çулта Турай ялĕ çумĕнчен иртекенскерĕн кĕскерех сыпăкне /4,5 км/ çĕнетнĕ, вăрăмраххине /13,3 км/ хăйăр, вĕт чул, асфальт сарма кăçал 42 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Объектра экскаватор - 2, асфальт тикĕслевçи - 3, груз турттаракан автомашина - 13. Çак тунти кунтан асфальт саркăч ĕçлеме тытăнчĕ.

2011 çулта Вăрмар районĕнчи Çÿлти Кинчер-Вăтакас çула тума /1072 м/ пуçларĕç, çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçлерĕç. Шăмăршă районĕнчи Шăмăршă-Суйкăн-Алтышево-Энĕш автоçулăн Шăмăршă ялĕнчен пуçласа Улатăр чикки еннелле тăсăлакан сыпăкне /466 м/ çĕнетрĕç. Хĕл каçиччен Улатăр, Йĕпреç, Канаш, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав, Шупашкар, Шăмăршă районĕсенчи, ытти çĕрти республика çулĕсем тĕлĕ-тĕлĕпе ванчĕç. Çул-йĕрçĕсем лакăм-тĕкĕме асфальтпа сапларĕç.

Ирина АНИСИМОВА,

ЧР транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин специалисчĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.