Юсав кал-кал пырать

30 Июл, 2014

ЧР Транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви район-хулари автомобиль çулĕсене пăхас, юсас, реконструкцилес ĕçе еплерех йĕркеленине çирĕп тĕрĕслесе тăрать.

Владимир Филиппов министр куллен тенĕ пекех объектсене çитсе ĕç пахалăхне тишкерет, юсав организацийĕсенчен кăлтăк-шăйрăка пĕтерме ыйтать. Муниципалитетсенче лару-тăру мĕнлерех-ха?

Етĕрнери çул-йĕрпе строительство управленийĕ Етĕрне-Мăн Явăш-Хучаш-Çимеккасси автоçулăн Тукассипе Лапракасси ялĕсен сыпăкне çĕнетрĕ. Патăрьелти мехколонна Тури Туçа ялĕнчи Вĕрентекенсен урамĕнчи икĕ хутлă çуртсен картишне юсарĕ. Вырăнти предприяти Йĕпреç районĕнчи Киров ял тăрăхĕнчи Пăкăян ялĕнчи Юхан шыв урамĕнчи çула та такăрлатрĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракасси ял тăрăхĕнчи Нарат Чакки ялĕнчи Красноармейскипе Чапаев урамĕсене тикĕслерĕç. Шăмăршă районĕнчи Шăмăршă-Анат Чаткас-Хайпăла автоçулăн пĕр çухрăма тăсăлакан сыпăкне асфальт сарчĕç. Палтиел тăрăхĕнчи çула йĕркене кĕртеççĕ.

Элĕк районĕнчи Мăн Вылă, Крымсарайккă, Питĕшкасси, Тавăт, Юнтапа ял тăрăхĕсенчи çулсене комиссии йышăннă, Элĕк, Йăлкăш, Ураскилт, Чăваш Сурăм, Шĕмшеш ял тăрăхĕсенче ĕç пырать. Вăрмар районĕнчи Чупай, Комсомольски районĕнчи Асанкасси ял тăрăхĕсенчи çулсем çинче те юсав пырать.

Ирина АНИСИМОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.