Владимир Путин Президент Михаил Игнатьевпа тĕл пулнă
Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускавра Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулнине "Хыпар" хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Çакăн хыççăн редакцие вун-вун çын шăнкăравларĕ, çак пулăма пысăка хурса хакларĕ. Хамăр та чылай ентешĕн шухăшĕпе кăсăклантăмăр. Вĕсене кăштах кĕскетсе паянхи номерте пичетлетпĕр.
Михаил ПЕТРОВ, Патăрьел район пуçлăхĕ, "Малалла" ял хуçалăх артелĕн тата "Первомайск" ЯХПК ертÿçи, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи:
- Михаил Игнатьев Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа çак шайра тĕл пулса калаçнине ас тумастăп. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика мĕнлерех аталанса пынине, регионра еплерех йывăрлăхсем, çав шутрах социаллă ыйтусем те, пуррине каласа кăтартрĕ. Ял хуçалăх продукцине туса илес енĕпе кăшт чăрмавсем пулнине те пытармарĕ. Çанталăк условийĕсене пула тухăç малтан палăртнинчен сахалрах пулĕ. Михаил Васильевич: "Кăçал ырă динамика сыхланса юлать, çулталăкра 105% патнелле тухăпăр", - тени кăмăла кайрĕ, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра патшалăх ял хуçалăхне пулăшма тăрăшать, çав хушăрах хамăрăн та çине тăрса ĕçлемелле. Михаил Игнатьев Чăваш Енре, нумай нациллĕ республикăра, тĕрлĕ халăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннине пĕлтерсен Владимир Путин хăй кăмăллă юлнине палăртрĕ. Пур çĕрте те çакнашкал лару-тăру хуçаланмасть çав, хушăран хăш-пĕр регионта вăл е ку наци çыннисем перкелешнине е тата урăх йывăрлăх тухса тăнине куратпăр-пĕлетпĕр. Пирĕн вара ку енĕпе йĕркеллех.
Владимир Путин Михаил Игнатьевпа çапла кăмăллăн, хушăран йăл кулса, çав вăхăтрах ĕçлĕн калаçни савăнтарчĕ. Ахальтен мар вăл юлашкинчен çаплах каларĕ: "Аван".
Николай МИЛЛИН, Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ:
- Раççей Президенчĕ Владимир Путин Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаçни пире те, Чăваш Енре пурăнакансене, питĕ савăнтарать. Кун пек йышăну кашни кунах пулмасть-çке. Михаил Игнатьев çĕр-шыв ертÿçине республикăри демографи лару-тăрăвĕ ырă еннелле улшăннине пĕлтерчĕ. Пирĕн районта ача çураласси хальлĕхе пĕлтĕрхи шайрах. Халĕ акă шкулсем тăрăх çÿретпĕр, вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленнине тĕрĕслетпĕр. Вĕсенчен пĕринче: "Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕрремĕш класа 30 ача килет", - тесе пĕлтерчĕç те - чăнласах хĕпĕртерĕмĕр.
Геннадий НИКИТИН, Вăрнар почтамчĕн пуçлăхĕ:
- Владимир Путин Президент Чăваш Ен халăхне пăрахманнине, республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн ят-сумĕ ÿссех пынине çирĕплетет ку тĕл пулу. Çĕр-шыв ертÿçи кашни регион пуçлăхĕпе ятарласа курнăçмасть, пĕр-пĕр пуçарупа е çитĕнÿсемпе питех палăрманнисем ун патне лекеймеççĕ. Владимир Путин та, Михаил Игнатьев та пĕрлехи ĕç пурнăçлаççĕ, çавăнпа вĕсен сÿтсе явмалли нумай.
Светлана ДЕМИДОВА, культура ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн председателĕ:
- Çĕр-шыв Президенчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕпе тĕл пулса калаçни оптимистла кăмăл-туйăм вăратрĕ. Тен, çакăн хыççăн пирĕн республикăна федераци бюджетĕнчен тата ытларах укçа уйăрма пуçлĕç? Тен, тата çĕнĕрех программăсем пурнăçа кĕме тытăнĕç? Кăçал Культура çулталăкĕ пулнă май ку сферăна ытти чухнехинчен ытларах пулăшма тăрăшни сисĕнет. Ку, паллах, савăнтарать. "Раççей культури", "Культурăпа туризм аталанăвĕ" федераци программисем валли кĕмĕл сахал мар пăхса хăварни те ырă шанăç çуратать.
Владимир ЧЕРЛАКОВ, Етĕрне районĕнчи Мăн Чураш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ:
- Ку тĕл пулăва телекуравпа пăхрăм. Владимир Путин Чăваш Ен Пуçлăхне çапла йышăнни, пирĕн республика аталанăвĕпе кăсăкланни - пысăк чыс: пирĕншĕн, чăвашсемшĕн те, Михаил Васильевичшăн хăйĕншĕн те. Владимир Владимирович ытларах чухне лайăххисене, вăйлисене, малта пыраканнисене хăйĕн патне чĕнет. Тĕл пулу вăхăтĕнче икĕ ертÿçĕн те сăн-пичĕ кăмăллăччĕ, эппин, Владимир Путин пирĕн республика Пуçлăхне ятлаçма мар, çĕнĕлĕхсем пирки ыйтса пĕлме, сĕнÿ-канаш пама йыхравланă. Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн экономикăпа социаллă пурнăçĕн аталанăвĕ пирки пĕр ÿстермесĕр каласа кăтартнине савăнса пăхрăм-итлерĕм. Вĕсем ялсен аталанăвĕ çинчен те сăмах пуçарчĕç. Хамăр ял тăрăхĕ пирки калас тăк эпир çак кунсенче 85 метр çул турăмăр, 152 пин тенкĕлĕх ĕç пурнăçларăмăр. Паян-ыран Мăн Чураш шкулĕ /вăл уйра ларать/ патне çитмешкĕн 1 метр сарлакăш, 130 метр тăршшĕ тротуар тума пуçлатпăр. Ку ĕç валли 87 пин тенкĕ уйăрнă.
Комментировать