Çавалкасра кĕрлерĕ туй

30 Июл, 2014

Культура çулталăкĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - авалхи йăла-йĕркесене упраса хăварасси, вĕсемпе çитĕнекен ăрăва паллаштарасси, малалла аталантарасси.

Вăрнар районĕнче пурăнакансем ку енĕпе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Сăмах чăваш туйне çĕнĕрен тавăрасси пирки. Акă нумаях пулмасть Çавалкасра шăпах çавăн пек туй иртнĕ. Çамрăк мăшăр - Анастасия тата Леонид Мокшинсем - çывăх çыннисене, тăванĕсемпе тус-юлташне кĕрекене пухнă.

Пурин çинче те тĕрĕллĕ чăваш кĕпи, илемлĕ саппун пулнă. Туй арăмĕсем купăс кĕввипе чăвашла ташласа, юрласа çамрăк çемьен пĕрремĕш уявне илем кÿнĕ.

Çамрăксене несĕлсен йăли-йĕркине упрама аслă ăрун вĕрентсе пымалла. Леонидпа Настьăн туйне чăвашла ирттернинче çĕнĕ çынсен ашшĕ-амăшĕн тÿпи пысăк. Ыттисен туйĕсенче те ĕлĕкхи йăла-йĕркен çак саманчĕсене курсан тем пекехчĕ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.