13 çулта заводра ĕçлеме пуçланă

5 Июн, 2020

Вăрçă нуши-терчĕ ачасем çине те тиеннĕ. Фронта тухса кайнă вăй питти çынсем вырăнне йывăр ĕçе вĕсем кÿлĕннĕ. Ялти ача-пăча ватăсемпе тата хĕрарăмсемпе пĕрле иртен пуçласа каçчен уй-хирте тăрмашнă. Хуларисем заводсемпе фабрикăсенче тар юхтарнă. Клавдия Горскина акă çар заводĕнче бомбăсем тунă.
Вăрçă пуçланнă чухне вăл 12 çулта пулнă. Çав куна вăл акă еплерех аса илет: «Вырсарникун çитессе тахçанах кĕтме пуçланă. Çав кун пирĕн хулара стадион уçмаллаччĕ. Çĕртмен 22-мĕшĕнче ирпе ирех пуçтарăнса унта кайрăмăр. Халăх йышлă пухăннă. Кăнтăрла та çывхарать, анчах стадион уçнă ятпа йĕркеленĕ уява пуçлакан пуçлăхсенчен пĕри те çук. Мĕншĕн çаплах килмеççĕ? Ăçта? Мĕскер? Никам та нимĕн те пĕлмест. Акă машина килсе чарăнчĕ. Унтан тухнă çын вăрçă пуçланни çинчен пĕлтерчĕ. Йывăр хуйха ÿкнĕ çынсем пуç усса шăппăн киле саланчĕç...»
Клавдия Павловна Звенигово хулинче çуралса ÿснĕ, ачалăхĕ те унтах иртнĕ. Ачалăхĕ тенĕрен... Çак вăхăтри ачасен питĕ ир çитĕнме тивнĕ. Çамрăклах вĕсем йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. Клава та 13 çулта Киевран эвакуаципе куçса килнĕ çар заводне вырнаçнă. «Малтан бомба хÿрисене хăйраттаратчĕç. Каярахпа «пуçĕсене» хатĕрлемешкĕн те шанма пуçларĕç. Ĕçе вĕрентекен арçынна вăрçа илсе кайсан манран токарь туса хучĕç», — аса илчĕ тыл ĕçченĕ. Ача тăрăшса ĕçленĕ, плана яланах тултарса пынă, премисем илнĕ. Аппăшĕ те çак заводрах тепĕр цехра токарьте ĕçленĕ. 17 çул тултарсан вăл хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Клавдия Павловнăна ун вырăнне куçарнă. Кунта вăл вăрçă чарăничченех ĕçленĕ.
«Завода арçынсем таврăнма пуçласан банка вырнаçрăм. Унта кăшт вăхăт ĕçленĕ хыççăн вĕренме ячĕç», — калаçăва тăснă май пĕлтерчĕ Клавдия Павловна. Малашнехи пурнăçĕ унăн Самар хулипе çыхăннă. Унта вăрçă вăхăтĕнче Ленинградран куçса килнĕ тăванĕ пурăннă. Çавăн патне кайнă вăл. Перекет банкне ĕçе вырнаçнă, çемье çавăрнă, ывăл çуратнă. «Анчах çемье пурнăçĕ ăнмарĕ. Упăшка лайăх çынччĕ. Тăватă-пилĕк çул пĕрле пурăннă хыççăн ĕçкелеме, килти япаласене сутма пуçларĕ. Чăтайманнипе ачана илтĕм те тухса кайрăм. Шупашкара килтĕм, кунта аннен тусĕ пурăнатчĕ», — пурнăç пĕр тикĕс килменнине палăртрĕ хисеплĕ ватă.
Клавдия Павловнăн Одессăра та тĕпленес шухăш пулнă. Унта вăрçă хыççăн качча тухса юлнă аппăшĕ пурăннă. Вăл вăхăталла амăшĕпе йăмăкĕ те ун патне куçса кайнă. «Анчах мана çав хула темшĕн килĕшмерĕ. Шупашкартан уйрăлма вăй-хал çитмерĕ. Кунта хваттер те панăччĕ. Тата ĕç те лайăхчĕ, юлташ нумайччĕ. Вĕсене те пăрахса хăварас килмерĕ», — Чăваш Енрех юлма шут тытнин сăлтавне уçăмлатрĕ Клавдия Павловна. Малалла вулас…

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.