Чăваш хутлăхĕнче хăтлă-и?

29 Июл, 2014

Утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăвашстатра республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем валли ирттернĕ пресс-конференцире асăннă тытăм ертÿçи Эльвира Максимова Чăваш Енĕн 2014 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

Эльвира Геннадьевна палăртнă тăрăх - çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ тĕлне республикăра 25240 организацие /çав шутра юридици сăпатĕнче тăракан прависĕррисем - 896/ тата экономикăн тĕрлĕ секторĕнче тăрăшакан 32369 уйрăм предпринимателе регистрациленĕ.

Демографи лару-тăрăвĕ

Çулталăк пуçланнă тĕле республикăра пурăнакансен йышĕ 1240 пин çынпа танлашнă. Йыш хушăнасси-чакассине ача çурални е халăх вилĕмĕ тата миграци юхăмĕ витĕм кÿреççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çут тĕнчене килнисем нумайрах, пурнăçран уйрăлакансем сахалрах пулни сисĕнет. Çакна уйрăммăн палăртмалла: пирĕн республикăра 2006 çултанпа йыш хушăнса пырать, 2012 çултан тытăнса, юлашки 20 çулта пĕрремĕш хут, çут тĕнчене килекенсем вилĕм серепине çакланнисенчен ытларах пулнă, урăхла каласан халăх хăй еккипе йышланать. Çакнашкал ырă лару-тăру 2013 çулта та, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта та сыхланса юлчĕ. Çитĕнÿсем куç умĕнчех: виçĕм çул - Ç 865, пĕлтĕр - Ç 1027, кăçалхи ултă уйăхра - Ç 182 /иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 4 ытларах/ çын хушăннă.

Кăтартусем тĕпрен илсен хулара пурăнакансен шучĕпе пысăкланнă: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕрпÿ, Етĕрне хулисенче тата Шупашкарпа Шăмăршă районĕсенче çут тĕнчене килнĕ çĕнĕ кайăк хисепĕ автансăр яла кайнисенчен ытларах пулнă.

Ялта йыш хăй еккипе çав-çавах чакса пырать. Чăн та, çухату малтанхинчен сахалрах: кăçалхи ултă уйăхра - 736 /2013 çулхи çав тапхăрта - 933/. Ку енĕпе Улатăр, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне районĕсен, Улатăр хулин кăтартăвĕсем сисĕмлĕ.

Амăшĕн ятне тивĕçнĕ хĕрарăмсен ÿсĕмĕ тата ачасен шучĕ тĕлĕшпе те юлашки вăхăтра улшăну пур. Тĕслĕхрен, 2006-2013 çулсенче 25-29-тисем çуратасси - 37,5 процент, 30-34-рисен - 1,8 хут, 35-39-тисен 2,4 хут ÿснĕ.

Вăй питти ÿсĕмри хĕрарăмсем ытларах çуратни çемьере миçемĕш ача çут тĕнчене килнине те витĕм кÿрет: 2006 çулхипе танлаштарсан иккĕмĕшĕсен тÿпи пĕлтĕр 30,1 процентран 40,6-не çитнĕ, виççĕмĕшĕсен - 6,7-рен - 12,7-е, тăваттăмăшĕсен - 1,6-ран - 2,2-е, пиллĕкмĕшсен тата ун хыççăнхисен - 0,8-тан - 1,3 процента.

Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче ача çуралас енĕпе Чăваш Ен кăçалхи пилĕк уйăх кăтартăвĕсемпе тăваттăмĕш вырăн /13,7 промилле/ йышăнать. Чи пысăк кăтарту - Пушкăрстанăн тата Оренбург облаçĕн /14,6/, чи пĕчĕкки - Мордва Республикин /10/.

Вилекенсен йышĕпе те республика тăваттăмĕш вырăнта /13,7 промилле/. Чи пĕчĕк кăтарту - Тутар Республикин /12,6/, чи пысăкки - Чул хула облаçĕн /16,5/.

Ултă регионта халăх йышĕ хăй еккипе пысăкланнă: Тутар, Удмурт, Пушкăрт, Мари Эл республикисенче, Пермь крайĕнче тата Чăваш Енре.

Кăкăр ачисем вилесси пирĕн республикăра федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче чи пĕчĕкки - 4,2 промилле, лару-тăру ку енĕпе Оренбург облаçĕнче уйрăмах çивĕч - 10,1 промилле.

Миграци тĕлĕшĕнчен илес тĕк халăх йышĕ чакса пырать - кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче республикăна 4725 çын килнĕ, çав вăхăтран тулая 5541-ĕн тухса кайнă, урăхла каласан 816 çын сахалланнă, иртнĕ çулхи çав тапхăрта ку кăтарту 1784-па танлашнă.

Мигрантсенчен чылайăшĕ /пĕтĕм йышăн 63,6 проценчĕ/ пурăнмалли тата хăйсем чăннипе пулнă вырăна республика территорийĕнче ылмаштарса çÿренĕ. Куçăм ÿсĕмĕ Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар хулисенче кăна палăрнă. Кăçал миграци енĕпе çынсем куçса кайнин коэффициенчĕсем Красноармейски /10000 çын пуçне - 221,2/ тата Çĕмĕрле /211,9/ районĕсенче уйрăмах пысăк пулнă, республикăн вăтам кăтартăвĕ - 15,9.

Ĕç рынокĕ

Кăçал ĕç рынокĕнчи лару-тăру лайăхланса пырать. Иккĕмĕш кварталта ĕçлев ыйтăвĕпе ирттернĕ сăнав кăтартăвĕсем тăрăх ĕçсĕррисен йышĕ 31,4 пин çынпа е экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă халăхăн 4,6 проценчĕпе танлашнă /иртнĕ çулхи иккĕмĕш кварталта - 5,8 процент/.

Служба органĕсенче çĕртме уйăхĕн вĕçĕ тĕлне 4,1 пин çын е иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 728 сахалрах официаллă майпа регистрациленнĕ, ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,62 процентпа танлашнă.

Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче Чăваш Ен ку енĕпе кăçалхи иккĕмĕш кварталта саккăрмĕш вырăнта пулнă.

Пурнăç шайĕ

Халăхăн укçа тупăшĕ шутне предпринимательлĕхе кÿлĕннисен, тара кĕрĕшнисене тÿлекен шалу /вăхăтра паманнипе коррекцилесе шутласа панă ĕç укçи/, социаллă тÿлевсем /пенси, пособи, стипенди, страховани саплаштарăвĕ тата ытти/, вкладсен, хаклă хутсен, дивидендсен проценчĕпе илнĕ тупăш тата ытти кĕреççĕ.

2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта кашни çын пуçне тивекен вăтам тупăш 5,8 процент ÿссе хаклав тăрăх 14851,4 тенке çитнĕ.

Обязательнăй тÿлевсемпе взноссене кăларса пăрахнă хыççăнхи тата потребитель хакĕсен индексĕпе коррекциленĕ чăн-чăн тупăш вара 1,2 процент хăпарнă /2013 çулхи пĕрремĕш çур çулта - 4,3/.

Çын пуçне тивекен вăтам тупăш тăрăх Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕнче вун иккĕмĕш вырăн йышăнать.

Асăннă кăтарту кăçалхи иккĕмĕш кварталта иртнĕ çулхи çав тапхăрти евĕрех пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 2,5 хут пысăкрах пулнă, уйăхра вăтамран 16178,4 тенке çитнĕ. Халăхăн пĕр çын пуçне тивекен укçа тупăшĕ 2013 çулхи иккĕмĕш кварталтинчен 4,6 процент хушăннă.

Кăçалхи ултă уйăхра республикăра пурăнакансем уйăхра пĕр çын пуçне вăтамран 14986,2 тенкĕ е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 5,6 процент ытларах тăкакланă. Çав шутран тавар туянма, пулăшушăн тÿлеме, чикĕ леш енче банк карттисемпе усă курса тавар тата пулăшу илме - 77,4 процент, обязательнăй тÿлевсемпе тĕрлĕ взноса татма - 8,5, куçман пурлăх туянма - 2,7 процент, финанс активĕсене ÿстерме /граждансен перекет счечĕсенчи суммăна пысăклатма, хаклă хут, ют çĕр-шыв валютине туянма, предпринимательсен харпăр хăй счетĕнчи укçа шутне улăштарма, кредит саплаштарма, выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк туянма/ 12 процент тăкакланă.

Халăхăн укçа тăкакĕ кăçалхи ултă уйăхра унăн тупăшĕнчен 0,9 процент ытларах пулнă, апла тăк юлнă нухратăн юлашкийĕ чакнă, ытти регионта ĕçлесе илнĕ кĕмĕле республикăра ытларах тăкакланă.

Уйăхри вăтам шалу 2014 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче 19716,2 тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 10 процент нумайрах тата чи пĕчĕк ĕç укçинчен 3,5 хут пысăкрах, вăй питти халăха пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен 2,9 хут нумайрах пулнă. Потребитель хакĕсен индексне тĕпе хурса палăртнă чăн-чăн шалу виçи 5 уйăхра 2,8 процент пысăкланнă.

Раççей Президенчĕн çу уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласа вĕренÿ /119,5 процент/, сывлăх сыхлавĕн /116,6/ тытăмĕсенчи ĕç укçи вара республикăри вăтам шалуран сисĕнмеллех хăпарнă.

Пилĕк уйăхра ку кăтарту çавăн пекех электрооборудовани, электрон тата оптика /27231,2 тенкĕ/, транспорт хатĕрĕсемпе оборудованийĕн /22070,4/, хими /21694,5/, тимĕр мар минерал япаласен /21149,3/, электроэнерги, газ тата шыв валеçекен /23068,6/ производствăсенче, финанс ĕçĕ-хĕлĕнче /23068,6/, строительствăра /21143,8/, транспортпа çыхăнура /20116,2/, куçман пурлăх операцийĕсем пурнăçлакан, аренда тата çăмăллăхпа тивĕçтерекен организацисенче /20496,2/, ăслăлăх тĕпчевĕсем тата вĕсене туса хатĕрленĕ çĕрте /40 пин ытла/ ĕç укçи республикăри вăтам кăтартуран пысăк пулнă, пир-авăр тата çĕвĕ производствинче /10126,9/, хăна çурчĕсемпе ресторансенче /12835,7/, ял хуçалăхĕнче /11874,5/ - пĕчĕкрех. Чи пысăк виçепе /финанс ĕçĕ-хĕлĕ/ пĕчĕкки /пир-авăр тата çĕвĕ производстви/ хушшинчи уйрăмлăх 3,3 хутпа танлашнă.

Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче шутласа панă чи пысăк шалу - Тутар Республикинче /26862 тенкĕ/, чи пĕчĕкки - Мордва Республикинче / 18406/.

Халăхăн пурнăç шайне шалăва вăхăтра тÿлени те витĕм кÿрет. Чăваш Енре çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ку енĕпе 5,2 млн тенкĕлĕх парăм пуррине 3 предприяти пĕлтернĕ. Асăннă кăтарту кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчинчен 1,8 хут пысăкрах.

Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче вăхăтра тÿлемен шалу парăмĕ Тутар Республикинче чи пысăкки - 107 млн тенкĕ, чи пĕчĕкки - Мари Элра, 3,1 млн.

Тавар тата пулăшу хакĕсем

Чăвашстат республикăри тавар тата пулăшу хакĕсен мониторингне тăтăшах ирттерет. Вĕсен шайĕ пирки пухнă информацие тĕпе хурса экономикăн уйрăм секторĕсенчи хаксен индексне палăртать.

Индекссен тытăмĕ потребитель рынокĕнчи тавар тата пулăшу, промышленноç таварĕ кăларакансен, ял хуçалăх çимĕçĕ çитĕнтерекенсен, строительствăри тата юридици сăпатĕнче тăракансем валли палăртнă çыхăну пулăшăвĕн хакĕсемпе тарифĕсен индексĕсенчен йĕркеленет.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта экономикăн тĕрлĕ секторĕнчи хаксемпе тарифсен ÿсĕмĕ пĕрешкел пулман. Инфляцин чи пысăк шайне потребитель таварĕсемпе пулăшусенче /5,2 процент/ палăртнă, чи пĕчĕккине /0,8/ - юридици сăпатĕнче тăракансене паракан çыхăну пулăшăвĕнче. Ял хуçалăх çимĕçĕ туса илес çĕрте хаксем 4 процент пĕчĕкленнĕ.

Кăçал потребитель таварĕсен тата пулăшăвĕсен, производство секторĕнче промышленноç таварĕ /пулăшăвĕ/ туса кăларакансен продукцийĕн хакĕ хăвăрт, строительство продукцийĕпе çыхăну пулăшу тĕлĕшпе майĕпен ÿсни сисĕнет.

Потребитель рынокĕнчи сăнавсене икĕ хулара - Шупашкарта тата Канашра - ирттереççĕ, уйăхсерен тавар тата пулăшу хакĕсене 1047 организацире тата уйрăм предпринимательсем патĕнче 502 позиципе палăртаççĕ. Хак котировкин пĕтĕмĕшле хисепĕ - 7567 единица. Кăçалхи çĕртме уйăхĕнче потребитель таварĕсемпе пулăшусен хакĕн ÿсĕмне иртнĕ çулхи раштаврипе танлаштарсан чи малтанах апат-çимĕç хакланни /9,9 процент, 2013 çулхи çав вăхăтра - 5,3/ витĕм кÿнĕ. Апат-çимĕç шутланман тавар - 1,8 процент /иртнĕ çулхи асăннă тапхăрта - 2,3/ тата пулăшу 4,2 процент /2013 çулхи çĕртме уйăхĕнче - 4,6/ хакланнă.

Çулталăк пуçланнăранпа апат-çимĕçрен сахăр хакĕ - 129,8, улма-çырлапа пахча çимĕç, çав шутра çĕр улми - 126,5, аш çимĕçĕ - 113,4, эрех-сăра 110,7 процент хăпарнă, пулă, сĕт юр-варĕ, çу, çăнăх, кĕрпе-макарон -8,8-4,8, çăкăр-булка 1,7 процент хакланнă, çăмарта 29,2 процент йÿнелнĕ.

Апат-çимĕç шутланман тавартан табак - 15,8, медицина таварĕ, мотор топливи, строительство материалĕ, çумалли-тасатмалли хатĕр, сĕтел-пукан 5,7-2,1 процент хаклăрах пулнă, радиотавар, тумтир, аялти кĕпе-йĕм, чулха-нуски, сăран тата пир-авăр, хутăш атă-пушмак - 1,0-0,7 процент йÿнĕрех.

Пулăшусен сăнаса тăракан тĕсĕсенчен санаторипе сиплевĕн - 22,8, ют çĕр-шыв туризмĕн - 18,3, страхованин, экскурсин, вĕренÿ тытăмĕнчин 14,2-7,4 процент хакланнă тăк культура организацийĕсен 1,5 процент чакнă.

Инфляци шайĕ палăрмаллах дифференциллĕ: Удмурт Республикинчи 3,8 процентран тытăнса Ульяновск облаçĕнчи 5,6 таранах.

Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен потребитель рынокĕнчи апат-çимĕçĕн уйрăм таварĕн вăтам хакне тишкернĕ май Чăваш Енре сĕт хакĕ пысăккине, çăкăр йÿннине, сысна ашĕн тата çăмартан вăтам шайрине асăнмалла.

Потребитель секторĕ

Инфляци шайĕ вак суту-илĕве тата тÿлевлĕ пулăшусене сисĕнмеллех пырса тивет. Реализацин мĕн пур енĕнчи вак суту-илÿ çаврăнăшĕнчи тытăмра апат-çимĕçĕн /ĕçмепе, табакпа пĕрле/ танлаштаруллă йывăрăшĕ ÿссе пырать, 2014 çулхи пĕрремĕш çур çулта вăл 49,3 процентпа /пĕлтĕрхи ултă уйăхра - 47,3/ танлашнă.

Вак суту-илÿ çаврăнăшне тĕпрен илсен сутă тăвакан организацисем йĕркелеççĕ /кăçал - 94,8 процент, пĕлтĕр - 92,8/, ярмăрккасемпе пасарсен тÿпи юлашки вăхăтра сисĕнмеллех чакнă, 5,2 процент юлнă /иртнĕ çул- 7,2/. Çакăн сăлтавĕсенчен пĕри - Раççей саккунĕнчи ваккăн сутакан пасарсене реорганизацилессипе çыхăннă улшăнусемпе килĕшÿллĕн /федерацин 2006 çулхи раштав уйăхĕн 30-мĕшĕнчи "Ваккăн сутакан пасарсем тата Раççей Федерацийĕн Ĕçлев кодексне улшăну кĕртесси çинчен" 271-мĕш саккунăн 24 статйин 3 пункчĕ/ 2013 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пасарта вак суту-илÿ валли вăхăтлăх тунă хуралтăсемпе /ял хуçалăх тата вĕсен кооперативĕсен пасарĕсемсĕр пуçне/ усă курма юрамасть.

Суту-илÿ сечĕсен тÿпи вара иртнĕ çулхи ултă уйăхри 22,7 процентран кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 25,6-не çитнĕ. Вĕсем тĕпрен илсен федераци тытăмĕнчисем, кăтартăвĕсем те сумлă - 83 процент.

Общество апатланăвĕн çаврăнăшĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 3,9 млрд тенке çитнĕ пулин те иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен танлаштаруллă хакпа 1,2 процент сахалланнă.

Республикăри кашни çын пуçне вак суту-илĕвĕн çаврăнăшĕн - 48,8 пин, общество апатланăвĕн 3,2 пин тенки тивет.

Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче ку енĕпе Чăваш Ен вун иккĕмĕш тата çиччĕмĕш вырăнсем йышăнать.

Кăçалхи ултă уйăхра республикăра пурăнакансене 19,7 млрд тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшупа тивĕçтернĕ е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 8,3 процент ытларах, танлаштаруллă хаксемпе 0,1 процент /пĕлтĕр - 2,7/ нумайрах.

Чи пысăккисем - пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх /27 процент/, çыхăну /16/, транспорт /15/, йăла /11/ пулăшăвĕсем. Вĕсен виçĕ тĕсĕн калăпăшĕ ÿснĕ тĕк транспортăн 3,9 процент чакнă: чукун çул, автомобиль, шыв транспорчĕсем пассажирсене илсе çÿресси сахалланнă.

Республикăра пурăнакан кашни çын вăтамран 15,9 пин тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу илнĕ. Ку енĕпе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче вун пĕрмĕш.

Республикăн экономика потенциалне тишкернĕ май унăн регионта туса кăларакан продуктри тÿпи 46 процентпа танлашакан виçĕ тĕп секторĕ çинче чарăнса тăмалла.

Промышленноç производстви

Республикăри промышленноç организацийĕсем кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 73,3 млрд тенкĕлĕх тавар тиесе янă, хăйсен вăйĕпе ĕç пурнăçланă тата пулăшу панă. Промышленноç производствин индексĕ 103,6 процента çитнĕ, çав шутра: çĕр айĕнчи пуянлăха кăларассинче - 95,8 процент, туса кăларакан производствăра - 104,8, электроэнерги, газ, шыв производствинче тата валеçессинче - 97.

Промышленноç производствин аталанăвне туса кăларакан тытăм пысăк витĕм кÿнĕ, унăн тÿпи хăйсем хатĕрленĕ тавара тиесе янин, пурнăçланă ĕçсен тата тивĕçтернĕ пулăшусен калăпăшĕнче 84 процентпа танлашать.

Çавсен шутĕнче электрооборудовани, электрон тата оптика хатĕрĕн /21 процент/, апат-çимĕç /18/, хими /16/, транспорт хатĕрĕсен тата оборудованийĕн /16/, тимĕр шутланман минерал япаласен /7/, машинăсемпе оборудовани /6/ производствисен пĕлтерĕшĕ сумлă.

Сăмах май, электрооборудовани, электрон тата оптика, транспорт хатĕрĕсем, тимĕр шутланман минерал япаласем туса кăларнă çĕрте кăçалхи ултă уйăхра производство ÿснĕ, тепĕр виççĕшĕнче чакнă.

Электрооборудовани, электрон тата оптика хатĕрĕсен организацийĕсенче тавар туса кăларасси çулталăк пуçланнăранпа 8 процент ÿснĕ, çав шутра виçев, тĕрĕслев, сăнав, навигаци, управлени тата ытти приборпа инструмент туса кăларасси - 29,2, изоляци пăралукĕ тата кабель хатĕрлесси - 9,9, электричество валеçекен тата йĕркелесе тăракан аппаратура кăларасси 2,6 процент пысăкланнă. Çавăнпа пĕрлех электричество ламписемпе çутă оборудованийĕ /72,2 процент/, электродвигательсем, генераторсем, трансформаторсем /83,5/, электро тата радиоэлементсем, электровакуум приборĕсем /96,9/ сахалрах кăларнă.

Организацисен транспорт хатĕрĕсемпе оборудованийĕн производствин индексĕ 129 процент пулнă тăк чукун çулăн куçакан составĕн 53,3 процент ÿснĕ, автомобильсен, прицепсен тата çурма прицепсен вара 4,5 процент чакнă.

Юлашки çулсенче тимĕр шутланман минерал япаласем туса кăларасси пĕр тикĕс аталанни сисĕнет: кăçалхи пĕрремĕш çур çулта производство ÿсĕмĕ 110,1 процента çитнĕ, çав шутра кирпĕч çапасси - 39,6, бетон хатĕрсем кăларасси 13,3 процент хăпарнă.

Апат-çимĕç, машинăсемпе оборудовани кăларас тытăмсенче, хими производствинче иккĕмĕш çул ĕнтĕ кăтартусем чакса пыраççĕ.

Апат-çимĕç производствине кал-кал ĕçлемешкĕн сĕт юр-варĕ -10, сăра - 36,2, эрех - 39,7 процент сахалрах хатĕрлени чăрмав кÿрет. Çав вăхăтрах макарон -17,чăх ашĕ 24,3 процент ытларах туса илнине палăртмалла.

Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсенче, çавăн пекех Раççейре те кăçал промышленноç производстви чакса пырать. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ФАОра Чăваш Ен ку енĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнать.

Ял хуçалăхĕ

Ял хуçалăх культурисене кăçал тĕрлĕ шайри пĕрлĕхсенче 558,6 пин гектар е иртнĕ çулхин 101,7 проценчĕ чухлĕ акса-лартса хăварнă. Акнă лаптăк ял хуçалăх организацийĕсенче - 0,3, фермер хуçалăхĕсенче 14,3 процент ÿснĕ. Усă куракан çĕрсен пысăк пайĕ - ял хуçалăх организацийĕсен, унашкаллисем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем ытларах çитĕнтереççĕ. Вĕсен лаптăкĕсем 4,1 процент пысăкланнă.

Халăх вара çĕр улми тата пахча çимĕç ÿстерессине тĕпе хурать, вĕсен лаптăкĕсене 9,1 тата 0,9 процент ÿстернĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта республикăри тĕрлĕ ушкăна кĕрекен хуçалăхсенче выльăх тата чăх ашне чĕрĕ виçепе 46,5 пин тонна е иртнĕ çулхи асăннă тапхăртинчен 1,0 процент ытларах хатĕрленсе Чăваш Ен федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче çиччĕмĕш вырăна тухнă. Республикăра ку енĕпе ял хуçалăх организацийĕсем ытларах ĕçлеççĕ, вĕсем выльăхпа чăх-чĕпе ашлăх 66 процент усраççĕ. Чĕрĕ виçепе аш хатĕрленинче кайăк-кĕшĕк /51 процент/ тата сыснасен /35/ тÿпи уйрăмах пысăк.

2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри тĕрлĕ ушкăна кĕрекен хуçалăхсенче 212 пин пуç мăйракаллă шултра выльăх е иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 0,3 процент ытларах шутланнă, вăл шутра 44 проценчĕ - сăвакан ĕне. Юлашкисен йышне иртнĕ çулхи пĕрремĕш çур çулхинчен муниципалитетăн 9 районĕнче, уйрăмах Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Шупашкар, Тăвай тăрăхĕсенче, ÿстернĕ.

Асăннă тапхăрта кашни ĕнерен вăтамран сĕт сăвасси 12 районти ял хуçалăх организацийĕсенче хăпарнă, çав шутра - Сĕнтĕрвăрри /31 процент/, Хĕрлĕ Чутай /25/, Элĕк /20/, Вăрнар /12/, Елчĕк /9/ районĕсенче уйрăмах курăмлă.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Элĕк, Шупашкар, Етĕрне районĕсенчи предприятисенче ĕнесенчен вăтамран 3,5 пин килограмран ытларах сĕт сунă.

Строительство

Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче республикăри строительство комплексĕ 16,3 млрд тенкĕлĕх е иртнĕ çулхи çав вăхăтрин /танлаштаруллă хаксемпе/ 111,8 проценчĕ чухлĕ ĕç тунă тата пулăшу панă. 248 пин тăваткал метрлăх 3,9 пин хваттер тунă. Хута янă çурт-йĕр лаптăкне 3,1 процент ÿстернĕ. Застройщик-организацисем иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 47,1 процент ытларах лаптăк туса лартнă, уйрăм застройщиксем - 30,4 процент сахалрах.

Çурт-йĕр строительствин ÿсĕмĕ Шупашкар хулинче /150,3 процент/, Тăвай /177,9/, Шупашкар /129,4/ районĕсенче уйрăмах курăмлă, Елчĕк, Вăрнар, Йĕпреç районĕсенче ку енĕпе лару-тăрăва вара иртнĕ çулхи çав вăхăтринчен 2,7, 2,1 тата 2 хут япăхлатнă.

Республикăра пурăнакан кашни 1000 çын пуçне вăтамран 201 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă, Шăмăршă районĕн кăтартăвĕ тата пысăкрах - 383 тăваткал метр.

Федерацин Атăлçи округĕн регионĕсен хушшинче çурт-йĕр çĕклессипе Чăваш Ен улттăмĕш вырăн йышăнать.

Валентина СМИРНОВА

Рубрика: 

Новости по теме