Аксу виç кĕтеслĕхĕ

29 Июл, 2014
Пăлхавăр тăвĕ. Тутарстан Республикинчи Аксу районĕ чăваш чунне чи тăван тăрăх тесех палăртмалла. Районăн пурнăç тымарĕ – Аслă тата Кĕçĕн Сĕнче юхан шывĕ­­сем. Аслă Сĕнче – 1978 çултанпах регион шайĕнчи çут çанталăк палăкĕ. Çырма тăрăх çынсем сĕм-сĕм авалран вырнаçнăран Аксу çĕрĕ мĕн кăна пытарса упрамасть-ши? Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнче çак тăрăхăн чапĕ те мухтавĕ Тухăçра-Анăçра кĕрлесе тăнă. Суту-илÿ аслă çулĕ кунтан иртни хăех питĕ пĕлтерĕшлĕ – ăнланмалла. Анчах çакăнпа çеç пĕлмен Сĕнче тăрăхне Хорезм-Сăкăтран тытăнса Арави çур утравĕ таран тĕнче касакансем. Çуй-кăрал тĕлĕшĕнчен Аксу тăрăхĕ, Пÿлер хулинчен инçех мар вырнаçнăскер, стратеги пĕлтерĕшлĕ. Шăпах çакăнта пулнă та Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн аслă кил-карманĕ – Пăлхавăр крепоçĕ. Çичĕ ют килсе тапăнсан пăлхар çарĕн тĕп вăйĕ­­сем çакăнта пуçтарăннă. Пăлхавăр сăртĕнчен Пÿлер сăрчĕ курăнать. Вут çунтарса е тĕтĕм кăларса тÿрех паллă пама, мĕн кирлине пĕлтерме питĕ çăмăл.
Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн сыхлав-сĕнтĕр тытăмĕ калама çук пысăк. Çак кăрал сĕнтĕрлĕх паянхи Чăваш Ен территорине те тытса тăнă, Пÿлер е Пăлхавăр патĕнче панă паллă (Чулман Атăл таврашĕнче кăларнă тĕтĕм юпи) Атăл ку енчи тăрăхсенче вырнаçнă сĕнтĕрсем патне питĕ хăвăрт çитнĕ. Виçĕ улăп-хула – Пÿлер, Пăлхар тата Сăвар – пăлхар-чăваш элĕпе яланах çыхăнура тăнă.

Паян Пăлхавăр вăрман айне хупланнă, тĕнче куçĕн­­чен çухалнă вăл. Унăн канлĕхне археологсем те пырса татмаççĕ. «Пăлхар-чăвашсен карман хулине чавса кăларни Тутарстан ăсчахĕсене кирлех-ши?» – текен ыйту та çуралать чунра. Вĕсем çĕнĕ истори тăваççĕ, Ылтăн Урта саманинчен авалрах вырăнсене тытмаççĕ. Мĕншĕн тесен чăвашсемпе çыхăннă япалтаксем (артефактсем) «истори çĕнĕ курăмне» пăсаççĕ. Атăлçи Пăлхарта пурăннă халăх тутар чĕлхипе калаçнине «ĕнентерсе пама» вăхăт кирлĕ. Чăвашсене цивилизаци çутине тутар-пăлхарсем кăларнине «çирĕплетсе пама» чăнах та çăмăл мар.

Вăхăт ыйхине путнă Пăлхавăр сăрчĕн вăрттăнлăхĕсем Тутарстан ăсчахĕсене кирлĕ мар тесе калани пит тĕрĕсех мар: Чăваш Ене те нимĕн тума та кирлĕ мар вĕсем. Чăваш Республикинче истори вырăнĕсене, палăкĕсене ниме те хуманни паллă. Кирлĕ мар чăвашсене хăйсен мухтавлă кун-çулĕ. Чăвашсем Хусан ханлăхĕ арканнă чух пулса кайнă халăх тесе ăнлантарни – пĕчĕк ачана кăкăр пани вырăнĕн­­­­­­чех.

Хĕр тăвĕ

Чăвашсен историйĕн авалхи ахрăмĕ шăпах Аксу районĕнче 1982 çулта аçа çапнăн янраса илнĕ. Кĕçĕн Сĕнче çырми Аслă Сĕнчепе пĕрлешнĕ тĕлтен икĕ çухрăмра Тутар Сĕнчелĕ ял ларать. Кунта тахçан чăвашсемех тĕпленнĕ, вĕсем майĕпен тутарланса пынă, халĕ ялĕпех тутар пурăнать. Ялтан çур çухрăмра ялаш (селище) – авал çынсем пурăннă тĕл пур. Хир сухаланă чухне çакăнта икĕ туй-пăхăр (бронза) хуран тупнă. Кĕçĕн Сĕнчел ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Василий Давыдов вĕсене Шупашкарти ăсчахсене кăтартма илсе кайнă. Хурансем иккен IV ĕмĕр «саламĕсем». Гунсем 370 çулта Атăл урлă каçни паллă. Кайран (VII ĕмĕрте) чăмăртаннă Атăлçи Пăлхар патшалăхĕн çĕрĕсем витĕр вĕсем IV ĕмĕрте иртнĕ е иртменнине вара никам та татăклăн татса парайман. Тутар Сĕнчелĕ сăртĕнче тупнă хурансем – гунсен япалисем. Вĕсем ахаль, апат пĕçермелли савăтсем мар, эл-йăла тытса пымалли сăваптăшсем (реликвисем). Çавнашкал хурансене гунсен ханĕ – вырăн-тăрăх ертÿçи (элтеперĕ) – пĕрле илсе çÿренĕ, вĕсем власть паллисем шутланнă. Эл-йăла хуранĕсене тупнă хыççăн хальхи Аксу районĕнче гунсен пĕр йăх-халăхĕ IV ĕмĕртех тымарланнă теме те май пур. Паянхи кун тупнă сăватăшсенчен пĕри И.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн археологи музейĕнче упранать, тепĕр хуранĕ – Иске-Хусанăн истори, культура тата çут çанталăк музей-заповедникĕнче.

Кĕскен каласан, çак хурансене тупнă хыççăн пĕр-пĕр правур тĕпчевçĕ чăваш несĕлĕсем гунсен тăхăмĕсем пулнине, вĕсем Чулман Атăл (Кама) анлăшне IV ĕмĕртех килсе вырнаçнине çирĕплетсе пама пултарать. Çавăн чухне Атăл-Чулман Атăл хушлăхĕ чăваш элне çаврăнма тытăннă.

Тутар Сĕнчелĕн тепĕр хавхи – «Хĕр тăвĕ» (е «Хĕр хули») хулаш. Тÿрех калар, телейлĕ Василий Давыдов кунта та чулран касса кăларнă мăйракаллă така кĕлеткине тупнă. Спираль пек çаврăнчăк мăйракасем – турăсен палли. Хĕр тăвĕ – аслă учÿксенчен пĕри. Ахăртнех, IV ĕмĕртех гунсем кунта турăсене кĕлĕ тунă, вĕсенчен пилĕ ыйтнă. Хĕр тăвĕ Аслă Пÿлер хулин сăвап-учÿкĕнчен ватăрах та, сумлăрах та тесе калас килет. Çак сăртпа юнашар – Çăл тăвĕ. Халăхра ку çăл куç шывĕ сиплĕ шутланать. Кĕлĕсем, чÿксем ирттернĕ чух чÿклеме выльăх-чĕрлĕхе çак çăл патĕнче тирпейленĕ. Чÿк шÿрпи-пăттине те кунтах пĕçернĕ. Çăл сăрчĕ хальхилле каласан – киремет. Çапла вара учÿкпе киремет пĕр япала мар, вĕсем уйрăм сăвап тытăмсем.

Тĕрĕк элĕнче (тĕнчинче) паттăр хĕрсем тăшманпа хăюллăн çапăçни çинчен калакан халапсем питĕ анлă сарăлнă. Аслă Пÿлерте те Бату çарĕ 1236 çулта шĕкĕр хулана илнĕ чухне элпи (принцесса) ертсе пынă 40 хĕр-упраç тĕкĕрчĕ монголсемпе паттăррăн çапăçса вилнĕ пулать. Тутар Сунчелĕ патĕнчи Хĕр тăвĕ хулашăн ячĕ те çакнашкал легендăпа çыхăннă. Анчах ку хавхан эпос сĕмĕ çук: çичĕ ютри тăшмансемпе çапăçмаççĕ хĕрсем. Легенда сюжечĕ çакнашкал.

Чăваш тăрăнĕ хăйĕн хĕрне пуян çынна качча парасшăн пулнă. Хĕрĕ ашшĕне итлемен: юратман этемпе пурăнмастăп тенĕ. Тăрăн вара хĕрне вăйпах качча пама шут тытать. Хĕр- упраç килĕнчен тухса тарать. Чиперккепе пĕрле унăн хĕр тусĕсем тата хĕр тарçисем те пыраççĕ. Малтан вĕсем хура вăрманта пытанса пурăннă, хăйсене шырама пăрахсан кăмăла каякан вырăн суйлама тытăннă. Сĕнче юхан шывĕ питĕ килĕшнĕ таркăн хĕрсене. Вĕсем çырмапа юнашар пысăк çурт лартнă, пурте пĕрле пурăннă. Пур ĕçе те пĕрле пурнăçланă, пур япалана та пĕр пек пайланă. Пĕр çемьери пек пурăнакан туслă йыш çак тăрăхри телейсĕр чиперуксене те илĕртнĕ, вĕсем те тăрăн хĕрĕ патне куçнă.

Кÿршĕ ялсенчи халăх пикесене пулăшсах тăнă, анчах усал шухăшлисем те тупăнкаланă. Тĕкĕрчсемпе (дружинăсемпе) тапăнкаланă. Хĕрсем вара питĕ хастар та хăюллă пулнă, никама та парăнман. Канăçлăрах пурăнас тесе вĕсем карман хулаш (карман кил) хывма шухăшланă. Карман тĕккисем (стена) хăпартнă, шÿлмесем (ров) чавса çавăрнă.

Пĕррехинче тăрăн ашшĕ пикесене карман хулашран кайма, хĕрне вара кялла килне таврăнма хушать. «Тусăмсене пăрахса хăвармастăп, куçăм ĕмĕрлĕ­­хех хупăниччен те никама та пăхăнмастăп», – тесе хуравлать хĕрĕ. Тăрăн хăйĕн çуйăçĕсене карман хулаша тапăнса туртса илме калать. Хĕрсем тем пек паттăррăн çапăçсан та тăрăн тĕкĕрчне çĕнтереймеççĕ. Пикесене тыткăна илеççĕ. Тарăхнă тăрăн хĕрсене чĕрĕлле çĕр айне чавса хума, хулаша аркатма хушать. Карман кил вырăнне çÿллĕ сăрт çеç тăрса юлать. Таçтан курăнса ларакан тăва ирĕклĕхшĕн пуçне хунă çынсене чысласа лартнă палăк пекех йышăнма пуçлать халăх. Юнашар ялсенчен кашни çулах çак ту патне хĕр-упраç çÿреме тытăннă, паттăр хĕр-çуйăçсене асăнса вăйă карти ирттернĕ. Çынсем хулаш сăртне Хĕр тăвĕ ят панă.

Ăслай экспедицйĕсем тĕрĕслесе-чавса тĕпченĕ хыççăн Хĕр тăвĕ именьковск культурин палăкĕ тесе пĕтĕмлетнĕ. Тĕрĕссипе вара – унăн историйĕ тата авалтарах. Кивĕ Тимĕшкелĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухакансем кашни çуркуннех çак сăрт патне килеççĕ. Хĕр тăвĕ çинче «Тынычлык» (Тăнăçлăх) тесе çырнă сăмах элккине Аслă Сĕнчерен чул кăларса çĕнетеççĕ.

Меречен тăвĕ

Аксу районĕн тепĕр мухтав-курăмĕ – Çĕнĕ Тимĕшкел ялĕ патĕнчи Меречен тăвĕ (хулашĕ), Кăмака çăлĕ. 1960 çулта Меречен сăрчĕн хирне сухаланă чух тăм савăт хĕртмелли кăмакана тупнă. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, çакнашкал горн-кăмакасемпе пăлхарсем X-XI ĕмĕрсенче усă курнă. Атăлçи Пăлхар вăхăтĕнче çакăнта хĕртнĕ тăмран савăт-сапа тăвакан «комбинат» ĕçленĕ темелле. «Кăмака çăлĕ» ят авалхи «промышленнăçпа» çыхăннă та ĕнтĕ – керамика хĕртекен кăмакана пĕлтерет вăл.

Меречен тăвĕ тесе эпир тĕрĕссипе икĕ сăрта калатпăр. Пĕри шăпах Кăмака çăлĕ патĕнчи Киремет тăвĕ. Сăвап çула тухнисем (паломниксем) валли çăл шырланне хитрелетнĕ, тирпейленĕ. Шыва кĕмелли кÿлленчĕксем те тунă. Илемлĕ, таса вырăн. 1996 çулта «Таса çăл» культура центрĕ статусне панă ăна. Сăвап çула Аксу районĕнчен çеç мар, ытти çĕртен те йышлăн килеççĕ. Пĕр çитменлĕх çеç Кăмака çăлĕн: шырлана янăланă чух шыв çулне хупланă та çавăнпа çăл унчченхи пек вăйлă тапса тăмасть.

2011 çулта Киремет тăвĕ çине пысăк чул илсе килсе хунă. Кайран вара тата тепĕр чул та хушнă. Пĕри – Атăлçи Пăлхарта пурăннă халăхсене чысласа хунăскер, тепри – чăвашсене асăнса пилленĕскер. Çул сăвапне тухнисем аллисемпе чула сĕртĕннĕрен унăн пĕр хăякĕ тĕкĕр пекех якалса çуталнă. Киремет юманне вара аçа çапса çунтарса янă. Ун çине паян та ал шăллисем çакаççĕ, çавăнпа вăл пĕркенчĕк тăхăннă улăп пекех тăрать. Юнашарах юман хунавĕ çĕкленет. Çĕнĕ киремет йывăççи ÿсет.

Меречен хулашĕ вара çырма леш енче, Киремет тăвне хирĕç. Пăлхар-чăвашсем чух, каярахпа та Меречен хулашĕ учÿк пулнă, халăх унта та турра кĕлĕ тунă, пуç çапнă. Хулаш шÿлемисем халĕ те тарăнлăхĕпе тĕлĕнтереççĕ. Шел, археологи, истори, ас тăвăм палăкĕн сăнĕ кăштах пăсăлнă – трактор таврашĕ кĕрсе çÿрени паллă. Хулаш çумĕнче – тыр-пул туса илекен хир. Шăпах çак хир ĕнтĕ сăртланса тÿпеленсе тăрать, тăпри айĕнче пăлхар хулине пытарса упранăнах туйăнать. Уй хĕрринче эпир кĕмĕл хутăшĕнчен пăлхар тапхăрĕнче хатĕрленĕ эреш-çакă тупрăмăр. Çакнашкал мелпе хатĕрленĕ илемчĕксем питĕ сайра. Ювелир япали тупăнни те сăрт айĕнче хула пытаннине çирĕплетет пек.

Хирте ăçта пăх унта – керамика ванчăкĕ. Тăм çеç хĕртмен кунта, мĕншĕн тесен тимĕр шăратнă йĕрсем те нумай. Тахçан авал кунта Атăлçи пăлхар экономикишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ (вăл тапхăрти промышленнăç ша­­­­­­йĕ­л­­­лĕ) «комбинат» ĕçленине, учÿ­­ке пуç çапма çынсем патшалăх пур кĕтессинчен те çул сăвапа çÿренине ĕненес килет.

Меречен тăвĕ çинчен калакан хавхасем каллех чиперуксемпе çыхăннă. Темиçе легендăна илсе кăтартар.

Меречен карман хула чапĕ таврана янраса тăнă. Хула тăрăнĕ патĕнче 7 (е 12) хĕр çăкăр пĕçерсе пурăннă. Монголсем тапăнсан çак чиперккесем акăшсене çаврăннă та Аслă Пÿлере вĕçсе кайнă тет. Пĕр хĕрĕ вара асăрхамасăр çăкăр çине пуснăран хур-акăш пулса тăрайман. Ăна тăшмансем тыткăна илнĕ, чура туса хунă.

Тепĕр хавха тăрăн патĕнче çăкăр пĕçерсе пурăннă хĕрсен шăпине кăшт урăхларах çутатать. Монголсем тапăнсан чиперуксем акăшсене çаврăнса Пÿлере вĕçсе кайман. Меречен сăрчĕ айĕнче вăрттăн çĕр хăвăлĕсем пур тет. Пикесем çавсенчен пĕринче пытаннă. Халĕ вĕсем çĕр айĕнче çывăраççĕ, вăхăт çитсен – шутсăр вăйлă тăшман тапăнсан – вăранаççĕ те татăклă çапăçăва тухаççĕ.

3-мĕш легенда урăхларах. Меречен хулин чапĕ таврара кĕрлесе тăнă. Тăрăшмал (Тăрмăш-мал) хуçа хула ÿссе пытăр тесе питĕ тăрăшнă. Тăрăшмалăн хăйĕн те чапĕ пысăк пулнă – ăсĕшĕн, ырă кăмăлĕшĕн, çынсемшĕн тăрăшнишĕн юратнă ăна. Хулара пурăнакан арçынсем, йĕкĕтсем пурте хĕç-ухă тытма, вăрçă вăрçма пĕлнĕ. Тăрăшмал тăрăнăн чипер те ăслă 7 хĕр ÿснĕ. Монголсем хулана тапăнсан, пăлхарсен вăй сахаллине кура, тăрăн хĕрĕсем тăшмана улталама шут тытаççĕ: монголсен утлă çарне сĕм вăрмана илĕртсе кĕрсе аташтармалла та пайăн-пайăн çапса аркатмалла. Анчах шухăшне пурнăçлаймаççĕ пикесем – ашшĕпе пĕрле тыткăна лекеççĕ.

Тăшмансем Тăрăшмал хуçапа хĕрĕсене 3 кун хушшинче чулран сăрт купалама хушаççĕ, кайран вара тăрăн çемйине унта чĕрĕлле чиксе хума тĕвелеççĕ. Хĕрĕсене çăмăллăх ыйтса Тăрăшмал пĕр вĕçĕмсĕр турра кĕлĕ тăвать. Çÿлти илтет унăн чун ыратăвне – 7 чиперука тÿпене илет те 7 çăлтăр туса хурать. Тăрăн вара хăй сăрт çинчен сикет. Тăшмансем унăн вилнĕ ÿтне илме анаççĕ те Тăрăшмал ÿк­­­­­­­­­­се вилнĕ тĕлте çăл куç тапса тухнине кураççĕ.

4-мĕш хавха анлăрах, Тĕрĕк элне çупăрлать темелле. Тĕрĕк элпуçĕн (каганĕн) 7 хĕр пулнă тет. Тăван çĕр-шыв тулăх пултăр, халăхсем пуян пурăнччăр, пурнăç артаклă (мирлĕ) тăтăр тесе вĕсем качча тухман, ĕмĕрĕсене çÿлти турра халалланă. Сарлака та анлă Тĕрĕк элĕн тĕрлĕ кĕте­­­­­­­сĕ­н­­­­­­­че сăваплă пурнăçпа пурăнса вилнĕ вĕсем. Сăваплă таса хĕрсем куçĕсене хупсан вĕсене пытарма ашшĕ керменне илсе килмен, çĕр-шыв сыхчисем туса хăйсем пурăннă тăрăхсенчех тирпейлесе пытарнă. Легендăна ĕненсен – элпуçĕн аслă хĕрне Меречен тăвĕ çине пытарнă (тепĕрне – Пÿлерте, виççĕмĕшне – Хусан çырми (Казанка) çыранне, тăваттăмĕшне – Украинăра, пиллĕкмĕшпе улттăмăшне ăçта пытарни паллă мар, кĕçĕннине вара Арави çур утравĕ çинче пытарнă тет).

Çакна палăртмалла: сăрт çинче тăшмансемпе çапăçса (е тăшмана пула сарăмсăр) вилнĕ хĕрсем çинчен калакан хавхасем тĕрĕк тĕнчи талккăшипех тĕл пулаççĕ. Пĕчĕк хулара вилнĕ пулсан вĕсем йышпа 7-ĕн, хăш чух 12-ĕн, пысăк хуласенче вара – 40-ĕн. Пит тĕлĕнтереймĕн çакнашкал легендăсемпе. Анчах хавхасен евĕрлĕхĕ – саккунлăхĕ те – пур: хĕр тăвĕсем пирки калакан халапсем чăн-чăн хуласемпе çыхăннă. Енчен те пĕр-пĕр сăртпа çыхăннă çакнашкал легенда пулсан, апла çав вырăнта чăнласах авалхи хула ларнă темелле. Тутар Сĕнчелĕ па­­­­­­­­­тĕ­н­­­че те, Меречен хулашĕ çумĕнче те пысăк сăртсем сарăлса выртаççĕ. Вĕсем авалхи пысăк хула тăприсем тесе калас килет. Тутарстан ăсчахĕсем вĕсене чавмаççĕ. Ĕмĕрсем каялла истори ыйхине путнă чăваш-пăлхар хулисене чĕртсе тăратас кăмăл çук вĕсен. Монгол тутарсем тапăнас умĕн Атăлçире пулнă Юлиан манах Пăлхар патшалăхĕ пысăк çарсем кăларса тăратма пултаракан 50 яхăн мăн хула ларнине асăннă.

Пăлхарсен çухалнă хулисене тупас текен çук Атăлçире. Чăвашсене те кирлĕ мар вĕсем.

«Иртнипе малашлăх чиккинче» проект ЧР Инф­ормаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Ускатум КУНЦУЙ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.