«Лидер хăйĕн командипе вăйлă»

28 Мая, 2020

«Ертсе пыракансен команди» конкурсăн финалне тухакансене республикăри ертсе пыракан кадрсен резервне хаклав ирттермесĕрех кĕртĕç. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев çапла хушнă.

Аса илтеретпĕр: Олег Николаевăн пуçарăвĕпе республикăра «Ертсе пы­ракансен команди» тата «Çамрăк ли­дерсем» конкурссем иртеççĕ. Пысăк çитĕнÿсем тума ăнтăлакан пултарул­лă ертÿçĕсен заявкисене lider.cap.ru сайтра çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ. «Ертсе пыракансен коман­ди» конкурсăн партнерĕсен йышĕнче — Чăваш Енри ăнăçлăн аталанса пыракан предприятисем. Эппин, çурма финала тата финала тухакансем пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ компанисене ĕçе вырнаçма, хăйсен ăсталăхне ÿстерме тата опыт пухма пултараççĕ. Конкурс партнерĕ­сен хушшинче «Лента» акционерсен об­ществи те пур.

Роза ИВАНОВА, «Лента» обществăн генеральнăй дирек­торĕ:

Питĕ кирлĕ, вырăнлă, вăхăтлă конкурссем. Респу­бликăна шав ма­лалла ăнтăлакан, çине тăма пĕлекен, пултаруллă çамрăк çынсем кирлĕ. Пирĕн халăх питĕ ĕçчен. Çавăнпа регионта вăйлă менеджерсем, ертсе пыракансем пулмалла. Вĕсем çын­сене пĕрлештерме тата тĕрĕс çулпа ерт­се пыма вăй çитерччĕр. Вăйлă лидер — вăйлă регион. Лидер вара командăпа вăйлă. Хамăрăн лидерăн командинче çине тăма пĕлекен интереслĕ çынсене курас килет. Çак конкурссем çамрăксе­не тата ертсе пыракансене хăйсене кă­тартма май параççĕ. Пуçаруллă, инте­реслĕ çынсене пĕрле пухни питĕ лайăх. Эппин, çак çамрăксемпе ертÿçĕсем хăй­сен пуласлăхне хамăр республикăрах кураççĕ. Унăн аталанăвне хăйсен тÿпине хывма пултараççĕ.

Çамрăк кадрсем пирки калас тăк, вĕсене «çитĕнтерес» ĕçе пирĕн те, предприяти-организаци ертÿçисен, хут­шăнмалла. Диплом пурри çеç çителĕксĕр, пухнă пĕлÿпе усă курма пултармал­ла. Çапах эпир йĕркеллĕ ĕç вырăнĕ ту­масан, тивĕçлĕ шалу тÿлемесен кад­рсем килмеççĕ. Çынсем илĕртÿллĕрех ĕç вырăнне суйласа илеççĕ, эппин, çакă — ĕç паракансен конкурсĕ те. Халĕ шă­пах республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă про­граммине хатĕрлес-сÿтсе явас ĕç пы­рать. Региона аталантарас тесен уйрăм бизнес-проектсем çеç çителĕксĕр. Пысăк тухăçлă тата пысăк шалуллă ĕç вырăнĕ­сем тумалла, миграци юхăмне чакармал­ла. Унсăр пуçне республикăн инфраты­тăм тĕлĕшĕнчен те кăсăклă пулмалла.

Пирĕн компани — конкурсăн партнерĕ, çавна май унта хутшăнакансене кăшт хавхалантарас килет. Кунта чи кирли укçа мар. Çамрăксем хăйсен çулне туп­нă ăнăçлă çынсен тĕслĕхĕпе хавхаланч­чăр. Вĕсен тата çакна ăнланмалла: каш­ни кун малалла ăнтăлмалла, хăйсене шанма пăрахмалла мар, кашни йывăр­лăха çĕнĕ май пек йышăнмалла, нихăçан та алă усмалла мар.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.