Рабочисем ытларах кирлĕ

29 Июл, 2014

Тунти кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин территори органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Малтанах республика Пуçлăхĕ РФ Президенчĕн кăçалхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнчи хушăвĕсемпе паллаштарнă - вĕсене çĕр-шыв ертÿçи РФ Президенчĕ çумĕнчи нацисен хутшăнăвĕсем енĕпе ĕçлекен канаш ларăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса панă. Михаил Игнатьев çавăн пекех хăй Владимир Путин Президентпа тĕл пулни çинчен каласа панă.

Республикăн инвестици программине 2014 çулăн пĕрремĕш çурринче мĕнле пурнăçланипе экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарнă. Республикăра бюджет инвестицийĕсен калăпăшĕ кăçал 5 млрд тенкĕпе танлашмалла. 2221 вырăнлăх 12 ача садне, 295 вырăнлăх икĕ шкул, 20 фельдшерпа акушер пунктне, 6 спорт объектне, хула округĕсенчи урамсенчи 2,4 км ытла тата пурте усă куракан 3 км автоçулсене хута ямалла.

Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче вĕрентÿ, физкультурăпа спорт, пурăнмалли çурт-йĕр строительствин объекчĕсенче республика бюджечĕн пысăк укçипе усă курнă. Çĕрпÿре 240 вырăнлăх ача сачĕ, Шупашкарта сывлăх комплексĕ хута янă, Комсомольски, Муркаш, Çĕрпÿ, Шупашкар тата Етĕрне районĕсенче модуль ФАПсем уçăлнă. Республика Пуçлăхĕ уйăрнă укçапа вăхăтра усă курмалли çинчен асăрхаттарнă. «Çанталăк лайăх тăнипе усă курса мĕн пур ĕçе пысăк пахалăхпа тата палăртнă вăхăтра, юридици докуменчĕсемпе килĕшÿллĕн вĕçлемелле. Аукционсенче çĕнтернĕ подрядчиксен хăйсен обязательствисене туллин пурнăçламалла», - тенĕ вăл.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов кăçал тĕрлĕ учрежденирен вĕренсе тухнисене ĕçе вырнаçтарасси çинчен каласа панă. Чăваш Енре ку енĕпе аслă вĕрентĕвĕн 22 тата професси вĕрентĕвĕн 33 организацийĕ ĕçлет. 2014 çулта 18 пине яхăн специалиста вĕрентсе хатĕрленĕ. Министр палăртнă тăрăх - хальхи вăхăтра кадрсене мĕнле специалистсем кирлин прогнозĕн никĕсĕ çинче хатĕрлеççĕ. Çав вăхăтрах экономикăна çуллен мĕн чухлĕ çын кирли тата вĕренсе пĕтерекенсен йышĕ хушшинче тытăм тĕлĕшпе шайлашу çукки палăрать. Ыйтăва вĕренÿ заведенийĕсем кадрсене тÿлевлĕ майпа ĕç рынокне тĕпчемесĕр хатĕрлени пушшех çивĕчлетет.

Михаил Игнатьев рабочисен профессийĕсене алла илнĕ специалистсем çителĕксĕррине федераци шайĕнче сÿтсе явнине аса илтернĕ. Аслă пĕлÿ моди иртсе пырать, вăтам професси вĕрентĕвĕ çине пусăм тумалла, мĕншĕн тесен ĕç рынокĕнче рабочисен профессийĕсемпе специальноçĕсем ытларах кирлĕ.

К.ЯКОВЛЕВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.