«Хыпарăн» пĕрремĕш номерех чикĕ урлă каçнă
Николай Никольский çуралнăранпа паян 142 çул çитрĕ. Çулленех çак кун тăван кĕтесĕнче — Муркаш районĕнчи Купăрляра, Сосновка шкулĕнче, Николай Никольскин Ваçкассинчи музейĕнче, Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче тĕрлĕ тĕлпулу-конференци иртетчĕ. Кăçал ун пекех пулмарĕ, тĕнчере, çĕршывра, çавăн пекех Чăваш Енре те, коронавирус инфекцийĕ алхаснине кура ушкăнпа пухăнмалли мероприятисем йĕркелемĕç. Анчах çак самантра вăл — Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсен историне, этнографине тĕпченĕ, ăслăлăх ĕçĕсем çырнă, вĕрентÿ хатĕрĕсене тăван чĕлхене куçарнă, халăх медицинипе, музыкипе кăсăкланнă ентеш — асрах.
Пирĕншĕн вăл, «Хыпар» Издательство çуртĕнче ĕçлекенсемшĕн, тата çывăхрах та хаклăрах: 1906 çулхи кăрлачăн 21-мĕшĕнче паянхи кун та чăвашсен тĕп хаçачĕн статусне тытса пыракан «Хыпар» хаçатăмăра кăларма пуçланă. Пирвайхи экземплярĕ 1500 экземплярпа кун çути курнă. Тăван чĕлхепе тухнă пĕрремĕш хаçат чăваш ялĕсене кăна мар, Мускавпа Питĕр университечĕсене, çаплах чикĕ урлă каçса Лондон, Париж, Рим, Будапешт, София, Константинополь, Филадельфи хулисенчи ăслăлăх çурчĕсене çитнĕ.
Хаçата пичете янă кун Николай Васильевич хыпарçăсене Хусанти ресторана илсе кайнă. «Паян «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухни, — тенĕ вăл кăпăклă сăра тултарнă куркана çÿле çĕкленĕ май, — чăваш халăхĕн пысăк уявĕ пек, культурăллă çĕнĕ пурнăçăн çуркунне евĕр туйăнчĕ мана».
«Хыпарăн» 115 çулне паллă тăвиччен вăхăт пĕр çултан та сахалрах юлчĕ. Çак тапхăрта вăл чăннипех чăваш халăхĕн пурнăçне, кун-çулне сăнлакан тĕкĕр пулса тăчĕ. Хаçат эпир, чăвашсем, çут тĕнчере хамăр вырăна тупса, çут çанталăкпа килĕштерсе йĕркелесе пыма пултарнине кăтартакан сасă пекех. Кунашкал ĕçе хăй çине илекенсенчен пĕрремĕшĕ шăпах Николай Никольский пулнă.
Мĕн пĕлетпĕр-ха ун çинчен? Николай Никольский, Николай Ашмарин, Иван Яковлев, Гурий Комиссаров пекех, чăвашсен чи ăслă çыннисен йышĕнче тăракан ят. Вăл çавăн пекех общество ĕçченĕ те пулнă, пÿлĕмре е архивра кăна ларман, таçта та çитнĕ, ĕлкĕрнĕ. Çавăнпа унăн ĕçĕсем кирлĕ мар теме никам та хăяймĕ. Кирлĕ, çав тери кирлĕ. Вĕсене тытса пăхсан, вуласан – вун-вун, пин-пин шухăш çуралать.
Анчах ăсчахăн пурнăç çулĕ тикĕс те яланах яка пулнă тесе калаймăн. Ăна хăй вăхăтĕнче кÿрентернĕ, ал çырăвĕсене кун çути кăтартман. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенче çеç 2-3 ĕçĕ пичетленнĕ. Ун çине çав вăхăтра тĕрлĕ «ярлăк» çакнă, çавăнпа хĕстернĕ те. 80-мĕш çулсен варринче те хăпман-ха çав «хура» япала. Çак инкеке пулах унăн ячĕ çыршывра тухнă нихăш энциклопедие те лекеймен. Ал çырăвĕсем те чылай хулари ăслăлăх фончĕсенче усăсăр выртнă. 15 çул каялла Николай Никольскин çырнисен пуххин пĕрремĕш томĕ кун çути курчĕ. Вулакан патне унăн «Краткий конспект по этнографии чуваш», «Краткий курс этнографии чуваш», «Народная медицина чуваш» монографийĕсем, темиçе статйи çитнĕ. Каярахпа тата виçĕ том, этнографипе, фольклорпа, историпе тата ыттипе çыхăннисем, тухнă.
Паянхи кун Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн фондĕнче Никольскин 260 томран тăракан ал çырăвĕ упранать. Мĕнлерех усă кураççĕ унпа? Çакăн пирки институтăн ученăйсекретарьне Димитрий Егорова каласа кăтартма ыйтрăмăр.
— Никольский пире питĕ пулăшать, — терĕ Димитрий Владимирович. — Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче пирĕн ăсчахсем тăрăшнипе унăн çырнисен пуххи пичетленчĕ. Юлашки çулсенче ăна халалланă, ун пирки çырнă ятарлă ĕçсем тухман пулсан та фондра упранакан ал çырăвĕсемпе май килнĕ таран усă курма тăрăшатпăр. «Чăваш халăх пултарулăхĕ» ярăмпа 10 кĕнеке кăларнă, вĕсенчен пысăк пайне — юмахсене, вĕрÿ-суру чĕлхине, тупмалли юмахсене — Никольский фондĕнчен илнĕ. Иртнĕ çул ярăма çĕнĕрен йĕркелесе «Паттăр юмахĕсене» чăвашла тата вырăсла пичетлесе кăлартăмăр. Унта та паллă ăсчахăн ĕçĕсем вырăн тупнă. Хальхи вăхăтра Надежда Ефремова-Ильина асăннă ярăмăн чăваш мифологийĕпе çыхăннă кĕнекине хатĕрлет. Ку хутĕнче кăларнинче те Николай Васильевичăн халăхран çырса илнĕ кăсăклă ĕçĕсем пулĕç.
Комментировать