Больницăран тухса тарнă
Шупашкарти больницăра коронавирусран сипленекен хĕрарăма больницăран тухса тарнăшăн явап тыттарĕç.
COVID-19 диагноза çирĕплетнĕ хыççăн ăна ака уйăхĕн вĕçĕнче сипленме вырттарнă. Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче хĕрарăм йĕп пек çухалнă. Ăна полицейскисене шыраттарма тивнĕ. Тăрăшни сая кайман – 43 çулти хĕрарăма темиçе сехетрен хулари остановкăсенчен пĕринче асăрханă.
Ерекен чирлĕ хĕрарăм тĕлĕшпе санитарипе эпидемиологи правилисене пăснăшăн РФ Уголовнăй кодексĕн 236-мĕш статйин 1-мĕш пайĕпе ĕç пуçарнă. Ку статьяра пăхса хăварнă тăрăх, айăплине 700 пин тенкĕ таран штрафлама е 2 çул таран хупма юрать.
Комментировать