Республика Правительстви шантарни пурнăçланать

26 Июл, 2014

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Улатăр хулинче пулнă.

Районăн тĕп больницинче Юрий Боголюбов тĕп врач ача çуратмалли уйрăм ĕçĕпе паллаштарнă. «Ача çуратмалли сертификат» программа пулăшнипе больницăна çĕнĕ техникăпа тивĕçтернĕ, врачсем çителĕклĕ, эмелсем, кирлĕ ытти материал тĕлĕшпе чăрмав çук. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Улатăрта халăх йышĕ хăй тĕллĕн чакса пырасси 8,5% танлашнă, Улатăр районĕнче - 13,9%. Ача çуратмалли уйрăмра ăста тата пĕлÿллĕ персонал ĕçлет, чăн та, педиатрсем çитмеççĕ. Чылай çул ĕнтĕ хулара тулашри сăлтавсене пула тин çуралнă ачасем вилнĕ тĕслĕх пулман. Республика Пуçлăхĕ медиксемпе, ача çуратнă хĕрарăмсемпе калаçнă, вĕсем кунти пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ тивĕçтернине палăртнă.

«Алатырьторгсервис» МУПăн хула пасарĕнче пулнă. Кунта 800 яхăн суту-илÿ вырăнĕ йĕркеленĕ. Михаил Игнатьев ассортимента тишкернĕ, сентресем çинче Чăваш Енре хатĕрленĕ продукци пуррипе кăсăкланнă. Улатăрсем палăртнă тăрăх - çак продукцие халăх лайăх туянать. Михаил Васильевич та республикăра туса кăларакан апат-çимĕç паха пулнине палăртнă май ăна ытларах сутмалли çинчен каланă.

Пасар патĕнче республика Пуçлăхне хула çыннисем сырса илнĕ, тĕрлĕ ыйтăва çĕкленĕ - вĕсем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналă хуçалăх ĕçне лайăхлатассипе çыхăннă. Тротуарсем, картишсенчи çулсем арканни, çуртсен тăррисем çумăр яни, нумай хваттерлĕ çуртсен путвалĕсенчи пăрăхсем юхăнни, райбольницăра уйрăм специалистсем патне çырăнма йывăрри, уйрăм çынсен çурчĕсем вырнаçнă территорисене тирпейлеменни çинчен каланă. Çĕкленĕ çак ыйтусене татса парассине Михаил Васильевич хăй тĕрĕслесе тăма шантарнă.

«Стрелка» микрорайонти тĕл пулура та хула çыннисем картишсем тирпейсĕрри, коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕ тивĕçтерменни, çуртсене юсаманни пирки ÿпкелешсе калаçнă. 34-мĕш çуртри пуçаруллă çынсем вара хăйсен картишне хăйсемех тирпейлесе хăтлăх кÿнĕ. Вĕсем Михаил Игнатьева тав тунă: «Хула сăн-сăпачĕ улшăнни куç кĕрет, эсир Улатăршăн чунпа тăрăшнине туятпăр».

Республика Пуçлăхĕ 4 çул каялла Сăр урлă хывнă кĕпер çинче пулнă, юхан шывăн сулахай çыранĕнчи эрози хăрушлăхне хăй куçĕпе курса ĕненнĕ. Унтан граждансене юхăннă тата авари пулма пултаракан çурт-йĕр фондĕнчен куçармалли тĕллевлĕ программа мĕнле пурнăçланнипе паллашнă. Горький урамĕнчи нумай хваттерлĕ 4-мĕш çуртри 15 хваттерте пурăнакансене 2010 çулта куçарнă. Кайран кивĕ çурта пăснă, лаптăка «Нива и К» ООО 23 хваттерлĕ çĕнĕ çурт тума харпăрлăха туяннă. Унта темиçе çемье куçнă. Çынсене кивĕ çуртсенчен куçармалли программăна Улатăрта 2017 çулта вĕçлесшĕн.

Ачасен «Сказка» паркĕнче Михаил Игнатьев «Железнодорожник» ТОСра пурăнакансемпе курнăçнă. Çынсем паркра çĕнĕ аттракционсем вырнаçтарма, ачасем валли вăйă площадкисем йĕркелеме, кинотеатр уçма ыйтнă. Михаил Васильевич Улатăрсене хула ыйтăвĕсене çывăха илнĕшĕн, унăн пурнăçне хастар хутшăннăшăн тав тунă: «Эсир хăвăрăн хулана юратни, ăна лайăхрах тума ăнтăлни куç кĕрет».

Унтан хулан социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн ыйтăвĕсемпе канашлу ирттернĕ. Ăна уçнă май республика Пуçлăхĕ муниципалитетсенче пулса, халăхпа калаçса чăн лару-тăру тĕлĕшпе усăллă та тĕплĕ информаци илнине палăртнă. Михаил Игнатьев шухăшĕпе - республикăри пĕтĕмĕшле лару-тăрăва кура хуласемпе районсем аталанни палăрать, врачсен, учительсен, ача сачĕсен воспитателĕсен, культура ĕçченĕсен шалăвĕ ÿсет, пурнăç пахалăхĕ лайăхланать. Чăн та, çак аталанăва хăвăртлатас килет. «Пурте пĕтĕмпех хăвăрт улăштарасшăн, анчах ялан апла пулмасть. Çапах республика Правительстви хăй шантарнине туллин пурнăçлать», - тенĕ вăл.

Улатăрсем пултарнă таран çурт-йĕрпе картишсене тирпейлесе хăтлăлатаççĕ, таврана илемлетеççĕ, Михаил Васильевич хăйсен хулине юратакансене тата ăна хăйсен вăйĕпе лайăхлатма тăрăшакансене тав тунă. Çапах хуçа алли курăнман вырăнсем те пур. Тирпейлемен йывăç-тĕм, çÿп-çап, газонсем çинчи автомобильсем - çакă авалхи хулана илем кÿмест. Михаил Игнатьев хула çыннисене Улатăр территорине тирпейлемешкĕн хутшăнма чĕнсе каланă. «Шел, мĕн пур ĕç валли укçа çитмест, çапах йĕрке пулмалла», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ.

Утă уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне Улатăр хула администрацийĕн тата ăшăпа тивĕçтерекен организацисен муниципалитет нушисем валли усă курнă çут çанталăк газĕшĕн тÿлемелли парăмĕ 36,2 млн тенкĕпе танлашнă. Унăн пĕтĕм калăпăшĕ - «Улатăрти пĕрлештернĕ котельнăйсемпе ăшă сечĕсен предприятийĕ» МУП тÿпи. ЖКХ организацийĕсен электроэнергипе çыхăннă парăмĕ - 51,7 млн тенкĕ. Хула çыннисем пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналă пулăшу ĕçĕсемшĕн çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 49,1 млн тенкĕ тÿлесе татман.

Михаил Игнатьев хула администрацине управляющи компанисемпе пĕрле ЖКХ парăмĕсене шыраса илес енĕпе мерăсем йышăнма, халăхран пухакан укçан малалли куçăмне çирĕп тĕрĕслесе тăма хушнă. Çавăн пекех арендăна панă çĕр лаптăкĕсемшĕн татма тÿлевсене суд урлă шыраса илмеллине палăртнă, утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çак парăм 2,7 млн тенке çитнĕ.

Улатăр хулин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕ çинчен администраци пуçлăхĕ Михаил Марискин доклад тунă. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин Улатăрта ĕç укçине вăрттăн схемăсемпе тÿлекен предприятисем пурри çинчен каланă, çакна вĕсен ĕçченĕсен официаллă шалăвĕ пурăнма кирлĕ виçерен те пĕчĕкреххи çирĕплетет. Çавăн пекех министр хулара предпринимательсен шучĕ ÿссе пынине палăртнă, çакă - бизнес валли аван условисем йĕркеленин палли.

Михаил Игнатьев аптекăсенче спиртлă шĕвексем сутма юраманнине аса илтернĕ. Калăпăр, Улатăрта республика Пуçлăхĕ ыйтнипе пĕр хаçат журналисчĕ «Фармация» аптека сетьне кайнă, унта виçĕ «фанфурик» туяннă. «Фармация» вара çакнашкал шĕвексене сутма чарăнасси çинчен калакан меморандума чи малтанхисен шутĕнче алă пуснă. «Тепĕр хут калатăп, аптекăсем - çакнашкал шĕвексем мар, эмел препарачĕсем сутакан учрежденисем», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков çурт-йĕр строительстви, граждансен уйрăм категорийĕсене хваттерсемпе тивĕçтерни çинчен каласа панă. Тариф службин ертÿçи Альбина Егорова утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тарифсем ÿсни çуртсен хăш категорийĕсене пырса тивнипе паллаштарнă.

Çул çÿреве пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ хула администрацийĕ умĕнчи тĕллевсене палăртнă. Чи малтанах çулсене юсас, сывлăх сыхлавĕнчи, ЖКХри çивĕч ыйтусем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалла. «Улатăрсем çĕкленĕ мĕн пур ыйтăва шута илнĕ, кашнине хуравлăпăр. Çивĕч ыйтусене татса памалла - хула çыннисем эпир паянхи куна вĕсемшĕн усăллă ирттернине курччăр», - тенĕ Михаил Васильевич.

 

Е.АЛЕКСЕЕВ

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.