Паянхи шкул вулавăшран пуçланать-и?

25 Июл, 2014

Çамрăк ăрăва кĕнекене юратма вĕрентес тесен мĕн тумалла? Паян, ачасем хăйсене кирлĕ произведенисене планшетпа вуланă чухне, шкул библиотекисем кирлĕ-и? Шăпăрлансен ăс-хакăлне тăвăмне аталантарма мĕнле çул-йĕр пур-ши? Пĕлÿ çурчĕн вулавăшĕнче ĕçлекенсем иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче мĕнле мероприятисем ирттернĕ-ши? Çак тата ытти ыйтăвăн хуравне тупас тĕллевпе Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеçре пурăнакан Юлия Андреевăпа тĕл пултăм. Юлия Витальевна 38 çул шкул библиотекинче вăй хунă.

"Юпа уйăхĕн вĕçĕнче эпир вулавăшра Пĕтĕм тĕнчери шкул библиотекисен кунне паллă турăмăр. Кунта пурте савакан Юлия Витальевна ĕçлет. Вăл сĕре кăмăллă çын. Ăна ачасем хăйсемпе калаçма, пĕр чĕлхе тупма пĕлнĕшĕн хисеплеççĕ. Пире вăл яланах ăш пиллĕн, йăл кулăпа кĕтсе илет. Пурте килĕштереççĕ ăна, уçă кăмăллăскере. Тĕрĕссипе, ун пек çынна юратмасăр май та çук", - çырнă хăй вăхăтĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Светлана Тукмакова Улатăр район хаçатĕнче. "Шкул библиотекăран пуçланать" заметка "Здесь наши корни" кĕнекере те вырăн тупнă. Унпа эпĕ вулакана ахальтен паллаштармарăм. Юлия Витальевна тĕлĕнмелле пуян чун-чĕреллĕ çын. Хĕвел пек ăшă та ырă кăмăлĕпе, тараватлăхĕпе, йывăç тымарĕ пек тарăн ăс-тăнĕпе нумай çынна хăйĕн патнелле туртать вăл. Çавăнпах ялта ят-хисепĕ те пысăк. Кивĕ Эйпеçсем ялта клуб çук пулин те питĕ чĕрĕ халăх. Вера Разбойкина тата ытти культура ĕçченĕ йĕркелесе пынипе кунта куллен интереслĕ мероприяти иртет. Хăйне евĕрлĕхĕпе палăраççĕ вĕсем. Сăмахран: Мăнкунра ратнесен уявне паллă тунă. Юлия Андреева вĕсене ялан хастар хутшăнать. Чăваш халăх йăли-йĕрки, культури ан манăçтăр тесе тăрăшать. Хăй тахçанах тивĕçлĕ канăва тухнă пулин те çак ыйтусем ăна питĕ канăçсăрлантараççĕ.

"Ача чухне эпĕ вĕрентекен пулма ĕмĕтленеттĕм. Ялти шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри педучилищĕне кайса пăхрăм - телей пулмарĕ. Каярах И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш патшалăх педуниверситетне вырăс-чăваш уйрăмне кĕрес терĕм те - вĕсене пайларĕç. Вара документсене илтĕмĕр те хĕр тусăмпа Казахстана тухса кайрăмăр. Оседлое шкулне ĕçе пионер вожатăя вырнаçрăм. Хама аванах кăтартрăм-ши - облаçри хаçатран та килсе ÿкерсе кайрĕç. Çулла тăван яла отпуска килсен шкул директорĕ калаçтарма пуçларĕ. "Вожатăйра ĕçлессишĕн мĕншĕн унта çитиех каймалла, кунта та хăвăн вырăнна тупма пултаратăн",- терĕ хайхи. Çапла вара Кивĕ Эйпеç пĕлÿ çуртĕнче библиотекăра вăй хума тытăнтăм. Лере директор ман вырăна чылайччен тытса тăнă. Çыру хыççăн çыру яратчĕ. Ĕç кĕнекине те час ярса памарĕ",- аса илет пурнăç çулне Юлия Витальевна.

Вулавăшра та вожатăй пекех класс тулашĕнчи ĕçсене йĕркелемелле. Хăнăхнă темелле. Ак хайхи библиотекарь ĕçĕ те кăмăла килет Юлия Андреевăна. Пĕлÿшĕн ăнтăлаканскер Çĕрпÿри культурăпа çутĕç училищинчен вĕренсе тухать. 1971 çултан пуçласа 2006 çулччен вулавăш хуçинче тăрăшать. Çак тапăхăрта миçе ачана кĕнекен илĕртÿллĕ тĕнчине илсе кĕмен-ши вăл? Хистесе, "шаккаса" мар, вăйă-конкурспа, спектакль сыпăкĕсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе, каларăшсемпе, викторинăсемпе, кăсăклă тĕл пулусемпе... "Ĕçĕ, чăнах та, килĕшетчĕ. Вĕренекенсем ман паталла туртăнатчĕç. Яланах кĕнекепе çыхăннă мероприяти йĕркелеттĕмĕр. Кĕнеке илме килсен хăйсем те тĕрлĕ сĕнÿ паратчĕç. "Чун çимĕçĕсĕр" тăман ун чухне çамрăксем. Çав çулсенче вулавăш фондĕнче 20000 ытла кĕнекеччĕ. Чăвашли те самайччĕ: 15 000 яхăн. Илемлĕ литература та пулнă. Пире тата Шупашкартан Степан Лашман писатель кĕнекесем ярса паратчĕ. Алă пуссах парнелетчĕ. Библиотекăра унăн ĕçĕсене халалласа курав та йĕркеленĕччĕ. 1927-1930 çулсенче вăл пирĕн шкулта директорта ĕçленĕ. Кунта вăл радиокружок йĕркеленĕ, ачасемпе çамрăксене хăй çырнă пьесăсемпе тăрăх спектакльсем ларттарнă. Библиотекарьте ĕçленĕ тапхăрта эпĕ ун патне Шупашкара икĕ хутчен те кайнăччĕ. Вĕсем мăшăрĕпе Ашмарин урамĕнче пурăнатчĕç. Вашават кĕтсе илетчĕç. Çыравçă Кивĕ Эйпеçре ĕçленĕ çулсене ырăпа аса илетчĕ, пирĕн яла шутсăр юрататчĕ. "Килсе куратăпах эпĕ сирĕн пата",- тетчĕ. Анчах килесси пулмарĕ, вăл вăхăтра пирĕн патăмăра Шупашкартан самолет вĕçетчĕ. Писатель "тимĕр кайăкпа" вĕçме сывлăх хавшакрах тетчĕ. Тĕрмере айăпсăр ларни пирки тăтăшах сăмах пуçаратчĕ, ал çыру нумай çухални пирки хурланатчĕ. Каярах вăл пирĕн патăмăра - библиотека тусĕсен ячĕпе çырусем çыратчĕ. Ашмаринăн 17 томлă словарьне парнелеме шантаратчĕ. Хăй çырнă пьесисене ярса паратчĕ. Вьетнам ачисем çинчен хайланине эпир ачасемпе ял-ял тăрăх лартса çÿреттĕмĕрччĕ. Спектакль умĕн пухăннисене яланах Степан Лашман пултарулăхĕпе паллаштараттăмччĕ. Пире Чапаевка поселокĕнче те, Паснапуç ялĕнче те хаваспах йышăнатчĕç. Çырăвĕсенче çыравçă çамрăк ăрăва яланах ырă сĕнÿсем паратчĕ",- каласа парать Юлия Витальевна.

Нумай шкулта паян вулавăш çукки хытах пăшăрхантарать ăна. "Капла ачасем чăвашла вулама та манаççĕ пуль",- салхулланать вăл. Юлия Андреева пĕлтернĕ тăрăх - вĕсем кашни уяв тĕлне мероприяти ирттернĕ. Вĕсене шкулти вожатăйпа, ялти вулавăш "хуçипе" пĕрле те йĕркеленĕ. Кашни уяврах кĕнекене пропогандăланă. Кашни мероприятиех "чун çимĕçĕпе" çыхăнтарнă. Вĕсем хыççăн ачасем тепĕр куннех вулавăша кĕпĕрленсе килетчĕç. Чун хĕпĕртетчĕ. 15-20 йышши хаçат-журнал çырăнса илеттĕмĕр. Пирĕн район центрне кайнă чухне мероприятисене вырăсла ирттерме тиветчĕ. Эпир ялта кăна чăвашчĕ, Улатăра тухсан - вырăсчĕ. Пĕрре, спектакль сыпăкне чăвашла кăтартнăччĕ те - эх кулчĕç çав пирĕнтен. Ун чухне район администрацийĕнче чăвашла пĕлекен хĕрарăм пурччĕ те пире çăмăлрахчĕ, хÿтĕлетчĕ. Халĕ унта ирçесемпе вырăссем кăна юлнă. "Чăваш радионе ярсан та манран кулаççĕ",- пытармастчĕ çав хĕрарăм. Ас тăватăп-ха: "Атте, анне тата эпĕ - вулакан çемье" мероприяти питĕ лайăх иртнĕччĕ. Конкурсĕсене кăсăклантармалла йĕркеленĕччĕ. Тĕпренчĕкĕсем пĕлменнине ашшĕ-амăшĕ хуравлатчĕ. Ун хыççăн ачасем пĕр уйăх кĕнеке илме чупрĕç. Тĕрĕссипе, вĕсем кашни уяв каçĕ хыççăнах "чун çимĕçĕ" патне пыратчĕç. Чылай чухне ачасен тавра курăмне аталантарас, ас тăвăмне ÿстерес тĕллевпе конкурс-викторина ирттереттĕм. Шăпăрлансем сăвă пăхмасăр калакансен конкурсне юрататчĕç. Чи маттуррисене, кĕнеке нумай вулакансене тăтăшах хавхалантараттăмăр. Хальхи ачасем сăвва та час ас туса юлаймаççĕ. Библиотекарьсене мероприятисем ирттерме çăмăл мар. Çамрăк ăру хутшăнасшăнах мар-мĕн вĕсене. Ачапчана паян компьютер кăна илĕртет. "Шкул библиотеки уçмасть те",- теççĕ. Мĕншĕн тесен уйрăм библиотекарь ставкине пĕтерчĕç. Вулавăша учительсене шанса параççĕ. Вĕсен вулавăшпа аппаланма вăхăт та çук. Вĕрентекенсем вĕренÿ çулĕ пуçланнă чухне ачасене учебниксем валеçсе параççĕ те çу уйăхĕн вĕçĕнче пухса илеççĕ. Ачасем кĕнеке ан вулаччăр тесе çапла турĕç-ши? Пĕлÿ çуртĕнче библиотека та ĕçлемест тĕк, вожатăй та çук тăк - çамрăксем кĕнеке патне туртăнччăр, тавра курăмĕ аталанччăр тесе мĕн тăватпăр-ши?

Манăн шухăшпа, шăпăрлансене кĕнеке вулама юраттарасчĕ тесе хаçатсем тăрăшма пуçларĕç. "Ачапча" кăларăм пур, "Тетте" журнал та тухать. Манăн тăваттăри мăнук та: "Асанне, "Тетте" килнĕ",- тесе епле савăнать",- чунне уçать Юлия Витальевна. Юлия Андреева шухăшĕпе Интернетран хыпар-хăнар кăларса илнипех ачапчан тавра курăмĕ аталанаймасть, ас туса юласлăхĕ ÿсмест. Аслă библиотекарь каланă тăрăх - мероприятисене писательсене те чĕнмеле, вĕсемпе çыхăну тытмалла. Кĕнеке хăтлавне ытларах йĕркелемелле. Юлия Витальевна паян та "чун çимĕçĕсĕр" пурăнаймасть. Ялти вулавăша куллен çÿрет. Денис Гордеевăн хайлавĕсене, Порфирий Афанасьевăн сăввисене сĕре кăмăллать. Пушă вăхăтра вăрмана çÿрет.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: