Пыл хурчĕшĕн налук хумĕç-и?

30 Апр, 2020

Министр пĕр сехетре 70 ыйтăва хуравларĕ

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов министерство йĕркелекен «АгроЧас» программăра республикăра пурăнакансен агропромышленноç тата ял территорийĕсен аталанăвĕпе, çĕр çинче ĕçлекенсене патшалăх пулăшăвĕ парассипе çыхăннă ыйтăвĕсене хуравларĕ.
«Тÿрĕ линие» ирхи 6 сехет те 30 минутра Çĕрпÿ районĕнчен тухрĕ. ≤…≥
Сергей Артамонов ял хуçалăхĕнче продукци туса илекен тата ăна тирпейлесе апат-çимĕç хатĕрлекен организацисен ертÿçисенчен вакансисен пĕтĕм çĕршыври «Работа в России» порталĕнче регистрациленме тата пушă ĕç вырăнĕсем çинчен унта информаци пĕлтерме ыйтрĕ. Акан 28-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри 160 предприятие шута илнĕ. Республикăн социаллă пурнăçĕпе экономикине кĕске хушăра комплекслă аталантармалли программа проектне хатĕрлеме, уйрăммăн илсен — унта пайăр тĕллевсем кĕртмешкĕн Ял хуçалăх министерствине сĕнÿсем тăратма чĕнсе каларĕ.
Министр хăй ертсе пыракан ведомствăн аккаунтне тата хăйĕн ячĕпе соцсетьсенче килнĕ ыйтусене хуравларĕ. Ытларах вĕсем Çĕрпÿ районĕнчен /300/. Ĕç пуçаракан фермерсене патшалăх пулăшăвĕ парассипе çыхăнни чылай. «Пирĕн урамсенче электричество çути çук, ăна яла мĕнле программăпа кĕртме пулать?» — ыйтрĕç Патăрьел ял тăрăхĕнчи Ункăçум ялĕнче пурăнакансем. «Урамсене электрооборудование икĕ программăпа килĕшÿллĕн вырнаçтарма пулать. Пĕрремĕшĕ вырăнти пуçарупа çыхăннă. Кун пек чухне тăкакăн 60% бюджетран уйăраççĕ, 40% халăх пухнă укçапа саплаштараççĕ. Ку вариантпа ĕç хăвăртрах пулать, мĕншĕн тесен проект тумалла мар, ăна экспертиза витĕр кăларма ыйтмаççĕ. Иккĕмĕшне ЧР Строительство министерстви урлă пурнăçлаççĕ. Ял çыннисен вырăнти хăй тытăмлăх органĕпе пĕрле иккĕшĕнчен пĕрне суйласа илмелле».
Энĕшкасси Кушкăра пурăнакансем ял-йыша ĕçмелли шывпа начар тивĕçтернĕшĕн ÿпкелеççĕ, ĕçмелли шыв тултармалли башньăна юсама укçа ăçтан тупмаллине пĕлмеççĕ. «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн республикăра пурăнакансен пурнăçне лайăхлатмалли хушма мерăсем çинчен» указпа килĕшÿллĕн ĕçмелли шыв башнисемпе скважинăсене /вĕсем республикăра 3 пине яхăн/ юсама 2020 çулта 20 млн тенкĕ уйăраççĕ. Юсаттарма малтан проект-смета документацине тутармалла, ăна экспертиза витĕр кăлармалла, пурнăçа кĕртес ыйтупа ЧР Строительство министерствине тухмалла».
«Пирĕн çавнашкал башня — 50, çав шутран 36-шĕн проект-смета докуменчĕсене хатĕрленĕ, — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Беккер вĕсенчен пĕр пайне ĕçе кĕртессишĕн ĕçлеме пуçлассине пĕлтерсе. Вăрманкас Кĕçтемĕр ялĕнче пурăнакансене организацисемпе уйрăм çуртсенчен юхтарса кăларакан хура шыва тасатакан объекта хăçан тума пуçласси кăсăклантарчĕ. «Унăн проект-смета докуменчĕ хатĕр, — терĕ Сергей Артамонов. — Ăна министерствăна çитермелле, инвестици проекчĕсене пăхса тухакан комиссире тишкермелле. Ку тăрăхра ветеринари-санитарин утиль завочĕ вырнаçнă. Территорие тата аталантармалла. Инвестици илессишĕн конкурса хутшăнма сĕнетĕп».
Кăнар поселокĕнчи Нефтяниксен урамĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене картишсене мĕнле майпа юсаттарасси кăсăклантарчĕ. «Вĕсене кĕске хушăра тата укçа сахалрах явăçтарса çĕнетес тесен вырăнти пуçарăва тĕпе хурса пурнăçламалли ĕçсене суйламалла. Иккĕмĕш вариант — проект-смета докуменчĕсем тутарса экспертиза витĕр кăлармалла, вĕсене республикăн Строительство министерствине тăратмалла. Хăтлăлатма унăн тĕллевлĕ программипе те укçа илме пулать».
Çĕрпÿ районĕнчи Михайловка ял тăрăхĕнчи чукун çул çумĕнчи пурăнмалли кивĕ икĕ çуртран çынсене çĕнĕ хваттерсене хăçан куçарĕç? «Вĕсене авариллĕ пÿртсен шутне кĕртнĕ. Çынсене харăсах мар, çĕнĕ çуртсене майĕпен куçарма планлатпăр», — терĕ райадминистраци пуçлăхĕ. Алексей Сергеев кил хуçалăхĕсенче туса илекен хăмла¬на вырнаçтармалли предприятисемпе кăсăкланчĕ. «Сутма илсе кайиччен унăн пахалăхне пĕлессишĕн анализ илсе тĕпчеттермел¬ле, вăл лайăх пулсан тирпейлекен предприятисене хăюллăнах илсе каймалла. Вĕсем Çĕрпÿ тата Вăрмар районĕсенче», — хуравларĕ министр.
«Пыл туса илекенсен хурт-хăмăр ăстисен паспортне тутармалла. Ăна парсан хуртсемшĕн налук тытма пуçлаççĕ-и?» — пулчĕ тепĕр ыйту. «Туса илнĕ пылран та, хуртсенчен те налук тытмаççĕ, — терĕ Сергей Артамонов. — Паспортизаци продукци туса илекенсене ял тăрăхĕсенче шута илме пулăшать. Ял хуçалăх культурисене çум курăкран пестицидсемпе тасатма пуçличчен фермерсен те, ыттисен те утарсем ăçта вырнаçнине пĕлмелле».
Муркаш районĕнчи кил хуçалăхĕсенче сĕт туса илекенсем унăн сутлăх хакĕ хăвăрт чак¬са пыни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕç. Кашни килограмшăн 16 тенкĕ çеç тÿлеççĕ иккен. Сергей Артамонов ыйтăва сĕт пахалăхĕпе çыхăнтарса хуравларĕ. Унпа чылай ял тăрăхĕнче мухтанма пултараймаççĕ. Нумайăшĕн иккĕмĕш сорта та лараймасть. Сăлтавĕ ĕнене начар апат çитернинчен килет. Продуктивлăх пысăк пултăр тесен ăратлă выльăх усрама тăрăшмалла. Сĕтрен тупăш нумайрах илме тĕллев лартсан пĕр ĕнепе кăна çырлахмалла мар, темиçе усрамалла. Патшалăх пулăшăвне илсе, производствăна ÿстерсе услам ытларах тума пулать. Çак çул çинче пĕрлешсе ĕçлесен кооперативсене ăнăçлăрах аталанма пулать, мĕншĕн тесен укçа-тенкĕ енĕпе патшалăх кÿрекен çăмăллăхсем пур. Вĕсемпе Ял хуçалăх министерстви паллаштарсах тăрать. ≤…≥
Пĕр сехетре министр халăхăн 70 ыйтăвне хуравласа ĕлкĕрчĕ. Тулли верси…

www.hypar.ru

Юрий МИХАЙЛОВ.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.