«Пĕтĕм йывăрлăха халăхпа пĕрле çĕнтерсе пытăмăр»
Ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕ пулчĕ. Çак тытăмра тăрăшса вăй хуракансем халăхпа кулленех тĕл пулаççĕ, вĕсене хумхантаракан ыйтусене лайăх пĕлеççĕ, муниципалитетсенчи пурнăçа лайăхрах, хăтлăрах тума ăнтăлаççĕ. Çав хушăрах вырăнти влаç тытăмĕнче ĕçленĕ ветерансемпе те çыхăну тытаççĕ.
Саккунсем çирĕп
Паллах, ветерансем те хăй вăхăтĕнче çынсен пурнăçне лайăхлатас тесе нумай тăрăшнă, вырăнти хăй тытăмлăха аталантарас ĕçе хăйсен тÿпине хывнă. Акă Елчĕк районĕнчи Владимир Кузьмин Курнавăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вунă çула яхăн тăрăшнă. 2005 çулта вăл, «Сатурн» ЯХПК председателĕ, çав тăрăхри хуçалăхсен ертÿçисем сĕннипе суйлава хутшăннă та çĕнтернĕ. Çапла 50-ри арçын 7 яла пĕрлештерсе тăракан ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хума тытăннă. Ÿркенмесĕр ĕçленине кура çынсем 2010 çулта та уншăн сасăланă. Владимир Ильич тата тепĕр пилĕк çул ялсене хăтлăлатас, унти халăха пăшăрхантаракан ыйтусене татса парас тесе тăрăшнă.
Владимир Кузьминпа калаçнă май ăна хăй ĕçлеме пуçланă вăхăта аса илме ыйтрăм. «Çав вăхăтра федерацин 131-мĕш саккунĕ, вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелессин пĕтĕмĕшле принципĕсем пирки калаканни, пурнăçа кĕме тытăннăччĕ. Унпа килĕшÿллĕн ялти масарсемшĕн те, мур пуссисемшĕн те ял тăрăхĕсем яваплă пулса тăнăччĕ. Çавна шута илсе масарсен лаптăкĕсене пысăклатрăмăр, вĕсем тавра карта тытрăмăр. Мур пуссисем юхăннăччĕ. Вĕсене йĕркене кĕртрĕмĕр. Унтан ялсенчен çÿп-çаппа кирлĕ мар ăпăр-тапăра турттарса тухас енĕпе ĕçлеме тытăнтăмăр. Елчĕкри пĕр организаципе килĕшÿ турăмăр. Халăхран çак тĕллевпе çулталăкра 100-шер тенкĕ пухрăмăр, унсăр пуçне вĕсен пушар машинисене тытса тăмашкăн 150 тенкĕ тÿлемеллеччĕ.
Çапла вара ун чухне сулăм укçи /вырăсла: самообложение/ çулталăкра 250 тенкĕччĕ. Кирек мĕнле ĕçе пуçăниччен те халăха пухса канашлаттăмăр, çĕнĕлĕхсем пирки ăнлантараттăмăр. Пĕтĕм ыйтăва çынсемпе сÿтсе яваттăмăр. Яланах халăх хушшинче пулнă, пĕрмаях пĕрле ĕçленĕ. Пĕтĕм йывăрлăха халăхпа пĕрле çĕнтерсе пынă», — каласа кăтартрĕ Владимир Ильич.
Хăй ĕçлеме тытăнсан ялти граждансене тата çамрăк специалистсене пулăшмалли программăсем пурнăçа кĕме тытăннине палăртрĕ вăл. Унтан — вăрçă ветеранĕсене хваттерпе тивĕçтересси пирки калаканни. «Ун чухне те саккунсем питĕ çирĕпчĕ. Енчен те ветеранăн çемйинчи пĕр çын пуçне тивекен лаптăк 13 тăваткал метртан ытларах пулсан хваттер памалла марччĕ. Е тата пурăнакан çуртăн 60% юрăхсăра тухсан çеç çĕннипе тивĕçтермеллеччĕ. 49-50% таран кивелнĕ тĕк — пама юрамастчĕ. Яланах саккунсене пăхăнса ĕçленĕ. Никама та черетсĕр хваттер те, субсиди те паман. Черете прокуратура кашни уйăхрах тĕрĕслесе тăратчĕ. Кашни йышăнăва тишкеретчĕ вăл», — чунне уçрĕ 65 çулти арçын.
Владимир Кузьмин хăй ĕçленĕ çулсенче кашни ялти палăксене, Тăван çĕршывăн ирĕклĕхĕшĕн кĕрешнисене халалласа лартнăскерсене, юсаса çĕнетнине те аса илчĕ.
Çĕнĕ Пăва ялĕнче мрамортан çĕнĕ палăк лартнă, спонсорĕ çав ялти Юрий Титов, «Промсервис» общество ертÿçи, пулнă. «Предпринимательсемпе, хуçалăхсен ертÿçисемпе, шкулсен директорĕсемпе килĕштерсе ĕçленĕ», — ăнлантарчĕ ун чухнехи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Паллах, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ май вăрçă ветеранĕсене юбилей медалĕ парса чысланă. Ун чухне вăрçăра çапăçнисен йышĕ хальхинчен нумайрах пулнă паллах.
Ял пурнăçне лайăх пĕлет
Владимир Ильич Кĕçĕн Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ. Колхозра ĕçлекен ашшĕ-амăшне ача чухнех пулăшнă вăл. Çавăнпа ял пурнăçне лайăх пĕлет, кунта пурăнакансене мĕн кирлине ăнланать. «Манăн ачалăх кунĕсем сухан ани çинчех иртрĕç», — йăл кулчĕ арçын колхоз хирĕсене çумланине аса илсе. Вăл вăхăтри ытти ача пекех, Владимир та шкулта вĕреннĕ чухне çуллахи каникул вăхăтĕнче колхозра ĕçленĕ. Канашри СПТУран вĕренсе тухсан çара кайнă. Унтан таврăнсан колхозра вăй хунă. Хуçалăх çамрăка Çĕрпÿри совхоз-техникума вĕренме каймашкăн направлени панă. 1980 çулта диплом илнĕ хыççăн тĕрлĕ должноçра ĕçленĕ. Малалла вулас...
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Комментировать