ЧИЕ ВĂХĂЧĔ ÇИТРĔ

24 Июл, 2014

Утă уйăхĕнче чие лайăх пиçсе çитет. Çак тапхăрта унран варени-компот, кукăль пĕçереççĕ, ăна хĕл валли типĕтеççĕ, шăнтса хураççĕ. Чие сиплевре те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Унпа çак тĕллевпе мĕнле усă курмалла-ха?

Чие çырлинче урăх нихăш çырлара та çук биологи тĕлĕшĕнчен активлă япаласем - салицил, янтарь, фоли йÿçекĕсем, витаминсем, микро- тата макроэлементсем /цинк, кали, пăхăр, фосфор, тимĕр, йод, хром, молибден, кальци, ванади, ытти/ - виçеллĕ шайлашса тăраççĕ.

Çулçипе пахча çимĕçе консервланă тата маринадланă чухне усă кураççĕ, мĕншĕн тесен унри лимон йÿçекĕпе хытаракан япаласем çимĕçе паха тутă кĕртеççĕ, çемçелме памаççĕ.

Чиене халăх медицининче уйрăмах кăмăллаççĕ. Çырли манкана çемçетекен, шыçнине, температурăна чакаракан, бактерисене пĕтерекен, вар хытнине ирттерекен витĕмпе палăрса тăрать. Çавна май унпа астмăран тата бронхитран сипленнĕ чухне усă курма сĕнеççĕ.

Çырлин сĕткенĕ тата çулçин чейĕ çуллахи шăрăхра ăш хыпнине лайăх ирттереççĕ.

Халсăрлансан, вăй чаксан чиен тин юхтарнă сĕткенне кунне пĕр стакан ĕçме сĕнеççĕ.

Ĕлĕк артрит аптратсан чие сĕткенне сĕтпе çурмалла хутăштарса кунне 2 хут çуршар стакан ĕçтернĕ.

Ыйхă вĕçсен 2 апат кашăкĕ типĕтнĕ чие çырлине çур литр вĕри шыва ярса 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Чей вырăнне кунĕпех ĕçмелле.

Асăрханăр! Чиене тем пек кăмăлласан та ăна ытлашши çимелле мар. Вăл сахăр диабечĕпе, самăрлăхпа /сахăр нумаййине кура/, вар-хырăмăн вăрах чирĕсемпе, апат ирĕлесси пăсăлнипе аптракансене юрамасть. Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк тата хырăмлăхăн язва чирĕ пур пулсан та асăрханмалла.

Сиплевре çырлин çаккипе анлă усă кураççĕ. Çак «хÿре» шăк хăвалать, шыçăпа кĕрешет, апат анассине лайăхлатать, шăк çулĕсенчен хăйăра ыраттармасăр тухма пулăшать. Унран хатĕрленĕ шĕвеке ват хăмпипе шăк çулĕсен чул чирĕ, варвитти, вăрах колит, дизентери, гайморит, бронхит, бронх астми, атеросклероз, сыпă чирĕсем, подагра, сахăр диабечĕ, ар парĕн аденоми, ар вăйсăрлăхĕ, уйăх хушши вăхăтĕнче юн вăйлă юхни, амалăхран юн кайни аптратсан ĕçеççĕ.

Çаккине çырлана тирпейленĕ чухне хатĕрлеççĕ. Чечекĕ тăкăннă хыççăн çĕр çине ÿкнине те пухма юрать, унăн хăвачĕ вăйлăрах та теççĕ. Ăна типĕтиччен лайăх çуса тасатмалла. Чĕр тавара хĕвел лекмен уçă вырăнта хут е пусма çине çÿхен сарса е 60-70 градус вĕри духовкăра типĕтмелле. Хут е пир хутаçра 3 çул таран упрама юрать.

Юн пусăмĕ ÿссен /гипертони/, ÿт тăртансан 1 апат кашăкĕ типĕтнĕ чие çаккине тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 15 минут пĕçермелле, сăрăхтармалла. Кунне 3 хут стаканăн виççĕмĕш пайне ĕçмелле.

Бронхит, шăк хăмпин шыççи тертлентерсен 1-2 чей кашăкĕ чĕр тавара тин вĕренĕ 200 миллилитр шыва ямалла, савăта хупăлчапа витсе 5-10 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Тутă кĕме пыл хушма пулать. Кунне 3-4 хут апатчен 1-ер стакан ĕçмелле.

1 апат кашăкĕ чие çаккине тин вĕренĕ 200 миллилитр шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе 1-2 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Шăк çулĕсен чул чирĕ тата варвитти чухне - кунне 3-4 хут апатчен 50-шар миллилитр, шăк час-часах тухсан кунне 3 хут /ирхине выç хырăмла/ 200-шер миллилитр ĕçмелле.

Тĕрлĕ сăлтава пула ÿт тăртансан 1 апат кашăкĕ чĕр тавара тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла, савăта ăшă чĕркесе пĕр сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут 150-шар миллилитр ĕçмелле.

Шăк тухасси йывăрлансан, ар вăйсăрлăхĕ аталансан 3 апат кашăкĕ чие çаккине тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла, ăшă чĕркесе 1 сехет лартмалла, сăрăхтармалла. Унтан сăрăхтарнă шĕвеке 500 грамм вĕтетнĕ чие çырли е пан улми хушмалла, 20 минут лартмалла, сăрăхтармалла. Пĕр кунра пĕр пек виçесемпе ĕçсе ямалла. Нумай вăхăт сипленмелле.

2 апат кашăкĕ чĕр тавара 400-500 миллилитр вĕри шыва ямалла, хупăлчапа витсе вăйсăр çулăм çине лартмалла, 15-20 минут пиçĕхтермелле. Илмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут 1-ер апат кашăкĕ кирек мĕнле сăлтава пула ÿт тăртансан, вăрах колит, дизентери аптратсан, пÿрере, шăк хăмпинче хăйăр, чул пулсан ĕçмелле. Гипертони, атеросклероз, артрит, ревматизм тертлентерсен, амалăхран юн вăйлă кайсан - кунне 2-3 хут 100-шер миллилитр, цистит чухне - кунне 4 хут 100-шер миллилитр. Сиплев - сывлăх лайăхланичченех.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.