Уявсем çынсене çывăхлатаççĕ

24 Июл, 2014

Юлашки çулсенче ырă юхăм вăй илет: йăхташăмăрсем мăн асаттесен вăхăтĕнче туса ирттернĕ йăла-йĕркене чĕртсе тăратма тăрăшаççĕ. Акатуй, акă, чăвашсемшĕн кăна мар, урăх халăх çыннисемшĕн те юратнă уяв пулса тăчĕ. Мăнкун, Çимĕк, Питрав, Илен... Ытти уявра ял-йыш, кÿршĕ-аршă, тăван-пĕтен пĕрле пухăнса савăнать. Чăваш Енре çеç мар, республика тулашĕнче пурăнакан ентешĕмĕрсем те авалхи йăла-йĕркене упраса хăварма тăрăшни пирки хыпарлаççĕ.

Йăла-йĕркене туса ирттерни аван паллах. Мĕн шухăшлаттарать-ха мана? Кашни уявăн, йăлан хăйĕн тĕллевĕ, пĕлтерĕшĕ, уйрăмлăхĕ пур. Хальхи вăхăтра вара вĕсене пăхăнсах каймаççĕ. Акă Чĕмпĕр облаçĕнчен нумаях пулмасть Хăят пăтти çиме пухăнни, Çерçи чÿкĕ ирттерни çинчен пĕлтерчĕç. Çерçи чÿкĕн курăмлă уйрăмлăхĕ вăл - çерçие пуçĕнчен пуçласа хÿри таран тип çу сĕрсе вĕçтерсе яни. Хĕвел тухăçнелле кайни /чÿк тунă енне/ тырă ăнса пуласса пĕлтернĕ. «Кĕлĕ тунă кĕллĕмĕр турă патне çитрĕ», - тенĕ. Çырура çерçи вырăнне кăвакарчăн вĕçтерни пирки пĕлтереççĕ. Пĕр кайăк вырăнне тепри пулни е авалхи йĕркене пăсни /улăштарни/ «кĕлĕ тунине турă патне çитерĕ-ши?»

Çимĕк - çуллахи вăхăтра вилнисене çăва çине кайса асăнни - пур çĕрте те анлă паллă тăвакан уяв. Хăш-пĕр вырăнта ăна виле тухнă кун теççĕ. Мăн асаттесен саманинчен пирĕн ĕмĕре çитиччен вăл та чылай улшăннă /е çĕнелнĕ/. Çакă чăвашсем православи тĕнне йышăннă хыççăн вăл Троицăпа пĕрлешсе кайнипе те çыхăннă ахăртнех.

«Анатри чăвашсен пĕр пайĕ - православи чиркĕвĕ çирĕплетнĕ Троица шăмат кунĕнче, тури чăвашсем пурăнакан хăш-пĕр ялта - кĕçнерни кун, Чăваш Енĕн кăнтăр районĕсенче тата республика тулашĕнчи вĕсемпе юнашартарах вырнаçнă тăрăхсенче Троица кунĕнче Çимĕке паллă тăваççĕ. Ирхине е маларах мунча хутнă. Çичĕ тĕрлĕ йывăç тураттинчен милĕк пĕçернĕ, çитмĕл çичĕ тĕслĕ курăк шывĕ вĕретнĕ. Малтан арçынсем мунчана кайнă. Вĕсенчен асли вилнисене тăванлăх паллине пĕлтерекен сăмахсемпе, питĕ тахçан çĕре кĕнисене «ваттисем» тесе çăвăнма чĕннĕ. Унтан хĕрарăмсем мунча кĕнĕ. Пурте çăвăнса тасалнă хыççăн кил хуçи арăмĕ лапка çине тирĕкпе шыв, алтăр лартнă, стена çумне милĕк таянтарнă, вилнисене çăвăнма йыхравланă», - тенĕ «Чăваш энциклопедийĕнче». Ĕлĕкхи йăлана тĕпе хурса мунча хутакан та сайра халĕ.

Çимĕк кунĕнче вилнисен чунĕсем ялта, кил-çурт таврашĕнче çÿреççĕ имĕш. Çавăнпа хытă калаçма, вăрçăнма, шав çĕклеме /вĕсем хăраса вĕçсе кайма пултараççĕ/, йĕппе çĕлеме /хачăпа лектерсе е йĕппе тăрăнтарса суранлатасран/, урама таса мар шыв тăкма /тăвансен чунĕсене вараласран/ юраман.

Çимĕкре кашниех çăва çине çитме тăрăшать. Ирех апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, икерчĕ пĕçереççĕ. Малтанхи виçĕ çатмарине вилнисене асăнма уйăрса хăвараççĕ. «Пачăшкă хытарсах каларĕ: «Масар çине эрех илсе каяс тăк вуçех те ан кайăр», - тет кашнинчех анне. Анчах турă çыннин сăмахне те, авалтан пыракан йăлана та хисепе хуман çынсем пурри пăшăрхантарать. Çăва çине ярмăрккана кайнă пек каяççĕ. Уяв сĕтелĕ янтăлаççĕ тейĕн. Чăвашсен авалхи тĕнче курăмне тĕпе хурсан - апат-çимĕç тулăх пулмалла паллах, мĕншĕн тесен çак кун чĕррисем мар, çут тĕнчерен кайнисем хăналанаççĕ. Хальхи вăхăтра мĕнле пулса тухать-ха? Вил тăприсем çине эрехне, сăрине ытларах лартнăн туйăнать. Ĕçеççĕ, кăшкăрашаççĕ... Иртен-каяна хăйсем патне чĕне-чĕне илеççĕ: «Тахçанах курман, тыт-ха куркине, ĕçмесен çилленетĕп, мана хисеплеместĕн...» Пуçланать вара çапларах юмах-сăмах. Хăнара тейĕн. Юлашкинчен вара вил тăприсен хушшинче выртса юлакан та çук мар. Питĕ килпетсĕр ÿкерчĕк паллах. Сăваплă шутланакан вырăнта çав териех «хавасланни» - манăн шухăшăмпа - пĕрре те вырăнлă мар. Çимĕкре салху кăмăлпа çÿреме юрамась тенĕ-ха. Кулса-савăнса чĕррисем çĕр çинче ырлăх курса пурăннине çирĕплетеççĕ. Анчах виçесĕр çак хаваслăха масар çинче палăртмалла мар ахăртнех. Ĕлĕк вил тăприсенчен аякри лапамсене вăййа тухнă çамрăксем. Унта тин качча тухнă хĕрарăмсем те хутшăннă.

Çамрăксен вăййисем те манăçа тухса пыраççĕ. Эпĕ ача чухнехи çулсенче хĕр-упраçпа яш-кĕрĕм шăмат кун каçхине ялтан виçĕ-тăватă çухрăмри вăрмана каятчĕ. Вăйă картине тăрса юрланă, ташланă ĕнтĕ вĕсем, çулталăкри пысăк уяв çитнишĕн хĕпĕртесе савăннă /шел, мана çакна курма шăпа пÿрмен/. Хапхасене, чÿречесене хурăн турачĕсемпе илемлетни те куç умĕнчех, ешĕллĕх ахаль куна уяв сĕмĕ кĕртетчĕ. Шел, çук хальхи вăхăтра пирĕн тăрăхра кунашкал йăла-йĕрке.

«Çимĕк - чи юратнă уяв», - тенĕччĕ Елчĕк районĕнчи пĕлĕшĕм. Вăл, Питĕрте пурăнаканскер, çулталăкра пĕр хутчен тăван ялне амăшĕ патне килет. Ятарласа Çимĕк тĕлне отпуск илме тăрăшать. «Çăва çинче шкулта пĕрле вĕреннĕ, ÿснĕ ачасене тĕл пултăм. Тахçанах курманччĕ, - Çимĕк каçхине хапха умĕнче ларнă чухне чарăнса тăрса калаçнăччĕ вăл. - Клуб тĕлĕнче сасăсем илтĕнеççĕ-ха. Çавăнталла каятăп халĕ. Тен, ачалăхри тусăмсенчен тата кама та пулсан тĕл пулăп?»

Кашниех Çимĕкре вилнĕ тăванĕсене масар çине кайса асăнма тăрăшать. Çавăнпах çынсем аякран тăван ялĕсене васкаççĕ. Чăнах та, çак енчен пăхсан Çимĕкĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл ял-йыша, тăвансене, пĕлĕшсене пĕр çĕре пухать, пĕтĕçтерет.

 

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.