Манăçа тухнă çил арманĕ

24 Июл, 2014

Ку сăн ÿкерчĕке иртнĕ ĕмĕр вĕçĕнче Çĕрпÿ районĕнчи Туçи çывăхĕнче тунăччĕ. Шел, хирте тăлăххăн ларакан çил арманĕн хуçи камне пĕлме май килмерĕ ун чухне. Хăй вăхăтĕнче вăл ку тăрăхри халăха тăрантарса тăни иккĕлентермест паллах. Космос ĕмĕрне кĕричченхи хăйне евĕрлĕ палăк паянччен сыхланса юлнă-ши - пĕлместĕп. Çавна май 1986 çулта Елчĕк районĕнчи Курнавăшри Иван Курчин кивĕ çил арманне юсаса çĕнетни тата ĕçлеттерме пуçлани аса килчĕ. «Вырăнти пуçлăхсене кунта хăйне евĕр кану вырăнĕ тума сĕнес тетĕп-ха: кафе уçчăр, кĕвĕ-çемĕ те чуна тыткăнлатăр», - тенĕччĕ вăл.

Тăван ялта, Шупашкар районĕнчи Хачăкра, çил арманĕ пулман паллах. Ункă шывĕн вăйĕпе ураписене çавăрттаракан арман вара ĕçленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче унăн çĕрĕшнĕ юписем ларнине ас тăватăп. Çавсене вутта ярас тĕллевпе пынă В.Чернов ватăна аслатиллĕ вăйлă çумăр вăхăтĕнче аçа çапнăччĕ.

Сăмах май, каярахпа электричество вăйĕпе ĕçлеттермелле тунă арман паян «чĕмсĕррĕн» ларать, унпа усă куракан çук. Тепĕр тесен лавккана пилĕк çухрăмра вырнаçнă Ишлейри пекарньăран çăкăр-булка, кĕлентĕр турттарса сутă туни те ял халăхне тивĕçтерет. Шупашкар-Вăрнар шоссерен Хачăка юпленсе анакан çулпа пынă май Ункăпа Муркаш шывĕсен хĕррипе сарăлса выртакан уйсем алă тупанĕ çинчи пек курăнаççĕ. Унта та кунта çуначĕсемпе хăлаçланса ларакан çил арманĕсене ача чухне чылайччен сăнаттăмăр. Халĕ курăнми пулчĕç, тÿпене вĕçсе хăпарса çухалнă тейĕн.

Çăнăх, кĕрпе авăртма çил арманĕ кирли пирки пымасть кунта сăмах. Çакă вăл - пирĕн историпе пурнăçăн пĕр пайĕ шутланать вĕт. Кун пирки культура çулталăкĕнче аса илмеллех.

Александр МОКИН.

Шупашкар хули.

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.