Ольга НЕСТЕРОВА: Тăван халăх хайлавĕсем яваплăха туйма ыйтаççĕ
«Малтанхи профессипе эпĕ — пианистка. Фортепиано калама питĕ юрататăп пулин те дирижерта вăй хуратăп. Çакă ахальтен мар. Ятарласа вĕренсе тухрăм. Ку ĕçе чуна парса пурнăçлатăп. Çитĕнĕвĕмсене куракан хак парать», — сăпайлăн палăртрĕ паянхи хăна, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тĕп дирижерĕ Ольга Нестерова. Ĕçе кÿлĕнсен театрăн ят-сумне çĕклеме, спектакльсене курма пыракансемшĕн илĕртÿллĕрех тума тĕллев лартнă хăйĕн умне.
Йăласем çирĕпленнĕ
— Республика Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленет. Пирĕн театр вара — эпĕ унта 1987 çултанпа ĕçлетĕп — 60 çулхи юбилейне паллă тăвĕ. Театр историйĕ республикăн профессиллĕ музыка искусствин аталанăвĕпе тачă çыхăннă. Театр 1960 çулхи çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Федор Васильевăн «Шывармань» оперипе уçăлнă. Оперăна Борис Марков режиссер лартнă. Паллах, Чăваш симфони оркестрĕн коллективĕ хăй тĕллĕн 1932 çултах концерт кăтартнă. Çавăнтанпах классика жанрĕ аталанать. Театрăн хăйĕн паха йăлисем çирĕпленнĕ: М.Д.Михайлов ячĕллĕ Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ кăçал вăтăрмĕш хут иртмелле. Тата Пĕтĕм тĕнчери ХХIV балет фестивальне те хатĕрленетпĕр, — хăй çинчен мар, театр пирки каласа кăтартма тытăнчĕ Ольга Сетнеровна. — Оперăпа балет театрĕнче 2008 çултанпа тĕп дирижерта ĕçлетĕп. Чăваш композиторĕсен произведенийĕсене сцена çине çĕнĕрен кăларма май килчĕ: «Иван Яковлев», «Шывармань», «Нарспи» оперăсем, «Сарпике» балет, «Татăлнă вальс»… Театр репертуарĕнче тĕнче классикĕсен оперăпа балет искусствин шедеврĕ ытларах, çапах чăваш композиторĕсен ĕçĕ те самай пирĕн. Эпĕ республика патриочĕ пулнă май ĕçтешсен произведенийĕсене лартассишĕн яваплăха туятăп. Вĕсене кăмăллатăп, пултаруллă ентешĕмсен çитĕнĕвĕсемпе, чаплă пултарулăхĕпе мăнаçланатăп. Наци культури аталанни уйрăмах хаклă та пĕлтерĕшлĕ маншăн. Çав тĕллевпех Чăваш музыкин фестивальне тата «Пултаруллă чăваш ачисем» фестивале шухăшласа кăларса йĕркелерĕмĕр. Вĕсем талантлă чăваш çамрăкĕсене палăрма пулăшаççĕ, пире вара — çав талантсене тупма. Çамрăксене аталанма, музыка искусствин тĕнчине çул хывма май паракан çак ĕçре манăн та тÿпем пурришĕн савăнатăп. Кĕвве-çемме хаклакан куракана, кирек мĕнле професси çынни пултăр вăл, тăван халăхăмăрăн музыкăпа театр искусствипе çывăхрах паллаштарас килет.
— Куракана килĕшес тесен паянхи театр ĕçченĕн мĕнле пулмалла?
— Хальхи куракан, ХХI ĕмĕр çынни, темĕн те пĕлет, информацие таçтан та илет, сцена ĕçне те хăйĕн тавра курăмĕпе ăс-тăн шайне кура хак пама пултарать. Пирĕн ĕç — спектакльсем, концертсем лартасси. Вĕсене халăх йышăнать-и е йышăнмасть те-и — хакĕ çавă. Паянхи кун пирĕн кураканăн чунĕпе вылямалла мар, професси тĕлĕшĕнчен çÿллĕ шай кăтартмалла, чăн ăста пулмалла. Çакăн валли ачалăхра илнĕ тĕрĕс воспитани, лайăх вĕренсе çирĕпленнĕ пĕлÿ тата яланхи тăрăшулăх кирлĕ. Эпĕ шăпама, уйрăмах аннене, Левтина Марье çыравçа, ырă пулнăшăн тав тăватăп. Хăйне йывăр килнĕ вăхăтра та вăл мана аталантарассишĕн мĕн пултарнине йăлтах тунă. Малтан мана Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ лицейре вĕрентме май тупрĕ, кайран, пурăнма Новосибирска куçса кайсан, М.И.Глинка ячĕллĕ Новосибирск патшалăх консерваторийĕ çумĕнчи музыка шкулĕн фортепиано класне вырнаçтарчĕ. Унта талантлă педагогсем О.Волчкова тата М.Лебензон пултарулăхăма уçма пулăшрĕç. 2001 çулта Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн музыка педагогикин факультетĕнчен вĕренсе тухрăм.
— Эсир театрта пианистра ĕçлеме пуçланă, дирижера вĕренме мĕн хĕтĕртрĕ?
— 2000 çулсенче театрăн питĕ хисеплĕ икĕ ăсти пурнăçран уйрăлчĕ. Чаплă дирижер Валерий Важоров çукки самай сисĕнетчĕ. Дирижерсăр тăрса юлтăмăр мар-и? Мускавран çамрăк аспирантсем киле-киле кайрĕç, тытăнса тăраймарĕç. Çавна май дирижера вĕренме шухăш тытрăм. 2001 çулта Чулхула патшалăх консерваторине кĕтĕм. 2008 çулта культура министрĕ мана театрăн илемлĕх ертÿçине тата тĕп дирижера çирĕплетрĕ. Çавăнтанпа эпĕ — театрăн тĕп дирижерĕ.
Экспериментсем мая килеççĕ
— Чăваш композиторĕсен произведенийĕсене куракан умне кăларасси тĕнче классикĕсен ĕçĕсене лартассинчен уйрăлса тăрать-и? Хамăрăннисемпе ĕçлеме çăмăлрах мар-и?
— Чылай яваплăрах. Калăпăр, вырăссен П.Чайковскин «Евгений Онегин» е Итали композиторĕн Дж.Вердин «Травиата» оперисене илес тĕк, вĕсене лартнă чухне тĕрлĕ экспериментлă меслетсем мая килеççĕ — режиссурăра та, сценографире те, тум енĕпе те. Наци произведенине тĕпе хурса спектакль хатĕрленĕ чухне композиторăн драматургине тимлĕх ытларах уйăрмалла, мĕн пур литературăпа тĕплĕн паллашмалла, сюжетри ĕç-пулăма упраса хăвармалла, халăх йăли-йĕркине тытса пымалла, вăйă картине, халăх тумне, чăваш чĕлхине тата ыттине туллин кăтартмалла.
— Апла пулсан наци хайлавĕсене куракан умне кăларма йывăртарах та. Çапах сирĕншĕн хăшĕ хаклăрах?
— Маншăн пур спектакль те питĕ хаклă. Пурне те чуна парса калăпланă. Çапах «Нарспи» оперăна уйрăммăн палăртас килет. Çак шедевр чăваш халăхĕн икĕ генийĕн çимĕçĕ: Константин Иванов талантлă сăвăçăн тата Григорий Хирбю чаплă композиторăн. Спектакльте таса юрату историйĕ, драмăллă ĕçсем хăвăрт аталанса пыраççĕ, вăл трагедиллĕ вĕçленет. Ăна питĕ сисĕмлĕ тата çиçĕм пек йăлтăртатмалла йĕркеленĕ, пысăк шайри ĕç. Тĕрлĕ хире-хирĕçлĕхпе пуян чĕрĕ спектакль куракана тыткăнлатех.
— Вокал искусствине çамрăксене явăçтарасси мĕнле пулса пырать?
— Шупашкарта 2000 çулта Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне уçнăранпах унта та вăй хуратăп — вокал уйрăмĕнчи студентсене вĕрентетĕп. Сахал мар талантлă çамрăк тухрĕ унтан. Т.Прытченкова, С.Кузнецова, С.Волкова, И.Николаев, А.Андреева, Е.Соколова пирĕн театрăн пысăк шайлă опера артисчĕсем пулса тăчĕç. Çамрăк артистсене сăнасах тăратăп, вăйлă саслисем тухнине асăрхама ĕлкĕрмелле пирĕн. Яшсемпе хĕрсен пултарулăхне лайăхрах уçма, артист ăсталăхне аталантарма май памалла. Кашнин çитĕнĕвĕшĕн савăнатăп, мĕншĕн тесен вĕсен ят-сумĕ — театр сăн-пичĕ. Эппин, эпĕ куллен-кун тимлесе туптанă ĕçĕн хакĕ те.
— Паян классикăна парăннă композитор нумай-и, çав ĕçсенчен суйламалăх пур-и?
— Сахал мар, нумай та мар. Л.Чекушкинăна, Л.Барынковăна, А.Лоцевăна, А.Галкина, Т.Полковниковăна, Ю.Григорьева, А.Якшибева палăртас килет. Вĕсем — çулсерен ирттерекен Чăваш музыка фестивалĕн тĕп шăнăрĕ. Çĕнĕ произведенисемпе хутшăнаççĕ. — Кĕвĕ çырасси ахаль пулмасть, хавхалану кирлĕ. Çав ĕçшĕн «кĕмĕл» памасан ăна калăплас хастарлăх чакма пултарать… Малалла вулас...
Эльвира ИВАНОВА. Театр архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментировать