Пуласлăх валли — таса экологи

16 Апр, 2020

Çут çанталăк пуянлăхĕ — халăхшăн. Ăна килес ăру валли те, Раççей пуласлăхĕшĕн те тасалăхра тытмалла, тавралăха упрамалла. Акă мĕншĕн ку ыйтăва РФ Конституцине кĕртме палăртнă тÿрлетÿсенчен чи пĕлтерĕшлисен шутне кĕртнĕ.

Пирĕн çĕршывăн упрамалли чăнипех те нумай: вăрмансен лаптăкĕ — 1,2 млрд гектар, таса шыв саппасĕпе Раççей тĕнчере 2-мĕш вырăн йышăнать. Пĕтĕм Раççейри халăхăн шухăшне тĕпчекен центр ыйтăм ирттерсе экологин чи çивĕч ыйтăвĕсене палăртнă. Вĕсем — сывлăша варалани, свалкăсем, таса мар юхан шывсемпе кÿлĕсем, çÿп-çапа вăхăтра илсе кайманни, ĕçмелли шыв пахалăхĕ... Тÿрлетÿсем çак енсене витĕм кÿмелле. Тăван тавралăха хÿтĕлесси кашни çынран, шухăшлавран килет.

ШУХĂШСЕМ

Владимир ЗАХАРОВ, ыр кăмăллăхçăсен «Таса тавралăх» обществин ертÿçи:

Эпир хула тасалăхĕшĕн тăрăшатпăр, çÿп-çапа сортласа уйрăмшар пуçтарассине йĕркелетпĕр. Япаласене /пластик савăтсем, хут-хăмăр, кантăк, тимĕр-тăмăр, çĕтĕк.../ иккĕмĕш пурнăç парнелес тĕллевпе пухатпăр. Строительство тата органика çÿп-çапĕсĕр пуçне пĕтĕмпех йышăнатпăр. Вĕсене экотакси кил умнех пырса илет. Конституцие улшăнусем кĕртни çĕршыври экологи лару-тăрăвне ытларах тимлеме, ăна лайăхлатма витĕм кÿретех.

Алена ИЛЬГАЧЕВА, экотренер:

Эпир чи пысăк çĕршывра пурăнатпăр. Çут çанталăка упранинчен халăхăн кăна мар, Çĕр планета шăпи те килет. Хальхи вăхăтра эпир тĕл пулакан ыйту вăл — çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе, организацисемпе уйрăм çынсен экологи культури енĕпе ĕçлемелли хатĕр план çукки. Республикăра эковолонтерсен юхăмĕ аталанса пырать. Ыркăмăллăхçăсем ача сачĕсене, шкулсене, аслă шкулсене, предприятисене çитсе экоуроксем ирттереççĕ. Патшалăх пире илтни, экологи культурипе пĕлĕвне уйрăм пункта кĕртсе саккунпа çирĕплетни, паллах, хавхалантарать.

www.hypar.ru

Алина ИЗМАН.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.