Чĕрене 40 минутран минутран ĕçлеттерсе янă
Пурте унăн пулăшăвне кĕтеççĕ. Çĕрле-и, ирхине-и — кирек хăçан та вăл çынна пулăшма хатĕр. Сăмахăм — васкавлă медпулăшăвăн тухтăрĕ пирки. Владимир Муллин — Катастрофа медицинин тата васкавлă медпулăшăвăн республикăри центрĕнче вăй хурать. 33-ри арçын Тăвай районĕн тĕп больницинчи анестезиологреаниматологра та ĕçлет.
Çемьере — пĕрремĕш. Тăвансен хушшинче медицинăра тăрăшакансем çук. Сиплев ĕçне суйлани ăнсăртран пулчĕ. 11-мĕш класра вĕреннĕ чухне пулас професси пирки шухăшларăм. Анне Канашри медицина училищине кайма сĕнчĕ. Биологипе хими предмечĕсене кăмăлланăран ăна итлерĕм. Çакăншăн халĕ пачах ÿкĕнместĕп. Училищĕрен вĕренсе тухсан Шупашкарти васкавлă медулăшăвăн станцийĕнче интенсивлă терапи бригадинче фельдшерта ĕçлеме пуçларăм. Ун чухне эпĕ 21-реччĕ. Бригадăра — тухтăр, 2 фельдшер тата водитель. Пĕрремĕш ĕç кунĕсем халĕ те куç умĕнче. Наркомансене пуçласа куртăм. Черетлĕ «доза» хыççăн аптăранăскерсем хăйсене сĕмсĕррĕн тытаççĕ, пулăшу пама килнĕ медиксене тапăнма пултараççĕ. Пире хăйсем мар, тăванĕсем е юлташĕсем чĕнеççĕ. Наркотик тутанакансем хăйсем чирлине палăртасшăн мар. Анчах тухтăртан нимĕн те пытараймăн. Эпир вĕсен килĕнчи лару-тăрăва сăнатпăр, чир анамнезне пухатпăр. Наркотикпе ашкăнакансен юн тымарне тупма йывăр, çавăнпа эмеле шăмăран яма тивет. Ытлашши «дозăна» пула аптăранисен чĕри тапать, анчах сывлăш пÿлĕнет. Тухтăр чăматанĕнче яланах антидот пур. Эмел хыççăн тăна кĕреççĕ, лайăхах сывлама пуçлаççĕ.
Медик студентсене ăмсанаймăн. Пĕр çул фельдшерта ĕçлесен аслă пĕлÿ илме шут тытрăм. 2008 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультечĕн студенчĕ пулса тăтăм. Тÿлевлĕ вĕреннĕрен ĕçе пăрахмарăм. Пĕр талăк çывăрмасăр тар тăксан та занятие çитсе лараттăм. Суймастăп: лекцисенче тĕлĕрсе кайни те пулнă. Ятарласа 2-мĕш е 3-мĕш ретри парта хушшине вырнаçаттăм. Занятие ертсе пыракансем аякра ларакансене ытларах сăнаççĕ-çке. Пĕрремĕш курсра пĕлÿ пухнă чухне биологи занятине çитеймерĕм. Вĕрентекен вăрçрĕ. Эпĕ тÿрре тухас тесе фельдшерта ĕçленине пĕлтертĕм. Преподаватель мана ăнланасса шантăм. Вăл вара тата хытăрах ятлама пуçларĕ. Медицина факультетĕнче яваплăх — пĕрремĕш вырăнта. Хушнине вăхăтра пурнăçламалла, занятирен юлмалла мар, семинарпа практикăна хатĕрленмелле. Пирĕн ушкăн туслăччĕ. Пĕрле вĕренекенсем пулăшатчĕç. Çапах хамăн вăя шанаттăм, экзаменсене тĕплĕн хатĕрленеттĕм, ăслăлăхпа тĕпчев ĕçне хутшăнаттăм. Лабораторире аппаланма кăмăллаттăм. Шурă шăшисемпе йĕкехÿресем çинче опыт ирттереттĕмĕр. Вĕсене эмел параттăмăр, кăшт вăхăт иртсен касаттăмăр та шалти органĕсене пăхаттăмăр. Эмел чĕрене, пĕверпе пÿрене мĕнле витĕм кÿнине сăнаттăмăр. Вĕреннĕ вăхăтра каснă шăшисемпе йĕкехÿресен тирне пухнă тăк темиçе кĕрĕк те çĕлеме пулатчĕ.
Тухтăр кăна мар, психолог та. Анестезиолог специальноçне ахальтен суйламарăм. 2015 çулта «Ял тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн Тăвай районĕн тĕп больницине ĕçлеме кайрăм. Шупашкарта хваттер туяннă чухне çав 1 миллион тенкĕпе усă куртăм. Анестезиологра ĕçлеме пуçларăм çеç — пĕр эрнерен уйрăм ертÿçи отпуска кайрĕ. Мана уйрăм заведующийĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха шанса пачĕç. Малтанах шиклентĕм. Эпĕ — больницăри чи çамрăк специалист тата пĕртен-пĕр анестезиолог. Ĕçтешсем хавхалантарчĕç, пулăшрĕç. Больницăра хирурги тата гинекологи енĕпе операцисем ирттереççĕ. Пациентпа калаçатăп, вăл пăлханнине туятăп. Операци — питĕ кăткăс пулăм. Аппендикс, пÿсĕр касмалла-и — яланах тĕплĕ хатĕрленмелле. Çын çывăрса кайсан çăмăллăн вăрантăр, хăвăрт сывалтăр. Психолог та пулма тивет. Пĕрре 80-ри арçынпа паллашрăм. Пĕр урине унчченех татнă пулнă. Пĕр урасăр юлсан атеросклероза пула пÿрнисем патне юн пыман, вĕсем çĕрме пуçланă. Хирург ăна та татма тивессине пĕлтернĕ. Ачисемпе тăванĕсем ÿкĕтленипе çеç ватăскер операци тума килĕшнĕ. Урасăр мĕнле пурăнмалла? Çынна лăплантармашкăн сăмах тупмалла, малалла пурăнма шанчăк çуратмалла.
Чи йывăр смена. Астăватăр пулĕ: 2018 çулхи юпа уйăхĕн 11-мĕшĕнче Шупашкар районĕнчи Карачура ялĕ çывăхĕнче хăрушă авари пулчĕ.Пассажирсемпе Канашран Мускава кайма тухнă микроавтобус çине самосвал пырса кĕнĕ. Инкекре 11 çын вилнĕ, 8-шĕ суранланнă. Эпир çав авари вырăнне çитекен пĕрремĕш бригада пултăмăр. Каçхи сакăр сехетчĕ, питĕ тĕттĕмччĕ. Малтан нимĕн те ăнланмарăмăр. Автомашинăсем те чарăнмасăрах иртсе кайрĕç. Телефонри хунарсене çутатса йĕри-тавра пăхкаларăмăр. Микроавтобусран пĕрремĕш вилнĕ çынна туртса кăларсан çул айккинче такам йынăшнă сасă илтĕнчĕ. Тăнне çухатнă хĕрарăм иккен. Ытти бригада час çитеймерĕ — хулара та шăнкăравсем нумайччĕ. Автобус водителĕпе кабинăра ларакан икĕ хĕрарăм суранланманччĕ. Пĕрремĕш хутчен çавăн чухлĕ виле куртăм. Эпир авари вырăнĕнчен юлашкинчен кайрăмăр. Çур çĕр иртсен йывăр кăмăл-туйăмпа таврăнтăмăр, курни куç умĕнчен каймарĕ. Станцие çитрĕмĕр çеç — каллех шăнкăрав килчĕ. Пире кашни минутрах кĕтеççĕ. Малалла вулас...
Ольга КАЛИТОВА. Катастрофа медицинин тата васкавлă медпулăшăвăн республикăри центрĕн пресс-службин сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментировать