Çитес çул пурнăçламалли проектсем

23 Июл, 2014

Культурăпа искусство тытăмне патшалăх енчен пулăшасси - çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Унсăр асăннă сфера аталанайман пулĕччĕ. 2006 çултанпа Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕсене парса пыраççĕ. Унпа профессионал пултарулăх коллективĕсен вăл е ку проектне пурнăçа кĕртме тивĕçтереççĕ. Çак тапхăрта ку енĕпе мĕн тунă-ха?

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне тивĕçсе кун çути курнă чылай проект сцена çинче пырать. Пирĕн нацин пĕрремĕш мюзиклĕ «Нарспи» халĕ те аншлаг пуçтарать, вăл 2009 çулта литературăпа искусство енĕпе Чăваш Республикин Патшалăх премине тивĕçнĕ. Чăваш патшалăх филармонийĕн «Авалхи сас» музыкăпа театрализациленĕ программи тата «Чăваш çĕрĕн чи лайăх юррисем» проекчĕ пурнăçа кĕчĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче çак майпа усă курса «Каçхи шуçăм çути», «Сарпике» балетсем тата «Шывармань» наци опери лартнă. Иртнĕ çул театр «Нарспи» - историе упрани. Чăваш музыка-театр культурин ĕнчи - 21-мĕш ĕмĕрти ăрăва» проекта пурнăçа кĕртме ЧР Пуçлăхĕн грантне тивĕçнĕ. Çĕнĕ ĕçпе куравçăсем çĕнĕ сезон пуçламăшĕнчех паллашма пултарĕç.

Грант пулăшăвĕпех Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн сцени çине «Сурхури», «Халăхăн ĕлĕкхи ташшисем», «Юхать юхăм шыв» вокалпа хореографи сюитисем тухнă. Куравçăсем килĕштерсе пăхаççĕ вĕсене.

Театрсене илес тĕк - Вырăс драма театрĕн «Отражение» проектне палăртса хăварни вырăнлă пулĕ. Асăннă проекта пурнăçа кĕртсе вырăс классикĕсем Николай Гогольпе Иван Тургенев çинчен спектакльсем тата вĕсен ĕçĕсене - «Ревизорпа» «Вешние воды» - лартнă. Чăваш академи драма театрĕ «Вырăс классики Чăваш театрĕн сцени çинче» проектпа Александр Пушкин çуралнăранпа 210 çул çитнине халалласа унăн «Каменный гость» произведенине кăларчĕ. Иртнĕ кĕркунне Çамрăксен театрĕ чăваш поэзийĕн çирĕммĕш ĕмĕрĕн классикĕсен - Çеçпĕл Мишшин, Петĕр Хусанкайăн, Митта Ваçлейĕн тата Геннадий Айхин - пултарулăхĕсене тĕпе хурса куравçăсене «Чĕрĕ сăмах» ревюн премьерине пуçтарчĕ.

«Чĕрĕ сăмахăн» авторĕ Геннадий Айхи пултарулăхне ахальтен суйласа илмен. Тĕнчипе паллă ентешĕмĕр пурăннă пулсан кăçалхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ.

Гранта тивĕçни Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн коллекцине 2009 çулта хальхи вăхăтри художниксен чи лайăх произведенийĕсемпе пуçласа пуянлатма май панă. Асăннă музей, культурăпа çут ĕç учрежденийĕ шутланаканскер, паян тепĕр проектпа - «Çитмĕл пиллĕкмĕш кĕркунне. Искусствăри пурнăç» /Чăваш патшалăх ÿнер музейне йĕркеленĕренпе 75 çул çитнĕ май/ - ĕçлет.

Çак кунсенче çитес çул пурнăçа кĕртмелли проектсен çĕнтерÿçисене палăртнă. Вĕсене кашнине 2856000 тенкĕ уйăрса парĕç. Камсем-ха вĕсем?

Чăваш патшалăх филармонийĕ - «Ачасен чăваш юррисен «Мехел çитсен» фестивалĕ» проект /ертÿçи Николай Казаков/*

Чăваш патшалăх академи симфони капелли - «Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе» /Чăваш Республикин хулисемпе районĕсенче ирттерекен концертсен ярăмĕ/ проект /ертÿçи Морис Яклашкин/*

Чăваш наци музейĕ - «Чăваш тĕррин музейĕ. 1-мĕш тапхăр» проект /ертÿçи Ирина Меньшикова/.

Надежда СМИРНОВА

Рубрика: