Следстви вăрттăнлăхĕсем
Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче следовательсем кăçал пуçласа Следстви органĕсен ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак куна суйласа илни 1713 çулта шăпах утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче I Петĕр патша следстви канцелярине туса хурасси çинчен калакан указ кăларнипе сăлтавланнă. Çак канцеляри Раççей патшалăхĕн тÿрремĕнех патшана пăхăнакан тата следстви полномочийĕсем панă пирвайхи органĕ пулса тăнă. Çав полномочисен шутĕнче патшалăх никĕсне пырса тивекен преступленисене - взятка илнине, хысна укçине вăрланине, службăри ултава - тĕпчесси те пулнă. Императора çеç пăхăнакан следстви органĕсем пысăк должноçсенчи çынсене айăплас тĕлĕшпе те объективлă пулма пултарнă.
Паллă кун умĕн эпир РФ Следстви комитечĕн республикăри Следстви управленийĕн ертÿçипе Александр МИГУШОВПА курнăçрăмăр, вăл ертсе пыракан тытăмăн ĕçĕпе кăсăклантăмăр.
Ĕçсĕр юлмăпăр
- Александр Петрович, статистикăна ĕненес тĕк - республикăра преступленисен шучĕ çуллен чакса пырать. Ÿстеререх калатăп пуль-ха, çапах та - хĕвеллĕ пĕр-пĕр кун ĕçсĕр юласран шикленместĕр-и?
- Чăнах та, пĕлтĕр Чăваш Енре 14,5 пин преступлени пулнă - çулталăк маларахринчен чылай сахалрах. Кăçал та çак туртăм палăрать: регистрациленĕ преступленисен шучĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 10% патнелле пĕчĕкрех. Çавна май патшалăхăн мĕн пур тытăмĕн ĕçĕнче ырă туртăмсем пурри куç кĕрет.
Ĕçсĕр юласран хăрамастпăр-и? Пĕр преступлени те пулманни, тĕпчемелли нимĕн те çукки - кунашкалли право хуралĕн органĕсен сотрудникĕн пурнăçĕнчи чи лайăх кун пулĕччĕ. Анчах чăнлăх урăхларах: преступлени тăвассине тĕппипех кăклама питĕ йывăр. Çапах преступленисен, чи малтанах йывăр, уйрăмах йывăр тĕслĕхсен шутне чакармашкăн мĕн пур мера йышăнма пулать. Çавнашкаллисен пĕтĕмĕшле шучĕ кăçал 20% яхăн пĕчĕкленчĕ. Çын вĕлернĕ тĕслĕхсем сахалрах. Рецидивлă преступленисем - 8% яхăн, ушкăнпа /15% ытла/, ÿсĕрле /9% яхăн/, ĕçлемен çынсем /8% яхăн/, çул çитменнисем /1/3 чухлĕ/ тунă преступленисем те сахалланнă. Çав вăхăтрах общество вырăнĕсенче пулнă тĕслĕхсем кăшт нумайланни сисĕнет. Унсăр пуçне уçса парайман преступленисем те юлаççĕ. Çавăнпа та пирĕн валли ĕç çителĕклĕ-ха. Тĕп тĕллев шар курнисен прависене хÿтĕлесси, айăплисене саккунпа явап тыттарасси-çке.
Коррупци тымарĕсем тарăн та çирĕп
- СК ĕçĕн тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри - коррупципе çыхăннă преступленисене тĕпчесси. Чылай чухне право хуралĕн органĕсене çак кĕрешÿ педагогсене, ПАИ инспекторĕсене кăна пырса тивет, çÿллĕрех шай вара «сулхăнра» юлать тесе ÿпкелеççĕ. Çакна хирĕçлеме пултаратăр-и? Республикăра коррупци уйрăмах хăш сферăсенче тарăн тымар янă?
- Цифрăсемпе хуравлам. Кăçал Чăваш Енри Следстви управленийĕн органĕсем коррупци сĕмĕллĕ 200-е яхăн пĕлтерÿ йышăннă, çав тĕслĕхсемпе уголовлă 140 ĕç пуçарнă, судсене уголовлă 30 ытла ĕç ярса панă. Пирĕн следовательсем тĕпченĕ ĕçсенчен 30 ытларахăшĕ - правăна тÿрре кăларакан сферăра, 10 ытла - финанс ĕç-хĕлĕнче. Вĕрентÿ, строительство, çурт-йĕрпе тивĕçтерессин сферисенче те преступленисем пулнă. Следстви çирĕплетнĕ сиен - 2 млн ытла тенкĕлĕх. Ăна саплаштармашкăн айăпланакансен пурлăхне арестлемелли мерăпа анлăн усă куратпăр.
Педагогсемпе ПАИ инспекторĕсем тенĕрен, саккун ямăттине хапсăннăшăн уголовлă майпа явап тыттармалли сăлтавсене уççăн çирĕплетнĕ. Следователь преступлени пулни çинчен пĕлтернине йышăнать тĕк, ан тив, «вак-тĕвек» кăна пултăр, çак пĕлтерĕве туллин тĕрĕслеме, информаци çирĕпленсен уголовлă ĕç пуçарма тивĕç. Хăшĕ-пĕри 1 пин тенкĕлĕх взятка право хуралĕн тытăмĕн пысăк аппаратне тытса тăмалли сăлтав мар теме пăхĕ, камăн уйăхри тупăшĕ пысăк мар - вĕсемшĕн çак укçа та бюджетăн курăмлă пайĕ. Акă мĕншĕн кунашкаллине курмăш тума юрамасть.
Çав вăхăтрах сирĕнпе те килĕшетĕп. Вут хумасăр çулăм тухмасть. Общество кăмăлсăр тăк - эппин, сăлтавĕ пур. Çакна та калам: юлашки çулсенче эпир тĕрлĕ шайри чылай чиновник тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçсене тĕпченĕ.
Шутласа пăхрăмăр: 2011-2014 çулсенче коррупципе çыхăннă преступленисемшĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 61 ĕçченне суд тенкелĕ çине лартнă, вĕсене 250 ытла преступленишĕн айăпланă. Çав шутра 33-шĕ - муниципалитетсен /ял тăрăхĕсен, райцентрсен, хуласен/ пуçлăхĕсем, вĕсем 110 ытла преступлени тунă. Списокра - Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри районĕсен, Çĕнĕ Шупашкар, Етĕрне, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ хулисен, Йĕпреç, Вăрнар поселокĕсен, Хĕрлĕ Чутай, Шăмăршă, Муркаш ялĕсен администрацийĕсен ертÿçисем, вĕсен çумĕсем пулнă çынсем. Халĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн архитектура тата хула тăвас ĕç ыйтăвĕсемпе ĕçленĕ çумĕ, ЖКХ управленийĕн транспорт тивĕçтерĕвĕн тата çыхăну пайĕн пуçлăхĕн уголовлă ĕçĕсене тĕпчетпĕр. Иккĕшне те саккуна пăсса предприниматель ĕçне хутшăннă тесе шанмастпăр.
Право хуралĕн органĕсен хăйсен хăрушсăрлăхĕн подразделенийĕсемпе алла-аллăн ĕçлесе вĕсен сотрудникĕсем коррупципе çыхланнине уçăмлататпăр. РФ Следстви комитетне туса хунăранпа, 2011 çултанпа, влаçăн 50 ытла представителĕн коррупципе çыхăннă ĕçĕсене тăрă шыв çине кăларнă. Çав шутра - шалти ĕçсен органĕсен 22, айăплава пурнăçлакан тытăмăн 12, суд приставĕсен службин 15 сотрудникĕ, право хуралĕн ытти тытăмĕн ĕçченĕсем. Вĕсене пĕтĕмпе 200 ытла должноç преступленийĕшĕн айăпланă.
Пурте пĕчĕк çынсем, вак-тĕвек преступлени тееймĕн. Калăпăр, Федерацин миграци службин Чăваш Енри управленийĕн, Федерацин пушар хурал службин республикăри сăнав лабораторийĕн, ШĔМĕн Сĕнтĕрвăрринчи пайĕн пуçлăхĕсене, милицин патрульпе пост службин полкĕн командирне, тĕп хула полицийĕн 3-мĕш пайĕн следстви подразделенийĕн пуçлăхне, Патăрьел районĕн полицийĕн ертÿçисене /астармăш вăйă бизнесне хÿтĕленĕшĕн/, Шупашкарти ОП-4 пайĕн пуçлăхне, çак подразделенин уголовлă шырав пайĕн пуçлăхне /проституци ĕçне хÿтĕленĕшĕн/, ыттисене уголовлă майпа явап тыттарнă. Иртнĕ çул вĕçĕнче айăпсăр граждансене наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕшĕн явап тыттарнăшăн Наркотĕрĕслев управленийĕн оперуполномоченнăйĕ пулнăскер 14 çуллăха ирĕклĕхсĕр юлчĕ.
«Чиновник» тата «вăрă» - синонимсем мар
- Тепĕр чух çакăн пек шухăш та çуралать: çынсем влаçа, пысăк должноçсене ытларах вăрласа юлас тесе кăна килеççĕ тейĕн... Ку шухăшпа килĕшетĕр-и?
- Ниепле те килĕшме пултараймастăп. Çапла, чиновниксен тĕлĕшпе уголовлă ĕçсем пур тетпĕр. Анчах патшалăх тата муниципалитет служащийĕсен тĕп йышĕн ячĕ-сумĕ таса, вĕсем хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Кирек кам та йăнăшма пултарать, çакăн хакĕ кăна - тĕрлĕ. Телее, уголовлă йĕркепе хакламалли йăнăшсене влаçри çынсен пĕчĕк пайĕ çеç тăвать.
- Моисеев, Дергачев, Дружинин... Çакнашкал шайри çынсен ĕçĕсене сирĕн следовательсем тĕпчеççĕ. Ку ытти ведомство следователĕсен «шăл витменнине» пĕлтерет-и?
- Уголовлă процесс кодексĕн 151 статйи хăш ĕçсене хăш тытăм тĕпчемеллине палăртать. Эсир асăннă çынсене виççĕшне те взяткăшăн айăпланă - кунашкаллине шăпах пирĕн следовательсем тĕпчессине çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне пирĕн ведомствăна коррупципе çыхăннă чылай ытти преступление, налук сферинчи, предприятисене рейдер мелĕпе ярса илнипе, бандитизмпа, преступленисен пĕрлĕхĕсене йĕркеленипе, экстремизмпа çыхăннă преступленисене тĕпчеме шаннă.
Çавăн пекех Следстви комитечĕн уйрăм право статусĕллĕ çынсене уголовлă майпа явап тыттармалли право пур: мĕн пур шайри депутатсене, судьясене, право хуралĕн органĕсен сотрудникĕсене, адвокатсене, ытти «VIP-персонăна». Апла пулин те ку ытти тытăм следователĕсем вăйсăррине пĕлтермест. Саккунпа килĕшÿллĕн урăхларах преступленисене тĕпчеççĕ - çавă çеç. Çакна та палăртам: коррупци сĕмĕллĕ преступленисен тĕп пайне оперативлă шырав ĕçĕн кăтартăвĕсене тĕпе хурса /Следстви комитечĕн унашкал полномочисем çук/ шăпах республика ШĔМĕн, ФХС управленийĕн сотрудникĕсем тупса палăртаççĕ. Çапла вара çÿллĕ шайри коррупционерсене тăрă шыв çине кăларни - пирĕн следовательсен, ытти ведомствăн оперативлă подразделенийĕсен саккунсăр схемăсене тупса палăртма хутшăнакан сотрудникĕсен пĕрлехи ĕçĕ.
- Пытармасăр калăр-ха, сирĕн пата «çÿллĕ» кабинетсенчен шăнкăравлаççĕ-и, вăл е ку çын хутне кĕрсе ăна тĕкĕнес марччĕ тесе ыйтаççĕ-и?
- Тен, ĕненместĕр те пуль, çапах хăвăр ыйтнă пек - «пытармасăр калатăп»: хамăн служба тапхăрĕнче вăл е ку кабинетсенчен «ан тĕкĕнĕр» тесе ман пата пĕрре те шăнкăравламан. Мана пăхăнса тăракансен те унашкалли пулман. Унсăрăн çийĕнчех тивĕçлĕ мерăсем йышăнаттăмăр. Çакна та аса илтерем: малтанхи тĕпчев тапхăрĕнче производствăна чăрмантарнăшăн уголовлă яваплăх палăртнă.
Герой Çăлтăрĕ те тÿрре кăлармасть
- Раççей Геройне Евгений Борисова арестлени калаçтарать. Мĕншĕн çавнашкал чару мери кирлĕ пулнă? Паллă, пурте пĕлекен çын - следствирен тарса пытанаймастчĕ пуль... Саккунсăр тупăш виçи те ыйтусем çуратать: астармăш вăйăсен çичĕ йĕркелÿçи 1,5 млн тенкĕ услам илнĕ-мĕн - нумай тееймĕн. Полици пайĕн пуçлăхне Иванова 15 пин тенкĕ взятка пани тата... Унăн шалăвĕ те пĕр 5 хут пысăкрах-тăр...
- Паллах, уголовлă çак ĕç обществăра шăв-шав çĕклерĕ. Эпир Интернетра çуралнă мĕн пур сас-хура, шухăш тĕлĕшпе хамăрăн официаллă Интернет-сайтра хурав патăмăр. Паянхи кун тĕлне уголовлă ĕçе тĕпчесси малалла пырать. Паллă çынна арестлени пирки: хальлĕхе пĕтĕмпех уçса параймастăп, анчах следстви интересĕсене кура ун тĕлĕшпе шăпах çакнашкал чару мерипе усă курмашкăн судран ирĕк илме тиврĕ. Унсăрăн явап тыттараясси иккĕленÿллĕ пулма пултаратчĕ. Суд следовательпе килĕшрĕ, шанман çынна арестлерĕ. Фигурантăн хÿтĕлевçи ЧР Аслă судне çак йышăну тĕлĕшпе çăхав панă, анчах судăн çÿллĕрех инстанцийĕ ăна вăйрах хăварнă.
Полицейские панă тесе шухăшлакан взятка виçине илес тĕк - саккунсăр хавхалантару укçин çак виçи те уголовлă ĕç пуçарма çителĕклĕ. Следстви малалла пырать, çавăнпа та юлашки пĕтĕмлетÿсем пирки калама иртерех.
- Следователь ĕçĕ - романтика кăна мар вĕт. Следствин кану кунĕ çук тесе ахальтен каламан. Следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн следователĕ - мĕнлерех вăл, пĕтĕмĕшле портрет сăнлаятăр-и? Çамрăк сотрудниксем нумаййине куратăп. СК хăй те - çамрăк тытăм...
- Пĕтĕмĕшле ÿкерчĕк тетĕр те - манăн шухăшпа, пирĕн следователь - ĕçе лайăх пĕлекен, хăйĕн квалификацине ÿстерсех пыма ăнтăлакан специалист. Çапла, пирĕн сотрудниксен çурри - службăри пилĕк çул таран стажлă специалистсем. Апла пулин те прокуратура органĕсен следствийĕн чи лайăх йăлисене çÿллĕ шайра тытса пыма мехел çитеретпĕр - эпир, тĕрĕссипе, 2011 çулхи кăрлачра шăпах çав тытăмран тухнă вĕт.
Пирĕн сотрудниксенчен нумайăшĕ прокуратурăра следовательте ĕçленĕ, акă мĕншĕн çав çулсенчи çирĕп требованисене тивĕçтерме тăрăшатпăр. Сăмах май, хăш-пĕр енĕпе ку требованисем тата та çирĕпленчĕç. Професси уявĕ çывхарнă май прокуратурăн следстви ветеранĕсене тав тăвас килет - вĕсем пирĕн çамрăк сотрудниксене паян та пулăшса пыраççĕ. Чи лайăх следовательсен ячĕсене те асăнас килет те, анчах уяв ячĕпе йĕркелекен савăнăçлă ларуччен тăхтам, «интрига» текенни упрантăр.
Преступниксенчен темиçе утăм малта
- Преступниксем паян ăста, тĕрлĕ техникăпа усă кураççĕ. Следстви вара мĕнпе хуравлать, сирĕн майсем ĕлкĕрсе пыраççĕ-и? Тепĕр самант: мĕнле истори вăл - следовательсем ĕçре гипнозпа усă кураççĕ имĕш?
- Следстви комитечĕн тĕп аппарачĕ территорисенчи подразделенисене çĕнĕ криминалистика техникипе туллин тивĕçтерме тăрăшать, çакă следствишĕн кирлĕ лару-тăрăва уçăмлатма пулăшать, ку вара преступниксене тăрă шыв çине кăларас ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Экспертиза учрежденийĕсемпе тачă çыхăну тытатпăр - вĕсем тĕрлĕ-тĕрлĕ тĕпчев ирттерме пултараççĕ.
Сăмахран, халĕ панорама 3D-фотоÿкерÿ текен криминалистика меслетне алла илтĕмĕр, унпа преступлени пулнă вăхăтри ÿкерчĕке тĕрĕс сăнлама пулать - хăйне евĕрлĕ «виртуаллă тур» йĕркелесси таранах. Çакă уголовлă ĕçе судра присяжнăйсене явăçтарса тишкернĕ чухне айăпа ĕнентерме уйрăмах меллĕ. Ахаль çынна преступлени лару-тăрăвне ăнланма, инкекĕн чăн калăпăшне курма-хаклама ансат мар-çке. Çавăн пекех мобильнăй тата электрон хатĕрсенчен «тасатнă» информацие «тупакан» ятарлă аппаратпа та усă куратпăр. Эксперт çутин çăл куçĕ тата цианакрилат камери вара çын куçне курăнман преступлени йĕрĕсене те «асăрхаççĕ», вĕсем çын вĕлернĕ тĕслĕхсенче айăпли паллă мар, çавăн пекех çынна мăшкăлланипе çыхăннă преступленисене тĕпченĕ чух уйрăмах усăллă.
Полиграф /«суя детекторĕ» текенскер/ пулăшнипе йĕркелекен психофизиологи тĕпчевĕпе анлăн усă куратпăр. «Йăлана кĕнисемпе» пĕрлех халĕ генетика, одорологи /шăршă йĕрĕсен экспертизи/ тата ытти экспертиза ирттересси те час-часах пулать.
Гипноз пирки ыйтрăр. Нумаях пулмасть преступленисене уçса пама гипнорепродукципе те усă курма тытăнтăмăр. Вăл çынна хăй маларах пулнă лару-тăрăва тавăрма, пысăк пĕлтерĕшлине, сăмахран, преступник паллисене, унăн сассине, сăнне аса илтерме май парать. Преступление пула шар куракан çын ытларах чухне стреса лекет, преступлени саманчĕсене манса каять-çке. Çак тĕллевпе врач-психологсене ĕçе явăçтарма пултаратпăр. Практикăра эпир хальлĕхе ку мелпе усă курман-ха, полиграф пекех - тĕрĕслекен çын хăй килĕшсен кăна усă курма юрать. Ку меслетсем сывлăха сиен кÿмеççĕ, анчах айăплине явап тыттарма, шар курнин прависене хÿтĕлеме пулăшаççĕ.
Следователь чĕри те чул мар
- Преступлени пулнă вырăна хăвăр час-часах каятăр-и е ку «патша ĕçĕ» мар-и? Прокуратурăра вăрах ĕçленĕ, паян СК управленине ертсе пыратăр. Çак çулсенче преступниксен хаярлăхне е, тен, урăх сăлтава пула уйрăмах асра юлнă тĕслĕхсем пулнă-и? Преступниксемпе вĕçĕмсĕр хутшăнма, юн, вилĕм курма тивнĕ май следователĕн хăнăху, чурăслăх туйăмĕ çуралать-и?
- «Патша ĕçне» пула мар, Следстви управленийĕн ертÿçин ытти ĕç те нумаййине пула инкек пулнă вырăнсене час-часах тухма май килмест, çапах кайма тăрăшатăп - «шавлă» преступленисене тĕпчеме тивнĕ чух, айăплисем паллă мар пулсан... Асра юлнисем - Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнче пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртра газ сирпĕнсен унта пулнăччĕ, Шупашкарта пачăшкăна вĕлерсен...
Ачасем тĕлĕшпе йывăр преступленисем пулни пушшех чуна ыраттарать. Ирсĕрле мăшкăл тĕслĕхĕсем - вĕсене пирĕн тĕпчеме тивет. Пĕчĕк ачасене вĕлерни çÿçентерет. Унашкалли ан пултăрччĕ.
Туйрăр пуль, кирек мĕнле пулсан та следователь хытă чунлă пулма пултараймасть. Психологсем «професси деформацийĕ» текен пулăмăн хăш-пĕр палли пур-тăр, анчах унсăрăн та май çук, следователь ĕçĕ - киревсĕр кашни ĕçе туйăмсене ирĕке ямасăр тĕпчесси.
- Сăмах май, çул çитменнисене мăшкăлланă, намăс ĕçсем тунă тĕслĕх сводкăсенче ытла та нумай. Ĕлĕкрех апла марччĕ пек. Тен, пулнă, анчах кун çинчен каламан кăна?
- Çавнашкал тĕслĕх çинчен кăна мар, следстви йышăнакан мерăсем пирки те пĕлтерме тăрăшатпăр. Çавна май тепĕр чухне массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕр преступлени тĕлĕшпех темиçе пĕлтерÿ пулма пултарать. Тен, кунашкал преступленисем нумайланнăн туйăнни çакăнпа та çыхăннă пуль.
Статистика пур. Сăмахран, 2013 çулта асăннă йышши преступленисене пула 51 ача шар курнă. 2012 çулта вара - 60. Куратăр пуль, кăштах чакнă. Кăçал ачасем тĕлĕшпе пулнă, ар хутшăнăвĕпе çыхăннă преступленисем пĕлтĕрхи шайрах. Палăртни вырăнлă: право хуралĕн органĕсем ача тĕлĕшпе пулнă преступлени пирки çийĕнчех пĕлмессе те пултараççĕ. Пĕр тĕслĕх асра: ашшĕ хăйне мăшкăллани çинчен хĕрĕ 13 çул иртсен, хăй 18 çул тултарсан, тин пĕлтернĕччĕ. Арçынна тата икĕ хĕр ачана мăшкăлланă тесе шанмасăр тытса чарнă та - хĕрĕ тинех хăрушлăх сирĕлнине ăнланса илнĕ, хăй те шар курни çинчен евитленĕ.
Çавăнпах кунашкал тĕслĕхсенче мĕн тумалли пирки ашшĕ-амăшĕ валли ятарлă памятка хатĕрлерĕмĕр /вăл пирĕн http://chuvashia.sledcom.ru сайтра пур/. Вĕсем тĕрĕс йышăну туни - хăйсен ачине мăшкăл кăтартнă çынна тупса палăртмалли, уголовлă майпа явап тыттармалли никĕс.
- Криминал сериалĕсене, детективсене пăхатăр-и? Чылайăшĕнче преступниксем - ырă сăнарсем, пакунлисем, çав шутра следовательсем вара - усаллисем, айăпсăррине хупса хурасшăн, айăплине взяткăшăн тÿрре кăларма ăнтăлаççĕ - çакă пăшăрхантармасть-и?
- Çивĕч ĕç графикĕ çавнашкал сериалсене йĕрлесе пыма май памасть. Ытларах хыпарсен кăларăмĕсене пăхатăп - республикăра, çĕр-шывра, тĕнчере мĕн пулса иртнине пĕлсе тăмалла. Çапах сирĕн çавнашкал ыйту çуралать тĕк - пăшăрханма сăлтав пур-тăр.
Следстви комитечĕ эсир калакан çак туртăма хирĕç тăма тăрăшать. «Тайны следствия» телесериала халăх килĕштерсе пăхать, унта тĕп тата ырă герой - СК следователĕ. Чăн уголовлă ĕçсен материалĕсем тăрăх «Следственный комитет» телесериал та ÿкернĕ. Пирĕн управлени те айккинче юлмасть. Халăха хамăр тĕпчекен «шавлă-пĕлтерĕшлĕ» уголовлă ĕçсем пирки çийĕнчех тата объективлă пĕлтерме тăрăшатпăр - чăн паттăрсем тата суя паттăрсем пирки пурте пĕлччĕр. Куншăн «Хыпар» хаçата та тав тăватăп - республикăра пурăнакансем унăн страницисенче пирĕн следовательсем тĕпченĕ, шăв-шав çĕкленĕ преступленисем пирки тăван чĕлхепе вуласа пĕлме пултараççĕ.
- Тавах интереслĕ те уçă калаçушăн.
- Хăвăра пысăк тав. Меллĕ самантпа усă курса ĕçтешсене, Раççей Федерацийĕн следстви органĕсен сотрудникĕсемпе ветеранĕсене професси уявĕ ячĕпе саламлатăп - ăна кăçал пуçласа паллă тăватпăр!
Следовательсен тивĕçĕ - çынсен шăпипе çыхăннă ыйтусене яваплăха туйса тата тимлĕ татса парасси. Граждансен хăрушсăрлăхĕ, ырлăхĕ, çынсем тĕрĕслĕх çĕнтерĕвне, граждансен, обществăпа патшалăхăн саккунлă прависемпе интересĕсен хÿтлĕхĕн тухăçлăхне ĕненесси пирĕн профессионализмран нумай килет. Уяв ячĕпе саламланă май пурне те çирĕп сывлăх, çемьере тăнăçлăх, Раççейшĕн пурнăçлакан пархатарлă ĕçре çĕнĕ çитĕнÿсем сунатăп!
Николай КОНОВАЛОВ калаçнă