Хурамал хĕрĕ тракторпа суха та тунă, тырă та акнă
Чун киленĕçĕ ăна Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ пулма пулăшнă
Вулакана паян паллаштаракан коллектив – Куславкка районĕнчи «Эткер» халăх ушкăнĕ — районта кăна мар, республикăра та, çавăн пекех Атăлçи тăрăхĕнче те ят-сум çĕнсе илнĕ.
Йывăр ĕçрен çапла каннă
Коллективпа паллашар-ха. Ăна 50 çул ытла пĕр улшăнми Раççей культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ Людмила Ефимова ертсе пырать. Людмила Георгиевна хăйĕн çитĕнĕвĕсене юратнă ял çыннисем, тăван ашшĕпе амăшĕ упраса пурăннă халăх пултарулăхне — сăвви-юррине, ташши-кĕввине, вăййи-куллине — пула тивĕçнĕ. Культура, искусство енĕпе ятарлă пĕлÿ çук унăн. Мĕн пурри те Сĕнтĕрвăрринчи 1-мĕш училищĕре механизаци енĕпе илнĕ свидетельство тата автомобильпе çÿреме ирĕк паракан документ çеç. — Арçын аппаччĕ эпĕ ача чухне, — ăшшăн аса илчĕ Людмила Георгиевна иртнĕ çулсене. — 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне Неонила Ершовăпа, Ефалия Жигаревăпа плугарьте ĕçлерĕмĕр. Вăтам шкул хыççăн хуçалăх ертÿçи Феофан Петров ыйтнипе вырăнти радиоузел мотористĕнче вăй хутăм. Тепĕр икĕ çултан вăл ыйтнипех Сĕнтĕрвăррине çул тытрăм. Кăнтăрла трактористмашиниста, виççĕмĕш класлă слесаре, каçхине — хам ирĕкпе — водителе вĕрентĕм. Ăна пĕтернĕ хыççăн Хурамал хĕрĕ Оренбург облаçĕнче ДТ-54 тракторпа суха тунă, тырă акнă. Унтан, тăван яла таврăнсан, грузовикпа ĕçленĕ. ГАЗ-69-па хуçалăх председательне илсе çÿренĕ. Каçсерен ял клубĕнче çамрăксемпе пĕрле ташланă, юрланă, спектакльсенче вылянă. Йывăр ĕçрен çапла каннă.
Ансамбль ятне те пĕрлех суйланă
Людмила Ефимова пултарулăхĕпе те палăрнă. Ахальтен-и вырăнти ял канашĕн çав вăхăтри председателĕ Изосим Макаров ăна Хурамал клубне ертсе пыма ÿкĕтленĕ. Çакă 1967 çулхи юпа уйăхĕнче пулнă. Чÿкĕн 4-мĕшĕнче вара Людмила Георгиевна йĕркеленĕ пĕрремĕш концерт иртнĕ: ял канашĕн çуртĕнче улах йăлипе паллаштарнă. Унта хутшăннă çынсем — амăшĕпе ашшĕ Антонинăпа Георгий Ефимовсем, амăшĕн йăмăкĕпе унăн мăшăрĕ Ольгăпа Иван Ершовсем, Елизавета Чугунова, Мария Макарова, Серафима Шпарова, Мария Жигарева салтак арăмĕсем, Анфиса Чечекова, Анна Беляева каярахпа коллективăн шăнăрĕ пулса тăнă. Ансамбль ятне те пĕрлех суйланă. Халăх пуянлăхне — ĕмĕрсен эрешĕсене — çухатмалла маррине çирĕп шаннă вĕсем: «Эткер» ят çакна пĕрлештерсе, çыхăнтарса тăрасса витĕр курса тăнă. Несĕлĕмĕрсем авалтанпа тытса пынă пур уява та халăх патне çитернĕ «Эткерçĕсем». Вĕсен тивлечĕпе хăна, туй, Сурхури, Çăварни, салтак, вăйă, ытти йăла юррисем çĕнĕрен вăй илнĕ. Людмила Георгиевна вĕсене пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă, çырса илнĕ, сцена çинче юрлаттарнă.
«Атте кĕслине калама вĕренеймерĕм»
Акă хăна юрринчи темиçе йĕрке: «Тăвансем, эсир пирĕн пата ăмма пымастăр? Йытти çыртать тетри-мĕн? Эсир пирĕн пата пынă çĕре те Йытти пулĕ сăнчăрта. Тăвансем, эсир пирĕн пата ăмма пымастăр? Хурĕ сăхать тетри-мĕн? Эсир пирĕн пата пынă çĕре те Хурĕ пулĕ хуплура…» Салтака ăсатнă самант — яш-кĕрĕмшĕн çеç мар, ял-йышшăн та асра юлакан, чуна витĕрекен пулăм. Амăшĕсем ывăлĕсене çĕршыва хÿтĕлеме ăсатнă, вĕсенчен чылайлăха уйрăлнă. Акă çапла юрласа сыв пуллашнă яш-кĕрĕм ял-йышпа: «Хурамал урамĕ ярт урам, Епле утса тухам-ши? Çак çуралнă кил-çуртран Епле уйрăлса тухам-ши?..» — Пĕр пулăмшăн питĕ кулянатăп, — сăмахне тăсрĕ Людмила Георгиевна. — Атте кĕслине калама вĕренеймерĕм. Халĕ ăна килте упратăп, вăхăтран-вăхăт алла тытатăп та чи çывăх çынсене, тăвансене аса илетĕп. Ăна асатте Петр Васильевич ăсталанă. Атте çемçен каланă кĕвĕсем халĕ те хăлхара янăраççĕ. Анне вара лайăх юрлатчĕ, илемлĕ ташлатчĕ. Вĕсен тантăшĕсем те питĕ маттурччĕ. Акă камсен тĕслĕхĕпе хавхаланса сцена çине тухаççĕ «Эткерĕн» çĕнĕ ăрăвĕсем. Паянхи йышра тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансем, шкул ачисем пур. Вера Терентьева, Анастасия Васильева, Ольга Парусова, Надежда Иванова кÿршĕ Елчĕк ялĕнчи вĕрентекенсем. Тăван Хурамалти Татьяна Лукинова, Лидия Макарова, Елена Суркова, Вера Чечекова, Павел Абуков, Алевтина Иванова, Вячеслав Зуев, Геннадий Ефимов пенсионерсем. Çамрăкраххисем, мĕн ачаран çÿрекеннисем — Алексей, Иван, Андрей Ефимовсем. Вĕсене, çывăх тăванĕсене, Людмила Георгиевна хăйĕнчен хăварман. «Эткер» шăрантарнă «Çĕр çумипе сар кайăксем вĕçеççĕ» хăна юрри, «Витĕр-витĕр вир кĕрпи» вăйă, «Утел тырри акнă чух» ĕç, «Айта, инке, вăрмана» бурлак юррисем 1990 çулта Пĕтĕм Союзри «Мелодия» фирма кăларнă «Чăваш эрешĕсем» пластинкăра тухнă. Ансамбль çитсе курнă регион чылай: Мускав, Пенза, Самар, Оренбург, Киров, Вологда, Чĕмпĕр, Воронеж, Аслă Новгород, Тутарстан, Мари Эл, Пушкăртстан… Виçĕм çул фольклор ансамблĕсен Новосибирскра иртнĕ фестиваль-конкурсĕнчен пĕрремĕш степень лауреачĕн дипломĕпе таврăннă, пĕлтĕр Саратовран — федерацин Атăлçи тата Урал округĕсен пултарулăх коллективĕсен фестиваль-конкурсĕнчен каллех çĕнтерÿçĕ дипломĕпе. Иртнĕ çул çавăн пекех Саранска та çитсе килнĕ, ялти фольклор ушкăнĕсен регионсен хушшинчи «Тăван ял юрлать» виççĕмĕш фестивальне хутшăннă. Унта Хурамалсем иккĕмĕш вырăн йышăннă. Вĕсем пĕлтĕр çавăн пекех Мускав, Питĕр чăвашĕсене тăван кĕвĕ-çемĕпе савăнтарнă. «Эткер» çумĕнчи ачасен ушкăнĕ те маттур, унта çÿрекен Светлана Яковлева пĕлтĕр республика шайĕнчи «Сентти» конкурсра пĕрремĕш вырăна тухнă. Тулли верси…
Надежда СМИРНОВА.
Комментировать