Министрсен ĕçне мĕнле хаклаççĕ?
«Медиалогия» компани Раççей Федерацийĕн министрĕсен медиарейтингне - 2014 çулхи çĕртме уйăхĕшĕн - хатĕрленĕ
Ку хутĕнче ют çĕр-шыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров, оборона министрĕ Сергей Шойгу, энергетика министрĕ Александр Новак - лидерсем.
Ют çĕр-шыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров хутшăннипе иртнĕ паллă пулăмсем:
- ПНО Хăрушсăрлăх Канашĕн ларăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Раççей вут-хĕме васкавлăн чармалли пирки тата Украинăра мирлĕ калаçусем ирттерме пуçламашкăн ыйтса резолюци проектне тăратассине пĕлтернĕ*
- Андрей Дешица Владимир Путин адресĕпе хирĕçÿллĕ сăмахсем калани тĕлĕшпе комментари панă*
- Белградра официаллă визитпа пулнă.
Оборона министрĕ Сергей Шойгу хутшăннипе иртнĕ паллă пулăмсем:
- селектор канашлăвĕ вăхăтĕнче «Оборонсервисăн» тивĕçĕсене чакармалла тесе пĕлтернĕ*
- федерацин оборона саккасĕ енĕпе ĕçлекен службине /Дмитрий Рогозин ертсе пыраканскерне/ пĕтерме, унăн тивĕçĕсене ытти ведомство хушшинче пайлама сĕннĕ*
- Оборона министерствин коллегине Хабаровскра ирттернĕ.
Энергетика министрĕ Александр Новак Брюссельти калаçусене, унта Украинăна газ парса тăрассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă, хутшăннă.
Рейтингра çыхăнупа массăллă коммуникацисен министрĕ Николай Никифоров ыттисемпе танлаштарсан çÿлелле ытларах хăпарнă /Ç10/. МИХсем пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ: Николай Никифоров Крым федераци округĕнчи çыхăну инфратытăмĕн тăрăмĕ çинчен РФ Президенчĕ Владимир Путин РФ Правительствин членĕсемпе ирттернĕ канашлура каласа кăтартнă.
Ку рейтинга «Медиалогия» тытăмĕнчи МИХсен никĕсĕ тăрăх йĕркеленĕ, унта 18100 çăл куç кĕрет: ТВ, радио, хаçатсем, информаци агентствисем, Интернет-МИХсем.
* * *
Халăх шухăшне тĕпчекен Пĕтĕм Раççейри центр /ВЦИОМ/ министрсен рейтингне - халăх вăл е ку ведомство ертÿçин ĕçĕн пахалăхне хаклани, çавăн пекех çĕр-шыв гражданĕсем ăна палласа илни тăрăх никĕсленине - пĕрремĕш хут пичетленĕ. Халĕччен центр эксперчĕсем Правительство членĕсен ĕçне министрсен медиахастарлăхне тĕпе хурса çеç тĕпченĕ.
ВЦИОМ гендиректорĕ Валерий Федоров «Известия» хаçата пĕлтернĕ тăрăх - пит паллах мар чиновник пĕтĕмĕшле рейтингра хаклавăн хăйне евĕрлĕ критерийĕсене пула паллăраххинчен те иртсе кайнă чухне тĕрлĕ хирĕçÿ ан тухтăр тесе çапла тунă. Е, пачах хирĕçле, ытлашши PR ведомствăсен чăн кăтартусемпе мухтанма пултарайман ертÿçисене малти вырăнсене кăларнă чухне.
Лидерсен шутне, çитменнине икĕ кăтартупа та оборона министрĕ Сергей Шойгу /ĕç пахалăхĕшĕн пухма май пур 5 балран 4,41 балл тата палласа илнишĕн пама пултаракан 100 пунктран 71 пункт/ тата ют çĕр-шыв ĕçĕсен министрĕ Сергей Лавров /4,28 балл тата 50 пункт/ кĕнĕ. Çакă йăлана кĕчĕ теме те пулать. Валерий Федоров каланă тăрăх - ку, уйрăммăн илсен, юлашки çур çулта çивĕч ыйтусен пысăк пайĕ пĕтĕм тĕнчери пулăмсемпе - Украинăри хирĕç-тăрупа тата унта мĕн пулса иртнине тĕнчере мĕнле хакланипе, Çывăх Хĕвел тухăçри кризис процесĕсемпе тата ыттисемпе - çыхăннă.
- Эпир паян Хĕвел анăçпа конфронтацире. Раççей тĕлĕшпе санкцисем йышăнаççĕ, пирĕн çĕр-шыва пысăк пĕтĕм çылăхшăн айăплаççĕ. Кун пек лару-тăрура пирĕн хÿтĕлевçĕсен, пакунлисен тата пакунсăррисен, ят-сумĕ ÿсет. Лавровпа Шойгу икĕ кăтартупа та малта пыни ку министрсем тата вĕсем ертсе пыракан ведомствăсем çăмăл мар çак лару-тăрура та лайăх ĕçленине палăртаççĕ, - тенĕ Валерий Федоров.
Ĕç пахалăхĕпе аутсайдерсен йышĕнче вĕренÿпе наука министрĕ Дмитрий Ливанов /2,83 балл/, ял хуçалăх министрĕ Николай Федоров /2,65 балл/ тата 2013 çулхи кĕркунне туса хунă строительствăпа ЖКХ министерствин ертÿçи Михаил Мень /2,54 балл/. Çав хушăрах «паллăлăх» индексĕнче Ливанов иккĕмĕш ушкăна /«Нумай çын пĕлекеннисем» - 10 пунктран пуçласа 49 пункт таран/ кĕрет. Федоровпа Мень пĕр картлашка аяларах - вĕсем тĕпчев пĕтĕмлетĕвĕсемпе «Сахал çын пĕлекеннисем» ушкăна лекнĕ /-49-тан пуçласа -21 пункт таран/, ку ертÿçĕсен -36 тата -26.
Вĕсенчен кăшт лайăхрах финанс министрĕ Антон Силуанов /3,00 пункт/, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Вероника Скворцова /2,96 пункт/ тата экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Улюкаев /2,91 пункт/ ĕçлеççĕ /Раççейре пурăнакансен шухăшĕпе/. Ку ертÿçĕсем тата темиçе ведомство пуçлăхĕсемпе пĕрле ВЦИОМ тĕпчевĕн кăтартăвĕсем тăрăх «Юлса пыраканнисем» ушкăна лекнĕ /2,90-ран пуçласа 3,09 пункт таран/.
МЧС ертÿçи Владимир Пучков /3,64 пункт/, Дмитрий Козак вице-премьер /3,52 пункт/, çуркунне йĕркеленнĕ Крым ĕçĕсен министерствин ертÿçи Олег Савельев /унăн та 3,52 пункт/, Дмитрий Рогозин вице-премьер /3,50 пункт/, Спортмин пуçлăхĕ Виталий Мутко /3,46 пункт/, пĕрремĕш вице-премьер Игорь Шувалов /3,44 пункт/ 2-мĕш ушкăна - «Потенциала» - лекнĕ.
«Паллăлăх» индексĕнче аутсайдерсен йышне /«Асăрхаманнисем» /«Невидимки»/ ушкăн/ çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Сергей Донской /-54 балл/, Çурçĕр Кавказ ĕçĕсен министрĕ Сергей Кузнецов /-54 балл/, çыхăнупа массăллă коммуникацисен министрĕ Николай Никифоров /-50 балл/ тата регионсен аталанăвĕн министрĕ Игорь Слюняев /-52 балл/ кĕнĕ.
Ку рейтингра - сăмах экспертсенчен мар, ахаль çынсенчен ыйтса пĕлни çинчен пырать-çке - пĕтĕм фактор пĕлтерĕшлĕ. Министерствăна тата вăл халăх пурнăçне мĕнле витĕм кÿнине хакланисĕр пуçне çакăн пек факторсем те - министрăн ят-сумĕ, унăн пахалăхлă енĕсем, хăйĕн должноçĕнче ĕçленин вăхăчĕ тата опычĕ, МИХсемпе ĕçе тĕрĕс йĕркелеме пĕлни т.ыт.те - пĕлтерĕшлĕ.
Комментировать