Кредитпа тĕллевлĕ усă курмалла
Пирĕн ялсем «АПК аталанăвĕ» наци программипе килĕшÿллĕн мăйракаллă шултра выльăх туянма тесе банкран кредит илчĕç те хулара хваттер туянчĕç. Çакă саккунпа килĕшсе тăрать-и?
Çапла, хăш-пĕр çемье ăна хуралтă е сарай хăпартма, е ăратлă выльăх туянма мар, пачах урăх çĕре явăçтарать. Çакна ЧР Ял хуçалăх министерстви тĕрĕслев ирттерсе çирĕплетнĕ.
Кăçал Канаш, Куславкка, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри районĕсенче тĕрĕсленĕ. Банк 69 килти хуçалăха 34 млн тенкĕлĕх пĕчĕк процентлă кивçен панă. 14-шĕ унпа /6,8 млн тенкĕпе/ тĕллевлĕн усă курманнине - кĕмĕле килти хуçалăхпа пач çыхăнман ĕç тума янине - тупса палăртнă.
Сăмахран, пĕрремĕшĕ Канаш районĕнче лупасай çĕклемешкĕн 600 пин тенкĕлĕх кредит илме банкпа килĕшÿ тунă. Анчах çак укçапа Канашра хваттер туяннă. Банк иккĕмĕшне, Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕне ĕрчетме шантарнăскере, 400 пин тенкĕ тыттарнă. Вăл ку нухратпа ăратлă выльăх туянас вырăнне пÿртне юсанă.
Усă кÿреймен кредит проценчĕн пĕр пайне саплаштарма патшалăхран илнĕ субсиди 592 пин тенкĕпе танлашать. Пур пĕр ăна федераципе республика хыснине тавăрттараççĕ. Бюджета 33,1 пин тенкĕ çеç çаврăнса çитнĕ. Банк укçана илеймесен суд урлă шыраттарасси куç кĕрет. Халĕ тĕрĕслевçĕсем Вăрмар тăрăхĕнче ĕçлеççĕ. Кĕçех Çĕрпÿ, Çĕмĕрле, Тăвай, Шупашкар районĕсене те çитĕç.
Комментировать