Иккĕн вилнĕ, пиллĕкĕн суранланнă

23 Июл, 2014

«Çаврăнса ÿкнĕ «Cetz», арçынпа хĕрарăм виллисем... Хыçалти ларкăч çинче - арçын ачапа хĕр ача, иккĕшĕ те чĕрĕ, анчах вăйлă суранланнă. Хĕр ачан пуç купташки сиенленнĕ пулас, арçын ача хускалмасăр выртать. «Мерседесăн» малти пайĕ лапчăннă, «Ауди» - çул айккинче, пĕр 10 метрта. Васкавлă медпулăшу машинине ытла та вăрах кĕтме тиврĕ. Хăрушă!»

Авари хыççăнах унта пулнă свидетельсенчен пĕри автофорумра инкеке çапла сăнланă. Хăрушă авари иртнĕ вырсарни кун 17 сехет тĕлнелле Шупашкар районĕнче пулнă. «Шупашкар-Сурски» çул çинче Вăрăмту ялĕ çывăхĕнче харăсах виçĕ иномарка аварие лекнĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх - «Мерседес» çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнă, «Хендай» автомобильпе çапăннă. Унтан «кореец» хыççăн пынă «Аудие» лектернĕ.

Инкек кăтартăвĕ чăннипех хăрушă. Икĕ çын пурнăçĕ татăлнă, пиллĕкĕн суранланнă. Шар курнисен йышĕнче - виçĕ тата вунă çулсенчи икĕ ача. Аварие пула çул пÿлĕннĕ те - транспорт юхăмĕ темиçе сехетлĕхех «пăкка» лекнĕ.

Шел те, ку çак кунсенче çулсем çинче ентешĕмĕрсем вилнипе çыхăннă пĕртен пĕр тĕслĕх мар. Эрне кун та инкек пулнă - «Мускав-Ĕпхÿ» автоçулăн 757-мĕш километрĕнче. Тутарстан территорийĕнчи аварире виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă: водитель тата унăн икĕ пассажирĕ. Кÿршĕ республика ШĔМĕн пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - Чăваш Ен çыннисем инкеке лекнĕ, отпускра пулнă хыççăн Хусан аэропортĕнчен тăван республикăна таврăнакан çемье членĕсем вилнĕ-мĕн.

К.НИКОДИМОВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.