Пин-пин çамрăка пĕрлештернĕ

23 Июл, 2014

Çак кунсенче Вăрнар район администрацийĕн граждансен хутшăнăвĕсен актне регистрацилекен /ЗАГС/ пайĕн ертÿçинче нумай çул вăй хунă Алевтина Степанова тивĕçлĕ канăва кайнă. Ăна Вăрнар районĕнче нумайăшĕ лайăх пĕлет. Çемьепе юрату тата шанчăклăх кунĕнче «Хыпарăн» общество корреспонденчĕ Людмила Иванова унпа тĕл пулнă, ыйтусене хуравлама ыйтнă.

- Эсир культурăра ĕçлеме пуçланине пĕлетĕп. Мĕншĕн ЗАГСа куçрăр?

- Çирĕм çичĕ çул каялла эпĕ районăн культура çурчĕн методистĕнче тăрăшнă, - терĕ Алевтина Марковна. - Мăшăрсем ял Канашĕнче çырăннă хыççăнах чиркÿре венчете тăнине, ачана тĕне кĕртнине ун чухнехи влаç ырламан. Вĕсем валли совет йăли-йĕркипе килĕшсе тăракан уявсем ирттернĕ. Партипе патшалăх кăтартнă тÿрĕ çул çине чи малтанах çамрăк çемьесене тăратассишĕн тăрăшнă. Районта вĕсен клубне те йĕркеленĕ. Унта тĕрлĕ професси çыннисем çÿретчĕç. Çамрăк мăшăрсене хам хыççăн ертсе пыма пĕлнĕрен республика семинарĕнче темиçе хутчен сăмах калаттарчĕç. Район ертÿçисем эпĕ пая ертсе пыма тивĕçлĕ тенĕ-ши - пĕлместĕп. Малтан ку должноçра Зоя Тырлышкиначчĕ. Райĕçтăвком председателĕн çумĕ Тамара Линькова пая ертсе пыма сĕнчĕ те - килĕшрĕм.

- ЗАГСра ун чухне йывăртарахчĕ-и е халĕ чăрмавлă-и?

- Юлашки çулсенче кăткăсланчĕ. Мĕншĕн тесен тĕрĕслекен органсем пай çине куç ÿкерсех тăраççĕ, ертÿлĕх пĕрмай вăл е ку çĕнĕлĕхпе усă курма хистет. Пая куçсанах унта-кунта «тумхах» такăнтаркаларĕ. Вĕсене «кăпкалатма» ял Канашĕсем нумай пулăшрĕç. Граждансен хутшăнăвĕсен актне вĕсем те регистрациленĕ. Пая отчет тăратнă. Çак йĕрке нумай çула пычĕ. Юлашки çулсенче «çÿлтен» ĕçе улшăну чылай кĕртрĕç.

- Паянтан мăшăра упăшкипе арăмĕн тивĕçĕ çыхăнтарассине пĕлтернĕ чух мĕн шухăшлаттăр тата хĕрпе каччă яваплă саманта епле чăтса ирттереççĕ?

- Эпĕ пин-пин çамрăка пĕрлештернĕ. Анчах кашнинех çемьере пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăнма пил панă чух хумханнă. Те сăмах каланă чух ăшă сăмахсем шыранăран, те урăх сăлтава пула. Хăшĕ-пĕри упăшки е арăмĕ пулса тăнине пĕлтерсен ырă суннăшăн тав тăватчĕ те - тивĕçĕме тÿрĕ те таса кăмăлпа пурнăçланă пек туйăнатчĕ. Çамрăксем çемьери хутшăнусен актне регистрацилеме тĕрлĕрен туйăмпа хутшăнаççĕ. Пĕрисем мăшăрлану актне яваплăн йышăнаççĕ, теприсем çырăнтару пынă вăхăтра хăйсене йĕркеллĕ тытмаççĕ. Пĕрлешÿ самантне шоу шайне антарса лартакан та пур.

- Çĕнĕ саманара совет тапхăрĕнчипе танлаштарсан 9 уйăх çитичченех ача çуратма хатĕрленекен хĕр-хĕрарăмсем ЗАГСа мăшăрланма ытларах пымаççĕ-и?

- Паллах, нумайрах. Лайăххине çеç кĕтчĕр. Ача çурални - пысăк савăнăç. Пепке кĕтекен мăшăрсем акта алă пусса çирĕплетнĕшĕн хĕпĕртенĕ çеç.

- ЗАГСа чăваш çи-пуçне тăхăнса пынине мĕнле хаклатăр?

- Халĕ вăл ĕлĕкхинчен илемлĕрех. Ăна çĕлеме-тĕрлеме мĕн кирлине пурне те сутаççĕ. Туя чăваш йăлипе ирттерсе пуянлатакансене мухтатăп çеç. Наци культурине упраса хăварассишĕн тăрăшар.

- Хут уйăрттаракансене шута илнĕ чух вĕсем çемье саланнин сăлтавне мĕнле ăнлантараççĕ?

- Пай ачасăррисене е ачасем 18 çултан иртнисене уйăрса регистрацилет. Нумайăшĕн сăлтавĕ пĕрешкелрех. Упăшки те, арăмĕ те çемьене салатма тĕллев тытсан вĕсене пĕрле пурăнтарма йывăр. Çапах та хăш-пĕр çемье ЗАГСа заявлени панă хыççăн хут уйăрттарма пымасть. «Тен, малтан тирĕк-чашăк шакăртаткаланă, халĕ килĕштернĕ, çавăнпа килмерĕç», - теттĕм. Унччен çулсем юплениччен упăшкипе арăмĕ виçĕ уйăх шухăшланă, халĕ пĕрре çеç параççĕ. Кăçалтан пуçласа вĕсене ыйтусене хуравлаттараççĕ. Уйрăлу сăлтавĕсем - упăшки е арăмĕ «сулахаялла» йăрккани, пĕр-пĕрин кăмăлне килĕштерменни, пĕри е тепри çемьерен татăлса инçетре ĕçлесе пурăнни...

Людмила ИВАНОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.