- Чăвашла верси
- Русская версия
Лондонра чăваш тумне тăхăнса театра çӳресшӗн
Чăвашсем ăçта кăна пурăнмаççĕ-ши? Антарктидăна та çитнĕ вĕсем. Марина Доналд Аслă Британири Лондон хулинче пурăнать.
Юрист профессине илнĕскер унти чăвашсене пĕр чăмăра пухасшăн, вĕсене пулăшасшăн. «Лондон чăвашла калаçать» проект шухăшласа кăларнă вăл.
Интернетра паллашнă
Вăл Аслă Британие куçса кайнăранпа кăçал икĕ çул çитет. «Чăвашсем таçта та пурăнаççĕ. Лондонра та пур пуль», — çапла шухăшланă та Марина ентешĕсене интернет урлă шырама пикеннĕ, 2 çынна тупнă. Унăн хăш-пĕр юлташĕ, пĕлĕшĕ те Англире кун кунлать. «Манăн тус — Çĕнĕ Шупашкартан. Унпа Мускавра ĕçленĕ чухне паллашнăччĕ. Вăл 10 çул ĕнтĕ кунта пурăнать, çемье çавăрнă. Вăл мана чылай пулăшса пырать», — каласа кăтартрĕ. Тепĕр пĕлĕшĕ Аслă Британие вĕренме пынă, мăшăрĕпе Мускавра пурăнать. Çак кунсенче Марина чăваш каччипе пĕрлешнĕ хĕрпе паллашнă. Пике Çĕпĕртен, çемье çавăрнă хыççăн чăвашсемпе кăсăкланма тытăннă. Халĕ вăл, Йорк университетĕнче вĕренекенскер, пирĕн халăх пирки тĕпчев ĕçĕ хатĕрлет. «Пĕр çемьепе паллашма тӳр килчĕ. Мăшăр И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Упăшки — программист. Тĕнче курса çӳреççĕ. Пĕр вăхăт Лондонра пурăнчĕç, кайран Сингапура тухса кайрĕç», — сӳтĕлчĕ калаçу çăмхи. «Лондон чăвашла калаçать» проекта пуçарнă Марина акăлчансем, Аслă Британири пурнăç пирки социаллă сетьре каласа кăтартать. Паллах, тăван чĕлхепе. «Хама мĕн интереслентерет — çавăн пирки хыпарлатăп. Лондонра 307 наци çынни пурăнать. Пирĕн пирки те пĕлтерес килет, чăвашсем 308-мĕш пулччăр. Хамăр пирки каласа кăтартмалли нумай», — палăртрĕ халĕ университетра онлайн мелпе киберхăрушсăрлăх енĕпе пĕлӳ илекенскер.
Марина — Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Вăрманкас ялĕнчен. Шкул хыççăн Шупашкара стоматолога вĕренме кайма шухăшланă вăл, анчах тăрук амăшĕ чирленĕ. Тухтăрсем унăн усал шыçă пулнине пĕлтернĕ. Çывăх çыннипе юнашар пулас тесе Марина Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумне вĕренме кĕнĕ. «Анне чирлерĕ пулсан та выльăх-чĕрлĕх усрарĕ. Ăна пулăшас тесе ирех тăраттăм, шыв, вутă йăтса хăвараттăм. Ултă сехет çурăра кӳршĕ Хуракасси ялĕнчен Сĕнтĕрвăррине автобус каятчĕ. Унччен пур ĕçе те тăваттăм», — аса илчĕ вăл. Шел те, амăшĕ сывалайман, вăл пурнăçран уйрăлсан Марина Шупашкара çул тытнă, юриста вĕреннĕ. Кайран фирма уçнă. Германие ятарлă программăпа стажировкăна кайса килнĕ. Пĕр вăхăт Шупашкарта заводра, патшалăх службинче ĕçленĕ. Мускава куçса кайсан вăл интернетра пулас упăшкипе Эдвардпа паллашнă. Пилĕк çул туйăмсене тĕрĕсленĕ: çыру вĕçтернĕ, пĕр-пĕрин патне кайса çӳренĕ. Кайран çамрăксем пĕрлешме шухăшланă. Лондонра та, Мускавра та ют çĕршыв çыннипе хут уйăрттармашкăн документ чылай пуçтармалла. АПШра вара ку енĕпе çăмăлрах. Маринăна унта пурăнакан юлташĕ шăпах туя чĕннĕ. Унта кайсан Эдвардпа Марина та пĕрлешме шухăшланă. Кайран Грецире туя паллă тума тăванĕсене пухнă. Уява тĕрлĕ халăх çынни пухăннă. Маринăн хунямăшĕ — Греци хĕрарăмĕ, хуняшшĕ — Шотланди арĕ. «Шупашкарти, Мускаври туссене чăваш тумне илсе килме ыйтрăм. Вĕсем ансамбльте юрлакансен кĕписене тупнă. Тухья илме май килмен — багаж йывăрланать. Чăваш ташши ташларăмăр. Упăшкан грек тăванĕсем сĕрме купăс каласа сиртаки ташларĕç. Пирĕн фотограф акăлчанла, грекла тата вырăсла пĕлетчĕ. Шел, туя хатĕрленме вăхăт нумай пулмарĕ. Вăхăта каялла таврăнма май пулнă тăк чăваш тумне туянса ăна мăнаçлансах тăхăнăттăм. Пирĕн çи-пуç питĕ хитре. Пуян культурăна пытармалла мар», — терĕ Марина Доналд. Малалла вулас...
www.hypar.ru Марина ДОНАЛД архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Ирина КОШКИНА.
Комментарии
Ираида Захарова
чт, 02/04/2020 - 14:26
Постоянная ссылка (Permalink)
Марина ДОНАЛД
Тав, Марина! Маттур!
Комментировать