Якутсем сас пачĕç

22 Июл, 2014

Якут халăх сăвăçи Семен Руфов 85 çул урлă каçнă пулин те вулакансене çулсерен хăйĕн çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарсах тăрать. Темиçе çул каялла вăл куçарнă сăвăсен антологийĕ «Çăлтăрлă тÿпе» ятпа пичетленсе тухнă. Унта тĕнчери 27 чĕлхепе çырнă 92 авторăн сăвви-поэми кĕнĕ. А.С.Пушкин çуралнăранпа 250 çула халалласа вăл куçаруçăсен ăмăртăвне йĕркеленĕ. Якут литературине тĕпчекенсем Семен Титович ăста куçаруçă пулнине, ун чĕлхе туйăмĕ питĕ çивĕччине палăртаççĕ.

Нумаях пулмасть «Бичик» кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ В.Н.Луковцев паллă çыравçăн çĕнĕ кĕнекине ярса пачĕ. «Куçарусем» ятпа кăларнă сумлă тома Шота Руставелин «Тигр тирĕ пĕркеннĕ паттăр» сăвăлла романĕ, Вильям Шекспирăн сонечĕсен ярăмĕ, Константин Ивановăн «Нарспи» поэми тата Абай Кунанбаевăн лирикăллă сăввисем кĕнĕ.

Семен Руфов «Нарспи» поэмăна иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче куçарнă, 1990 çулта вăл уйрăм кĕнекен пичетленсе тухнă. Ку произведени çÿлерех асăннă антологие те кĕнĕ. Апла пулсан «Нарспи» якутла виççĕмĕш хут, хальхинче 2 пин тиражпа пичетленсе тухрĕ. Кĕнекен çак пайне Петр Сизов гравюрисемпе илемлетнĕ. «Нарспи» поэмăна пысăк ăсталăхпа куçарнăшăн якут сăвăçне И.Я.Яковлев ячĕллĕ преми парса чысланă.

- 1980 çулта «Кувшинка» кану çуртĕнче Раççейри куçаруçăсен семинарĕ ĕçленĕччĕ, унта Семен Руфов та хутшăннăччĕ, – аса илет Атнер Хусанкай тĕпчевçĕ. – Куçару терчĕ пирки сăмахланă май эпĕ ăна вырăсла тата чăвашла тухнă «Нарспи» поэмăна парнелерĕм. Тепĕртакран вăл «Саха» журнал ярса пачĕ, унта Петĕр Хусанкай, Юрий Сементер, Энтип Ваççи сăввисен ярăмĕ тухнăччĕ. «Нарспие» куçарма Семен Титович чылайччен хатĕрленнĕ пулас, вунă çул иртсен вăл чаплă поэмăна уйрăм кĕнекен кăларса ярса пачĕ.

Çитес çул чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитет. Çак уява нумай çĕрте хатĕрленме пуçланă, якутсем вара чи малтан сас пачĕç. Семен Титовича халăхсен хушшинчи туслăха çирĕплетессишĕн тунă пысăк ĕçшĕн тав тăвас килет. «Поэзи ватăлма памасть» – тенĕччĕ вăл хăйĕн пĕр сăввинче. Ку сăмахсене ахальтен каламаннине çÿлерех асăннă кĕнеке лайăх çирĕплетсе парать.

Валерий Алексеев,
Чăваш кĕнеке издательствин
тĕп редакторĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.