Çыравччен çур çул кăна юлчĕ

17 Мар, 2020

Ăçтан эпир, камсем эпир? Çак ыйтусем хăй мĕнле йăхран иккенне пĕлес текен кирек мĕнле чăваша та шухăша яраççĕ. Çапла, паян кун пирки ăсчахсем çеç мар, наукăпа çыхăнман çынсем те тĕрлĕрен калаçаççĕ.

Хăшĕ-пĕрин шухăшĕпе, паянхи чăвашсем чăн чăвашсем мар, таса чăвашсем хăйсен ирĕклĕхне, никама пăхăнманлăхне хÿтĕлесе темиçе ĕмĕр каяллах пуç хунă. Теприсен шухăшĕпе, чăвашсен мăсăльмана тухмалла пулнă, çакна вĕсем тутарсем хăйсене хăюллă тытнипе çыхăнтараççĕ. Апла-и, капла-и — историре пулнине улăштарма çук. Пĕлетпĕр: 469 çул каялла мăн-мăн асаттесем хăйсен ирĕкĕпе Вырăс патшалăхне кĕнĕ. Вырăс çул çыравçисене ĕненес тĕк, ку ĕç-пуç 1551 çулхи çĕртме уйăхĕнче пулнă. Çапла майпа чăвашсем хÿтлĕх тупнă, вырăссем кăнтăрти чиккисене çирĕплетнĕ. Историксем палăртнă тăрăх, вырăссемпе пĕрлешнĕ халăхсенчен чăвашсем йышпа чи пысăкки. Пирĕн несĕлĕмĕрсем хыççăн Атăл тата Урал тăрăхĕнчи ытти халăх та Вырăс патшалăхĕпе çывăхланнă. Малалла вулас...

www.hypar.ru

Надежда СМИРНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.