Комире, Сочире, Крымра... янăрать чăваш юрри

17 Мар, 2020

Сцена ăстисене çул çинче укçа самай тăкакланни те чарса тăмасть
Канаш районĕнчи Катекри «Шевле» халăх фольклор ансамблĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 30 çул çитет. Унăн пĕрремĕш ертÿçисем — Людмила Маскинăпа Ольга Егорова. Людмила Петровна, культура çурчĕн заведующийĕ пулнă май, тилхепене паян та çирĕп тытать.

Эпир те Катеке çитсе килтĕмĕр. Культура çуртĕнчи «Шевле» пÿлĕмĕнче Людмила Маскина çĕвĕ машинипе ĕçлетчĕ. Коллектив валли сцена тумĕ хатĕрлет иккен. Çĕленисĕр пуçне тухйипе хушпăв-не те хăех тăвать. Республикăри культура ĕçченĕсем валли ăсталăх класĕсем те ирттерет. Вăл çак ялтах çуралса ÿснĕ. Ачаранах клубра иртекен концерт-спектакле хастар хутшăннă, шкулта та юрă-ташăпа çывăх пулнă. Сакăр класс хыççăн Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине вĕренме каясшăн пулнă, анчах амăшĕ: «Купăс каласси арçын ĕçĕ, хĕрарăмăн мар», — тесе яман. Вăтам шкул хыççăн Чăваш ял хуçалăх институтĕнче агроном пĕлĕвне илнĕ пулсан та, тĕп профессийĕпе пилĕк çул кăна ĕçленĕ. Шăпа ăна пĕрех клуба илсе çитернĕ. Фольклор коллективĕн никĕсне хывакансен ретĕнче çавăн пекех Алевтинăпа Валерий Германовсем, Людмилăпа Валерий Се-меновсем, Антонина Трофимова, Лидия Иванова, ыттисем. Ун чухне ушкăн «Салам» ятпа çÿренĕ. Çапла пилĕк-ултă çул ĕçленĕ хыççăн «халăх коллективĕ» ята хÿтĕлес тĕллевпе Людмила Петровна Шупашкара çитнĕ. Ун пирки акă мĕн каласа кăтартрĕ вăл:
— «Салам» коллективсем татах пур, урăх ят тупăр, — терĕç республикăри халăх пултарулăхĕн центрĕнче ĕçлекенсем. Лайăх шухăшланă хыççăн «Шевле» çинче чарăнтăмăр. «Халăх» ятне хамăр ялти клубрах хÿтĕлерĕмĕр. 1997 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче кунта районсенчи культура пайĕсен пуçлăхĕсен вырăнти семинарĕ иртрĕ. Пирĕншĕн питĕ яваплă самант пулчĕ çакă. ЧР Культура министерствинчен кăна вуннăн килнĕччĕ. Унсăр пуçне халăх пултарулăхĕн центрĕн пĕтĕм специ-алисчĕ хутшăнчĕ. Курав залĕнче ял халăхĕ валли пушă вырăн çукпа пĕрехчĕ.
— Мĕнпе тĕлĕнтерме пултартăр хăнасене?
— Ултă йăлапа — чăваш туйĕпе, салтак ăсатнипе, ĕне ырри çинипе, ача чăкăтне пуçланипе, çĕн пÿрт ĕçкипе, улах, вăйă йĕркисемпе — паллаштартăмăр. «Халăх» ята тивĕçнине ĕнентерекен документа кунтах парса хăварчĕç. Пирĕн хыççăн сцена çинче ачасен фольклор ансамблĕ хуçаланчĕ. Хамăр мĕн пĕлнине çитĕнекен ăрăва парса хăвармаллине яланах асра тытнă. Хальхи вăхăтра фольклор ушкăнĕн спутникĕ шкулта вырнаçнă. Ăна чăваш чĕлхине вĕрентекен Татьяна Васильева ертсе пырать.
Ушкăнра миçе çын?
— Тĕп йышра 14-ăн. Чи ватти 81 çулта, вăл — Николай Трофимов. Самай çулланнисем, çапах питĕ хастаррисем — Иван Иванов, Зоя Петрова, Светлана Иванова, Светлана Гаврилова, Зоя Петрова, Зоя Константинова, ыттисем. Акăлчан чĕлхи вĕрентекен Эльвира Митрофанова, географи учителĕ Алевтина Германова, Надежда Константинова почтальонка, Людмила Семенова ветврач кулленех ĕçе çÿреççĕ пулсан та юрламашкăн вăхăт тупма тăрăшаççĕ. Çулленех республика тулашĕнче иртекен фестиваль- конкурса хутшăнма май тупатпăр. Сочире иртнĕ «Кубанский казачок» фестивальте икĕ хут пултăмăр. Ăна Кубань казакĕсен хорĕн ертÿçи Виктор Захарченко ирттерет. 2017 çулта та, 2018 çулта та I степень лауреачĕн дипломĕпе таврăнтăмăр. Пĕлтĕр Крымри «Вырăс хут купăсĕ» фестивале çитсе килтĕмĕр, унта та пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Çак фестиваль йĕркелÿçин мăшăрĕ Красноармейски районĕнче çуралса ÿснĕ Светлана Калачева пулчĕ.
Ютрисемшĕн эсир мĕнпе кăсăклă?
— Унта пуринчен ытла тумпа интересленеççĕ. Виктор Захарченко, сăмахран, чăвашсем унăн фестивалĕн техĕмĕ пулнине палăртрĕ. Пирĕн тумсем — кукамайсемпе асаннесен арчисенчен кă-ларнă пир кĕпесем, пуç çинчи хушпусем, кĕмĕл шăрçапа ялтăраса тăраканскерсем, — тыткăнланă вĕсене. Чĕмпĕрти «Обломовкăри туйран» та çĕнтерÿпе таврăнтăмăр. Комире те I степень диплома тивĕçрĕмĕр. Çÿретпĕр çапла чун туртнипе. Репертуарта — хамăр тăрăхри халăх юррисем. Хăшĕсене тахçанах юрламаççĕ ĕнтĕ. Эпир вара çĕнĕ пурнăç паратпăр. Мĕнле илемлĕ, тарăн шухăшлă вĕсем: «Ма кайрăм-ши ай шыв ăсма? Витре тулли ай пулмарĕ. Ма çуралса ай ÿсрĕм-ши? Ыр курасси ай пулмарĕ. Тăпăр-тăпăр ай тур лаши, Кÿлсе ларса ай тухар-и? Шăкăл-шăкăл ай калаçса Ĕмĕр пĕрле ай пурнар-и?» Пирĕн репертуарти юрăсене Шупашкарти Ф.П.Павлов ячĕллĕ музыка училищин студенчĕсем те килсе çырса кайнăччĕ. Ĕлĕкхи чăваш туйне кăтартнине Самар телекуравĕ ÿкерсе илнĕччĕ. Малалла вулас...
www.hypar.ru
Надежда СМИРНОВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.