Вăрçă салтаксен паттăрлăхне документсем упраççĕ
Интернетри сайтсенче хальччен пĕлменни те тупăнать
Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Виталий Филиппов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнĕ ашшĕ пирки ытларах пĕлес, çывăх çыннине ăçта пытарнине уçăмлатас тĕллевпе иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче çар комиссариатĕнчен пулăшу ыйтнă. Шел, унта тĕплĕ хурав парайман ăна.
Çынсем, хăюлăх тата наградăсем
Пĕлтĕр фронтовикăн мăнукĕ интернета кĕрсен аслашшĕне Кирилл Харитонова 1944 çулхи кăрлач уйăхĕнче çапăçура вĕлернине, ăна Ленинград облаçĕнче пытарнине пĕлнĕ. «Çапла 70 ытла çул иртсен атте ăçта ĕмĕрлĕх канлĕх тупнине пĕлтĕм», — чунĕ хумханнине пытараймарĕ çывăх çыннине фронта ăсатнă чухне 2 çулта пулнă Виталий Кириллович.
Çапла, хальхи вăхăтра пирĕнтен кашниех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă е хыпарсăр çухалнă тăванĕ-пĕлĕшĕ пирки информаци тупма пултарать. Вăрçа хутшăннă çынсен харпăр уйрăм кăтартăвĕсемпе çыхăннă документсене тишкерме май паракан тĕрлĕ сайт пур паян. Тăшманпа çапăçнисем пирки тĕплĕнрех пĕлме пулăшакан анлă сарăлнă порталсемпе сайтсене пăхса тухар-ха.
Чи кăсăклă порталсенчен пĕри — «Подвиг народа 1941-1945» /www.podvignaroda.ru/. Вăл çынсене хăйсен тăванĕсен наградисем, вĕсем тунă паттăрла ĕçсем пирки пĕлме пулăшать. Сайтра «Çынсем тата наградăсем», «Награда докуменчĕсем», «Вăрçă географийĕ» пайсем пур. Çывăх çыннăн наградисем пирки пĕлес тесен «Çынсем тата наградăсем» пая кĕмелле те фронтовикăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне, вăл хăçан çуралнине çырмалла, «Тупас» кнопкăна пусмалла. Çапла майпа сайт шыраса тупнă çынсен списокĕ тухать. Енчен те тăванăн /пĕлĕшĕн/ хушамачĕ анлă сарăлнисен шутĕнчен пулсан та ăна тупма йывăрах мар: хушамат-ят-ашшĕ ячĕ çумĕнче унăн çуралнă çулĕ, çар званийĕ, ăна мĕнле медаль- орден пани /пур пулсан/ тухать. Çыннăн карточкинче анлăрах информаци вырнаçтарнă: ăна фронта ăçтан тата хăçан илсе кайни, вăл мĕнле чаçре тăни, çар званийĕ, наградăна хăçан тунă тата мĕнле паттăрла ĕçшĕн пани, çак награда пирки калакан документсем. Унтах хушăвăн пĕрремĕш страницине уçса пăхма пулать. Медалĕн е орденăн сăн ÿкерчĕкĕ те пур. Ку портала архивран илнĕ çĕнĕ даннăйсемпе пуянлатсах тăраççĕ. Çавăнпа малтан нимĕн те тупаймасан кăшт вăхăт иртсен çак сайта тепре кĕрсе черетлĕ хут шырама пулать.
Анлă сарăлнă тепĕр сайт — «Мемориал» даннăйсен пĕтĕмлетÿллĕ банкĕ /www.obd-memorial.ru/. Ăна РФ Оборона министерствин пуçарăвĕпе 2007 çулта йĕркеленĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, çавăн пекех вăрçă хыççăнхи тапхăрта вилнĕ, аманнă тата хыпарсăр çухалнă çынсем пирки пĕлме пулать. Çак сайтра çухатусем пирки калакан документсен цифра çине куçарнă темиçе миллион копийĕ упранать. «Мемориал» хаяр вăрçăра çапăçнисен шăпине тата вĕсене ăçта пытарнине уçăмлатма пулăшать. Унти кăтартусене РФ Оборона министерствин Тĕп архивĕнче, Тĕп çар-тинĕс архивĕнче, Раççей патшалăх çар архивĕнче, РФ пат-шалăх архивĕнче тата унăн регионсенчи пайĕсенче упранакан официаллă документсенчен илнĕ. Вăрçăра пуç хунă çыннăн шăпине уçăмлатас тесен тĕп страницăра унăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне çырмалла, пĕлетĕр пулсан унăн çуралнă çулне тата çар званине кăтартмалла та «Тупас» кнопкăна пусмалла. Унта фронтовик ăçта тата хăçан çурални, ăна хăçан çара илни, юлашки служба вырăнĕ, вăл хăçан вилни, ăна ăçта пытарни тата информацие ăçтан илни тухать.
«Память народа 1941-1945» /www.pamyat-naroda. ru/ проектăн тĕп тĕллевĕ — çынсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем пирки май килнĕ таран туллирех информаци тупма пулăшасси: интерактивлă çĕнĕ инструментсене тата даннăйсен «Мемориал», «Подвиг народа 1941-1945» пĕтĕмлетÿллĕ банкĕсем аталаннине пула. Даннăйсен пысăк базине çар архивĕсенче упранакан пĕтĕм документа кĕртеççĕ: кам ăçта çапăçнă, мĕнле наградăсене тивĕçнĕ, паттăрла мĕнле ĕçсем тунă тата ытти те. Çак сайтра тĕрлĕ баннер пур: «Вăрçă паттăрĕсем», «Çар операцийĕсем», «Çар çыннисене пытарнă вырăнсем», «Çар чаçĕсем», «Чаçсен докуменчĕсем»… Хамăра кирлĕ çын пирки тĕплĕнрех пĕлес тесен малтан сайтăн тĕп страницинчи «Вăрçă паттăрĕ-сем пирки документсем шырасси» пайра унăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне çырмалла. Çуралнă çулне кăтартмалла /пĕлсен/. «Тупас» кнопкăна пусмалла. Кăмăлĕ пулсан çынсем хăйсен тăванĕсем, Çĕнтерĕве çывхартма хутшăннисем, пирки асăннă порталти «Усă куракансен историйĕ» пайра çырма тата вĕсен сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарма пултараççĕ. Çапла вара вăрçă паттăрĕсем пирки çырнă историсем яланлăхах асра юлĕç. Тĕп страницăрах 75 çул каялла пулнă пысăк пĕлтерĕшлĕ çар операцийĕсем пирки те вуласа пĕлме май пур.
Ячĕсем вилĕмсĕр
Юлашки çулсенче «Вилĕмсĕр полк» акци вăй илсе пынине пирĕн вулакансем лайăх пĕлеççĕ, чылайăшĕ хăй те унта хутшăнать ахăртнех. «Бессмертный полк» /www.moypolk.ru/ — асăннă юхăмăн официаллă сайчĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хутшăнса тăван тăрăха таврăннă, çапăçу хирĕнче вилнĕ тата хыпарсăр çухалнă çынсем, çавăн пекех тыл ĕçченĕсем пирки калакан кăтартусене вырнаçтарнă. Çак сайтра та хăвăрăн тăвансем, пĕлĕшсем пирки информаци тупма пулать. Çавăн пекех унтах хăвăрăн историе те çырса кăтартма, тăшманпа çапăçнăскерĕн сăн ÿкерчĕкне вырнаçтарма пултаратăр. Унăн анкетине сайтăн базине кĕртеççĕ. Летопиçре паянхи кун — 463414 ят. Салтакăн анкетинче унăн хушамачĕ, ячĕ, ашшĕ ячĕ, çар званийĕ, вăл хăш регионтан пулни, историйĕ тата ытти тухать.
Ытти сайтра та, вĕсем питех анлă сарăлман пулин те, çынсен шăпине уçăмлатма май паракан ин-формаци сахал мар. Тĕслĕхрен, «Забытый полк» /www.polk.ru/ сайт — XX ĕмĕрти вăрçăсенче хыпарсăр çухалнă салтаксем пирки. Унта «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи», «Паман наградăсем» страницăсем пур. «Помните нас!» /www.pomnite-nas.ru/ ятлинче çар çыннисене пытарнă вырăнсене сăнланă тата вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене вырнаçтарнă. Германире тыткăнра вилнисем пирки калакан сведенисемпе Дрезден документацисен центрĕн сайтĕнче /www.dokst.ru/ паллашма пулать.
Унсăр пуçне вăрçăра çапăçнă тăвансем пирки Астăвăм кĕнекисенче тата вĕсен электронлă вер-сийĕсенче пĕлме май пур. «Салтак медальонĕсенчи ятсем» кĕнекен 1-6-мĕш томĕсен электронлă версийĕнче /rf-poisk.ru/ вăрçă вăхăтĕнче вилнисем, кĕлеткисене шырав ĕçĕсен вăхăтĕнче тупса идентификацилеме май килнисем, пирки калакан сведенисене алфавит йĕркипе вырнаçтарнă.
1941-1945 çулсенче кĕрленĕ вăрçă пирки кирлĕ информацие архивсен сайчĕсенче те шырама пу-лать. Интернета кĕрсе хăйсем тĕллĕн шырас теменнисем е шырасан та нимĕн те тупайманнисем архивсене тата çар комиссариачĕсене ыйту ярса хурав кĕтме пултараççĕ.
Пулăшаяççĕ
«Ырă кун! Манăн асатте пирки ытларах информаци тупма пулăшăр-ха. Унăн юлашки 4 çырăвĕ шăпах Чăваш Енрен килни паллă. Унăн йăмăкĕ, 85 çул тултарнăскер, пиччĕшĕ пирки мĕнле те пулин информаци пĕлесшĕн». «Манăн мăн кукаçие Иван Иванович Плотникова 1941 çулта фронта илсе кайнă. Аманнă, Чăваш Енри госпитальте пулнă, çакăн хыççăн ун пирки нимĕнле информаци те çук. 1943 çулта хыпарсăр çухалнă. Ăна ăçта пытарнине пĕлес килет». «Пиччĕшĕпе шăллĕ — Александр тата Николай Титовсем — пирки информаци тупма пулăшăр тархасшăн. Вĕсем Улатăр районĕнче çуралнă. Аслă сержант званийĕллĕскерсем иккĕшĕ те пĕр танкра 1943 çулта вилнĕ». Çывăх çыннисем тата пĕлĕшĕсем пирки ытларах информаци тупмашкăн пулăшу ыйтса çакăн пек çырни «Контактра» социаллă сетьре йĕркеленĕ «Чăваш Республикин Астăвăм кĕнеки» ушкăнра темĕн чухлех. Малалла вулас...
Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.
Комментировать